Комментари хушас

3 Чÿк, 2016

Коми Республикипе çыхăнса ĕçлеме

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коми Республикин Пуçлăхĕпе Сергей Гапликовпа тĕл пулнă, икĕ регион хушшинчи çыхăнăва аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин официаллă делегацийĕ /ун йышĕнче – ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов, предприяти ертÿçисем\ кÿршĕ республикăри чылай производствăпа паллашнă. Тĕслĕхрен, "Комитекс" пĕрлешÿ Раççейре синтетика сÿсĕ туса кăларакан чи пысăк предприятисенчен пĕри шутланать. Унăн продукцийĕ "Газпром", "Роснефть", "Лукойл", "Раççей чукун çулĕсем", "АвтоВАЗ" тата ытти пĕрлешÿсене ăсанать.

"Монди Сыктывкарский ЛПК" компани вара – республикăри вăрман промышленноç комплексĕн никĕсĕ. Вăл хатĕрлесе кăларакан "Снегурочка" офис хучĕ Раççей таварĕсен рейтингĕнче малта пырать.

Икĕ республика социаллă тытăмри тата экономикăри çитĕнÿсене презентациленĕ.

Сергей Гапликов палăртнă тăрăх – регионсем хушшинчи çыхăнăва культура, промышленноç, туризм тĕлĕ-шĕнчен кăна мар, ытти енпе те çирĕплетесшĕн. "Чăваш Енре юлашки çулсенче пысăк технологиллĕ медицинăна аталантарма нумай ĕç тунă. Пĕрлехи майсемпе усă курни икĕ регион çыннисемшĕн те аван пулмалла", – тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев Сергей Гапликова тата Коми Республикин Правительствине Чăваш Ен делегацине ăшшăн йышăннăшăн тав тунă. Регионсем суту-илÿпе экономикăри, культурăпа спортри çыхăнусене аталантарнине, электротехникăпа хими промышленноçĕнчи тавар çаврăнăшĕ ÿснине палăртнă. Чăваш Ен Коми Республикине общество апатланăвĕн предприятийĕсем валли оборудовани ăсатать.

Тĕлпулу вĕçленеспе Коми Республикин Правительстви тата ЧР Министрсен Кабинечĕ суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата культура тĕлĕшĕнчен çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.