Ăнăçлă ал çыру вулакан патне çул тупатех
Пирĕн корреспондент Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕпе Валерий Алексеевпа калаçать.
- Çулталăк пуçланнăранпа вăхăт чылаях иртрĕ пулин те калаçăва пĕлтĕрхи ĕç-пуç çинченех пуçлас килет. Кĕнеке çÿлĕкĕ чылай пуянланчĕ, кун пирки чылай калаçрĕç, çырчĕç. 2013 çул издательствăшăн чи ăнăçлă тапхăр теме пултаратăр-и?
- Калаçăва халь пуçлани пĕр енчен аван та. Отчетсен тапхăрĕ тин кăна вĕçленчĕ, çулталăкри ĕçе тĕрлĕ шайра сÿтсе явса хак пачĕç. Çак кунсенче лайăх хыпар пĕлтĕмĕр: республикăри экономика ăмăртăвĕнче 100 çын таран ĕçлекен предприятисем хушшинче Чăваш кĕнеке издательстви иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Пĕлтĕр 112 кĕнеке тухрĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 327 пинрен те ытларах. Пирĕн пĕчĕк коллектившăн ку - аван кăтарту. Издательство утса тухнă çул вăрăм, тумхахлă, çавăнпа иртнĕ çула «юлашки тапхăрти ăнăçлă çулталăксенчен пĕри» тесен вырăнлăрах пулĕ.
Вулакансене тыткăнлакан кĕнекесен шутне чи малтанах Ю.Артемьевăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие», В.Ивановăн «Андриян Николаев: орбиты космические и земные», «Синкерлĕ çулсенче» /В.Кошкин пухса хатĕрленĕ/, «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» /2-мĕш том/, «Чăваш республикин археологи картти», Г.Иванов-Орковăн «Чувашские вышивки, куклы Татьяны Шарковой», «Чебоксары: исторический очерк» тата ытти кăларăма кĕртес килет. Илемлĕ литература кĕнекисен шутĕнче - Г.Максимовăн «Вăхăта парăнман юрату», А.Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак», ачасем валли кăларнисен йышĕнче С.Павловăн «Шупашкар кулачĕ», Ю.Сементерпе А.Дмитриевăн «Сехетсен çĕр-шывĕнче», «Асанне юмахĕсем» кăларăмсене палăртни вырăнлă.
Чăваш çыравçи Валентина Эльпи пĕлтĕр 100 çул тултарчĕ. Кун пекки тăван литература историйĕнче пулманччĕ-ха. Çакна эпир «Пулас кинсем» романа тепĕр хут кăларса палăртрăмăр.
- Пĕлтĕр эсир В.Родионов профессорпа «Чăваш поэзийĕн антологине» пухса хатĕрлерĕр. Сумлă кĕнеке. Анчах тепĕр чух халăх поэзирен писсех пырать тенине илтетĕп. Çакăнпа килĕшме пулать-и?
- Халăх çăварĕ хапха теççĕ мар-и? Тем калакан та пур. Тĕрĕсси те çук мар çав «çăвартан» тухакан сăмахсенче. Анчах çакна та шута илмеллех: поэзи хăйĕн саккунĕпе пурăнать. Эпĕ тепĕр чухне тĕлĕнетĕп: издательствăна нумай пулмасть пысăк ертÿçĕ килчĕ, «технарь» хăй. Сăвăсем çырать иккен, ку ĕçре пысăк киленĕç тупать. Асăннă антологине кĕнĕ авторсене те професси енчен илсе пăхар: тинĕс-çар офицерĕ, художник, ученăй-философ, химик, врач, артист, агроном, инженер, спортсмен, строитель... Пурте поэзин тĕнчине туртăннă, витĕмлĕ йĕркесем хăварассишĕн тăрăшнă.
Сăвăсене пуçтарнă чухне чăваш сăмахлăхĕн анлăшне, тарăнлăхĕпе çÿллĕшне тĕп вырăна хутăмăр, пурте пĕлекен сăвăçсене анчах мар, манăçа тухма пуçланă авторсене те кĕртсе тăван литература пуянлăхне вулакана кăтартма май шырарăмăр.
- Пĕлтĕрхи асра юлмалли самантсенчен пĕри - Раççейри кĕнекеçĕсен Ассоциацийĕпе пĕрле Шупашкарта ирттернĕ семинар. Тĕплĕ калаçу хыççăн «çанталăк улшăнасса» кĕтме пулать-и?
- Асăннă тĕл пулура ытларах Раççейри халăхсен чĕлхисемпе тухакан кĕнекесем пирки сăмах пычĕ. Йывăрлăхсем пурин те пур, вĕсене пĕччен тем пек тăрăшсан та çĕнтерме çук. Сăмахран, кĕнеке хакланса пырать, унăн вăтам хакĕ 255 тенке çитрĕ. Кашни çын ăна туянаймасть. Тиражсем те пĕчĕк, çĕр-шывра пĕр кĕнеке вăтамран 4600 экземплярпа тухать. Самай паха кĕнекесен тиражĕ те ытларах чухне пĕр пинрен иртеймест. Апла пулсан ыйтăва çĕр-шыв шайĕнче çĕклемелле, патшалăха ертсе пыракансем те пĕлччĕр, кĕнеке ĕçне сулнăка ярас марччĕ. Анчах пуриншĕн те паллă: темĕнле чаплă семинар ирттерсен те лару-тăрăва тÿрех улăштарма май килмест, ушкăнпа çине тăрса, тăтăш туса пымалли ĕç ку.
- Чăваш Ен правительстви ирттерекен чăвашла ал çырусен конкурсĕ ача-пăча кĕнекисен портфельне пуянлатма пулăшать-и?
- Паллах пулăшать. Пĕлтĕр С.Павловăн «Шупашкар кулачĕ», Г.Матвеевăн «Чăваш» кĕнекисем тухрĕç, вĕсене вулакансем лайăх хак пачĕç. Нумай кĕнеке, çĕнтерÿçĕсен шутне лекеймесен те, тематика планне кĕрсе юлма пултарать.
Ачасем валли хатĕрленĕ ал çырусенче мĕн çитмест-ха паян? Шел те, авторсен хушшинче çамрăксем çукпа пĕрех. Аслă тата вăтам ăрури çыравçăсем ытларах хăйсен ачалăхне аса илсе кĕнекесем калăплаççĕ. Паянхи пурнăçа хăшĕсем «краççын лампипе» çутатса кăтартасшăн. Кун пек кĕнекесен уссинчен сиенĕ ытларах.
...Вăтам çулсенчи ачасем валли çырнă «Элис» юрă таçта та кĕрлерĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур:
Красиво одевается. Красиво говорит.
И знает в совершенстве английский и иврит.
А мы возьмем да и заявимся к Элис.
Ку йĕркесене хăш халăха çĕклеме çырни витĕр курăнать. Паллах, идеал евĕрлĕ ырă герой туса çамрăксен хушшинче манăçа тухма пуçланă чĕлхе пĕлтерĕшне ÿстерме хайланă вĕсене. Паянхи чăваш ачисем валли хайланă кĕнекесен геройĕсем те маттурсем пулмалла: вĕсем ăслă, тÿрĕ кăмăллă, хитре, тăван чĕлхе пирки «çĕрĕк» калаçусем пуçармаççĕ, ыттисене ертсе пыма пĕлеççĕ. Вĕсене чухăнлăх та пусарса тăмасть. Çавăн йышшисене куç умне кăларсан кукăрăлнă çурăмăн та тÿрленмелле. Кĕнекен илемлĕх шайĕ, чĕлхи пирки каламастăп та, вăл ахалех паллă. Темшĕн-çке çыравçăсене çавнашкал «социаллă саккас» пама «вăтанатпăр».
- Иртнĕ çул «Литературная Россия» хаçат граждан вăрçин паттăрĕ В.И.Чапаев пирки çырса вулакансене тĕлĕнтерчĕ: пирĕн мухтавлă ентеш ашшĕ енчен ирçе пулнă иккен, амăшĕ енчен - çурма вырăспа чăваш. Çавна пула вăл вырăссене, уйрăмах казаксене, курайман. Пуçа шăнăçман сăмахсем çав шăналăк пек анлă статьяра темĕн чухлĕ. Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «В.И.Чапаев: мастер наступления и обороны» кĕнеке тиражĕ сахал пирки хăйĕн ĕçне тăвайман пулас?
- Асăннă кĕнеке авторĕ В.О.Дайнес - Раççей оборона министерствин Çар историйĕн наука ĕçченĕ, полковник, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Эпир ыйтнипе вăл хăйĕн ал çырăвне чылай çĕнетрĕ. Дивизи ертÿçи çинчен çырнă чи тулли те тĕрĕс кĕнеке тесе хакларĕç ку кăларăма. Чапаев çинчен халĕ нумай çыраççĕ. Тĕрĕс сăмах калас текенсен çак кĕнекене пĕлмеллех. Интернет тапхăрĕнче пурăнатпăр, В.О.Дайнес ĕçне тупса вулама йывăр мар. Сăмахран, пĕлтĕр Мускаври пĕр телеканалта ĕçлекенсем асăннă кĕнекепе кăсăкланчĕç. Эпир вĕсем ыйтнине хаваспах пурнăçларăмăр. Теприсене тĕрĕслĕх ним тума та кирлĕ мар. Асăннă статья авторĕсем пирки те çавнах каламалла.
- Чăваш çыравçисен юлашки пухăвĕнче тăван чĕлхепе кĕнеке сахал тухни пирки калакансем пулчĕç. Маларах çав шухăшах паллă журналистăн пĕр статйинче вуланăччĕ. Кĕнеке хисепне татах та ÿстерес тесен мĕн тумалла?
- Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнеке шучĕ çуллен-çул ÿссе пырать. Кирлĕ пулсан тата та нумайрах кăларма пулать. Анчах вĕсене çÿлĕк çине лартма кăна пичетлеместпĕр-çке. Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр кĕнеке складра чылай хушă выртать. Эппин, яваплăх çинчен манмалла мар пирĕн, чи кирлĕ, пиçсе çитнĕ ал çырусене кăна çул памалла. Халăх сахал вулани пирки нумай калаçаççĕ. Ку ахальтен тухнă сăмах мар. Тавралла çаврăнса пăхар-ха: ялти интеллигенци - культура ĕçченĕсемпе учительсем - мĕн вулаççĕ? Тăван чĕлхепе тухакан хаçат-журнала кам çырăнса илет? Çыравçăсем хăйсем çырăнса илеççĕ-и? Поэт калашле, шĕвелсех пыратпăр мар-и?
Паянхи литературăна шурлăхланса пыракан кÿлĕпе танлаштарнине илтме пулать тата. Тапакан çăл куçсем юшкăнланса çитрĕç тĕк шывĕ ăçтан çĕнелтĕр-ха? Телее, лару-тăру çăмăлах мар пулин те - пурнăçра ырри те сахал мар. Малашлăхшăн пĕтĕм вăй-хăвачĕпе ĕçлекен çыравçăсем пĕтмен-ха. Ăнăçлă ал çыру вулакан патне çул тупатех.
калаçнă