«Самант» журналăн 10-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ!
ВĔРЕНТЕКЕН - хисеплĕ ят. Вĕрентекенсем хăйĕн ăсталăхне ÿстерес тесе конкурссемпе семинарсене, «çавра сĕтелсемпе» мастер-классене, уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.
Телей - тăван тăрăхрах! Виктор Валерьевич Цыганов агроном. Саккăрмĕш çул ĕнтĕ вăй хурать вăл юратнă ĕçĕнче.
Çĕнтерме нихăçан та çăмăл мар! Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Ксения Иванова — Пăрăнтăк пики, юнашар ялтан.
Яланах хăюллă пулмалла. Канаш районĕнчи Чакаç шкулĕнче вĕренекенсем хастарлăхпа та маттурлăхпа палăраççĕ.
Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - пирĕн тÿрĕ тивĕç. Вунпĕрмĕш класри Кирилл Архипов спорта чунĕпе парăннă тесен те йăнăш пулмĕ.
Чăнлăх пĕрре: малтан сăмах пулнă. Сахал йышлă халăх чĕлхишĕн ачасем те хăрушă — чăнах та, кам ĕнентĕр çакна?!
Юмах-халап паттăрĕсем. / Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/
Ăшă кулă. КИНО ÇУЛТАЛĂКĔ
Аида ВЕЛИКОВА: Этемре пĕтĕмпех илемлĕ пулмалла. «САМАНТ» ХĂНИ
Çĕрлехи вăрманта…, Асăрханăр - чее кайăк! КЛАСПА ВУЛАР
Илем тĕнчене те çăлать, çула тухсан та пулăшать, е Франци ташши. ЧПУ пĕтсен чăваш пĕтет, чăваш пĕтсен вара тĕнче пĕтет.
Пукане. Эпир ÿссе çитĕнетпĕр, тĕнчене тухса каятпăр, атте-анне çурчĕ вара пире кĕтсе ялтах ларать, кивелсе пырать.
Культура хуранĕ. Арсентьев тата Васильев юрăçсен ячĕсем кăна мар, сассисем тепĕр пекрех… «Эх, авланас килет», — тесе юрлакан Евгений Кузнецов хăçан авланать-ши? Оля Осипова-Фаер çĕнĕ кинофильмра ÿкерĕнет-и?
Льеж МУР. Ăнтăлу, е Çĕр тыткăнĕ. Повеç. Телейсĕр-телейлĕ юрату фантазийĕ.Петĕр Яккусен сăввисемпе усă курнă
Андриян Николаевич ПАВЛОВ. ПИРĔН ВЕРНИСАЖ
Сăмахкаçмăш. Николай КРАСНОВ / Йĕпреç районĕ/ хатĕрленĕ
«САМАНТ» ПИКИ. Люра ВАСИЛЬЕВА. Анастасия ФЕДОРОВА.