Комментари хушас

28 Юпа, 2016

Хресчене пулăшнăшăн– тав!

Паян, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, республикăри аграрисем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Ял хуçалăхĕнче продукци туса илекенсен тата апат-çимĕç туса кăларакансен кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уяв умĕн «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлать.

— Сергей Геннадьевич, эсир отчет тăвиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Кăмăл мĕнле?

— Йĕркеллех. Çураки умĕн «Хыпара» панă интервьюра эпĕ ял çыннисене акана хастар хутшăнса кĕске хушăра тата вăхăтра вĕçлеме чĕнсе каланăччĕ. Пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшакан çыншăн çулталăкăн кирек мĕнле тапхăрĕнче те ĕç пĕтмест. Çапла, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паян АПК представителĕсемпе ветеранĕсем пуçтарăнаççĕ. Виçĕ кварталти кăтартусене хаклатпăр, çулталăка ăнăçлă вĕçлессишĕн пурнăçламалли ĕçсене палăртатпăр. Пуринчен те пысăкрах ÿсĕм тунă районсене, предприятисене, уйрăм çынсене патшалăх наградисем парса хавхалантаратпăр.

— Ĕççи вĕçленсе пырать-и?

— Вĕçленнĕпе пĕрех. Куккурус вырманни кăштах пур. Çанталăк ăна пăртак шăнтса типĕтни лайăхрах та — пухса кĕртме çăмăлрах. Çĕрулмине пуçтарса илнĕ. Йĕпе-сапара кăларма, турттарма çăмăл пулмарĕ. Управа йывăррăн кĕчĕ. Юрать-ха, хуçалăхсене социаллă учрежденисенче тăрăшакансем пулăшрĕç. Тавах йывăр тапхăрта хресчене алă тăсса панăшăн. Вĕренÿ, культура, медицина ĕçченĕсем, ытти хăшпĕр категори вĕсене эпир ача чухнех пулăшнă. Кăçал хăшĕ-пĕри: «Юрамасть уй-хирте ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме», — терĕ. Ку ырă пулăм мар. Лартни-акнине пухса кĕртсен, кĕрекене паха та техĕмлĕ апат-çимĕç лартсан пурин те тутлă çиес килет. «Иккĕмĕш çăкăр» юр айне юлас хăрушлăх пурччĕ. Хуçалăхсенче вăй хуракансем бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле пĕтĕмпех пухса кĕртрĕç.

Парлак çĕре сухалатпăр

— Сире ял хуçалăх министрне уйăрса лартсанах маларах пушă выртнă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтăва çирĕп лартрăр. Ĕç мĕнле пулса пычĕ?

— Район администрацийĕсем суха тĕренĕ чылай çул тивмен 140 пин гектар çĕре тупса палăртрĕç. Çав шутран 97 пинĕ сухаласа акма юрăхлă. Ака-суха çаврăнăшне кăçал 22 пин кĕртме тĕллев лартнă, 25 пинне явăçтартăмăр ĕнтĕ. Ку енĕпе Йĕпреçпе Патăрьел районĕсенче начар мар ĕçлерĕç. Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Муркаш тăрăхĕсенче, ытти районта хытхура чылай çул хупăрланă уй-хире хуратса хăварассишĕн ăшталанчĕç. Кашни район хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕ. Пурĕ 6 пин гектар сухаласа ял хуçалăх культурисем акса хăварма май килчĕ. Йывăç-тĕмлĕ çĕре ĕçе кĕртме те пĕр-икĕ çул кирлĕ. Çав хушăра çумкурăк ашкăракан пĕтĕм лаптăка сухалама питĕ йывăр. 2020 çулччен пĕр гектар парлаклăх та хăвармастпăр.

— Ку хыпар маншăн — çĕнĕлĕх. Ăна пурте ырласа йышăнĕç.

— Хушса çакна калатăп: выльăха çитерме пире тата 170 пин тонна фураж çитмест. Пушă выртакан пĕтĕм çĕре сухаласа аксан тыр-пул çавăн чухлĕ туса илме пулать.

Чăрмавсем пур

— Урапа мĕншĕн йывăррăн пырать?

— Усă курман лаптăксенчен ытларахăшĕ — пай çĕрĕ. Вĕсене хуçисем тахçанах пăхмаççĕ. Ял хуçалăх культурисем çитĕнтерес тĕллевлĕ харпăрлăхçăсене те усă курма тара памаççĕ. Вырăнти хуçалăх вĕсене тара илни пирки хуçисемпе килĕшÿ тумасăрах сухаласа аксан патшалăх органĕ штрафлать. Ертÿçĕсем ун пек лаптăка трактор кĕртме шикленеççĕ. Çапах та патшалăхпа хăйтытăмлăх органĕсем çĕре пушă вырттарма юраманнине нумай çул ăнлантарнин усси пур — хуçисем пая сутаççĕ е вырăнти хуçалăха тара параççĕ, е хăйсен ирĕкĕпе çĕрĕн харпăрлăх прависĕр юлма килĕшеççĕ. Сăмахран, Элĕк районĕнчи пин гектар ытла пай çĕрĕпе тухăçлă усă курман пирки кăçал суд туртса илме йышăнчĕ. Кунпа ĕç вĕçленмерĕ-ха. Лаптăка тĕрĕс виçмелле, унăн сутлăх хакне палăртмалла, аукцион йĕркелесе çĕнĕ хуçана сутмалла. Çак ыйтусемпе çыхăннă тăкака тытнă хыççăн юлакан укçана малтанхи хуçисене валеçсе параççĕ. Ку вăхăта нумай илет. Çапах та çумкурăк пусса илнĕ пай лаптăкĕсен харпăрлăх правине çĕнĕрен илес тĕлĕшпе республика ытти чылай регионран маларах пырать.

— Сире ял хуçалăх министрне çирĕплетнĕренпе çулталăк çитрĕ. Республика Пуçлăхĕ министерство умне мĕнле тĕллевсем лартрĕ, еплерех пурнăçа кĕреççĕ?

— Манăн АПКри нумай ыйтушăн явап тытма тивет. Тĕп ыйтусенчен пĕри — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕр тухăçлăхне ÿстересси. Республикипе вăтамран 22 центнер тыр-пул пухса кĕртнипе çырлахас килмест. Ытти чылай регион тухăçĕ çакăнтан пысăкрах. Вăл пирĕн хуçалăхсен пĕр пайĕн — 35-40, теприн 15-20 центнерпа çеç танлашать. Кăтартусен хушшинчи уйрăмлăх пысăк. Ăмăртура вун-вун çул кайра пыма намăс мар-ши? Çĕнĕ агротехнологисемпе, минерал удобренийĕсемпе тĕрĕс усă курса, ĕç тухăçлăхне ÿстерсе усă куракан кашни 100 гектар пуçне продукци маларахринчен нумайрах туса илесчĕ. «Пĕрмай çанталăк ура хурать», — тени тĕрĕс мар. Вăл хресчене мĕн кирлине ытлă-çитлĕ парать. Çулла шăрăх та шăрăх терĕмĕр, анчах пурпĕр çĕр-анне ял хуçалăх культурисене çитĕнмелĕх нÿрĕк упраса тăчĕ. Тыр-пул тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Хресчен çут тĕнчерен тархасласа ыйтрĕ тейĕн: авăн-юпа уйăхĕсенче çумăр ытлашшипех çунăран тăпрара нÿрĕк çителĕклех. Çуркунне калчана маларах шăтса вăй илме пулăшатех.

— Аграрисем культурăсен лаптăкĕн структурине çĕнетсе улăштараççĕ-и?

— Тухăç нумайрах паракан хĕвелçаврăнăш, сахăр кăшманĕ, тĕшĕлĕх куккурус, тип çу юхтармалли культурăсем туса илсе сутакан организацисен йышĕ тата вĕсен пĕтĕм лаптăкĕ ÿсрĕ. Темиçе çул каялла çеç пирĕн республикăра пĕр хуçалăх та куккуруса тĕшĕлемен. Паянхи куна 12 пин тонна пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан 80-90 центнер — тырăран виçĕ хута яхăн пысăкрах. Куккурус тĕшши, соя, белок нумай тытса тăракан ытти культурăна ĕнесене çитермесен продукци ытларах туса илейместпĕр, унăн пахалăхне лайăхлатаймастпăр. Пур енĕпе те тухăçа ÿстерекен ертÿçĕсем çакна асра тытаççĕ. Асăннă культурăсем шăрăхра та лайăх çитĕнеççĕ.

Хамăрăнах тирпейлемелле

— Кĕр аки мĕнле иртрĕ?

— Кĕрхи культурăсене 2015 çулта — 85 пин, кăçал 96 пин гектар акрăмăр. Тăпрана вăрлăх ытларах варăнтарма май пурччĕ. Нумайрах акма йĕпе-сапа вăйлах чăрмантарчĕ. Тен, çурла уйăхĕнче çине тăрсах кирлĕ чухлĕ акмарăмăр.

— ЧР Пуçлăхĕ министерство умне лартнă тĕллевсенчен тата хăшĕ куллен шухăшлаттарать?

— Калăпăр, ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие республикăрах тирпейлесси. Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕнчи цех талăкра 300 тонна сĕт тирпейлет. Ун чухлĕ чĕртаварпа Шупашкарти сĕт завочĕ те юр-вар хатĕрлеймен. Пурăна-киле ăна типĕтме пуçласшăн. Вăрнарти çусăр типĕ сĕт завочĕн, «Етĕрне сĕчĕ» обществăн производство калăпăшне ÿстерме хăвачĕсем пур. Вĕсем тата сĕте тирпейлекен ытти предприяти тĕллев тытсан республикăра çулталăкра туса илекен 450 пин тонна сĕтрен юр-вар хамăр патрах хатĕрлесе ĕлкĕрĕпĕр. Шупашкарти, Вăрнарти, Етĕрнери аш-какай комбиначĕсем аван ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕчĕкрех предприятисем те какайран, сĕтрен апат-çимĕç хатĕрлессипе хăйсене тивĕçлипе кăтартасса шанатпăр. Çавăнпа патшалăх гранчĕ уйăратпăр. Тĕслĕхрен, техникăпа пурлăх никĕсне çирĕплетме кăçал Патăрьел районĕнчи потребительсен ял хуçалăх «Али» тата Комсомольски районĕнчи «НУР» кооперативĕсене 11,73 миллион тенкĕ пама йышăннă.

— Тирпейлемелли производствăра куçа тÿрех курăнакан мĕнле çитменлĕхе палăртатăр?

— Республикăра çитĕнтернĕ пахчаçимĕçпе улма-çырлана вырăнти комбинатсем кĕленче савăтсене тултарса халăха тонни-тоннипе сутнă самана асрах-ха. Шел те, тупăшлă çак ĕçе пуçарма инвестици хывакансем курăнмарĕç-ха. Çак производствăна йĕркелес кăмăллă предприятисене çитес çул патшалăх гранчĕ уйăрас ыйтăва пăхса тухасшăн.

— Патшалăх ял ĕçченĕсене мĕнле программăсемпе килĕшÿллĕн пулăшнине аса илеймĕр-и?

— Федерацин «Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта çирĕппĕн аталантарасси» тĕллевлĕ программи ÿлĕм те пурнăçланать. Ялта ĕçлекен çамрăк çемьесем, специалистсем пурăнмалли вырăна лайăхлатнăран куракан тăкакăн 70 процентне хыснаран уйăракан укçаран саплаштараççĕ. Ялсенче çул, культура çурчĕ, шкул тумалли программăсем çав-çавах пурнăçланаççĕ. Сăмахран, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Комсомольски районĕнчи Элпуç шкулĕ хута кайрĕ. Республикăн Çул-йĕр фондĕнчи укçан 25 процентне ялсенче çул тума, ăна тĕпрен юсама, пăхса тăма яраççĕ. Ялти çулсене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ çавăн чухлĕ пани нихçан та пулман. Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче 105 миллион тенкĕлĕх 4 проектпа çул хываççĕ. Вĕсенче пурăнакансем хăйсен ялĕсенче строительство пуçланасса чылай кĕтнĕ. Комисси ку проектсене вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсем ÿсĕм тунине те шута илсе йышăннă. Ĕç пуçаракан фермерсене, выльăх ĕрчетекен çемье фермисене грант уйăратпăр. Вĕсене малашне укçа хальхинчен самай нумайрах парĕç. Банкран илекен кредитăн процент ставкин пĕр пайне тата теплица, выльăх ферми, пахчаçимĕç, улма-çырла управĕ туса пулакан тăкакăн 20 процентне патшалăх саплаштарать.

Субсидисене илменни çук

— Хăмла çитĕнтермешкĕн субсиди илме пулать-и?

— Пулать. Чăн та, укçа сахалрах уйăраççĕ. Ку отрасле аталантарма пысăк инвестици кирлĕ. Бизнес тăкаклă тăк ĕçлеттерсе яма сĕре йывăр. Калăпăр, 50 гектар плантацирен хăмла çитĕнтерсе сутма кăна 200 миллион тенкĕ ытла кирлĕ. Çав укçана каялла тавăрма 12 çула яхăн иртет. Халĕ предпринимательсем производствăна хывнă инвестицие 3-4 çултанах тавăрма тĕллев лартаççĕ. Нумайăшĕ хăмла бизнесне суйласа илме шикленет. «Симĕс ылтăн» производствине хывнă тăкака 5-6 çулта тавăрма май тупмалла. Халĕ пире çак ĕçе пикенекенсем кирлĕ. Тата çакна пĕлтеретĕп: çывăх вăхăтра отрасле республикăра аталантарас ыйтупа Раççей Ял хуçалăх министерствинче ĕçлĕ калаçу ирттеретĕп. Хăмла юписем лартма, шпагат карма, калча туянма, йăран хушшинчи çумкурăка пĕтерме, тăпрана кăпкалатма, ытти ĕçе пурнăçлама патшалăхран субсиди уйăрмашкăн ыйтăпăр. Министерство кашни килограмм типĕ хăмла сутнăшăн республика хыснинчен уйăракан укçаран 35 тенкĕ хушса тÿлеме сĕнчĕ. Ку ыйтăва татса пама ЧР Патшалăх Канашне сĕнÿпе тухрăмăр. Депутатсем ăна йышăнасса шанатăп.

— Федераципе республика субсидийĕсене вырăнта илесси пирки мĕн калатăр?

— Ку ыйтупа çивĕчлĕх çук. Документ вăхăтра тăратнисем пурте илеççĕ. Инвестици кредичĕн процент ставкине саплаштарма кăçалхи чÿк, раштав уйăхĕсенче укçа çитмесен килес çул пурпĕр куçарса парĕç.

— Кăçалхи 9 уйăхра ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç производстви пысăклансах пынă. Ÿсĕм мĕнпе çыхăннă?

— Çулталăкра республикипе 117 пин тонна аш туса илме тĕллев лартнă. Çав шутран 60 пинне «Юрма» агрофирма хатĕрлет. Паллах, савăнтарать. Çав вăхăтрах «Чăваш бройлерĕ» общество пек предприятисем Чăваш Ене каялла туртаççĕ. Кăçал унта пăтăрмах сиксе тухнине «Хыпар» вулаканĕсем пĕлеççĕ. Фабрика панкрут процедури витĕр тухсан та пурлăхне суттармастпăр, сÿттерместпĕр. Фабрика акцийĕсен 51 проценчĕн хуçи А.Четвериков предприятие панкрута кăларас тĕллевпе Арбитраж судне тавăçсем тăратрĕ. Фабрика панкрута тухнă тесе унăн йышăнăвне кăларттарасшăн, пурлăхне сутасшăн. Суд ăна майлă пулмарĕ. Предприятире ĕç начар. Ăна пурпĕр ĕçлеттерсе яратпăр. Шел, вăл кăçал республикăна каялла туртать. «Акашевская» чăх-чĕп фабрики те пĕр вырăнта тапăртатса тăчĕ. Юрать-ха, хуçисем улшăнчĕç. Халĕ — Краснодар крайĕнчен. Чĕпсем туянса производствăна ÿстерессе шанатпăр. Ÿсĕме вăйлатма чăрмантаракан сăлтавсем татах пур.

— Уяв умĕн производство калăпăшне ÿстерекенсене асăнар-ха.

— Ял хуçалăх организацийĕсем, фермерсем, кил хуçалăхĕсем, тирпейлекен предприятисем.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсен производство калăпăшĕнчи тÿпи пысăк. Кил хуçалăхĕсен производстви çуллен чакать. Сăлтавне пурте пĕлетпĕр. Ялта экономикăпа социаллă пурнăç условийĕсем лайăхланнăçемĕн вĕсем те калăпăша ÿстереççех.

— Уяв ячĕпе мĕн калас килет?

— АПКра вăй хуракансене, ял çыннисене пурне те Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, ĕçре çитĕнÿ тума ыррине çеç сунатăп. Паян çынсен ял хуçалăхĕнче ĕçлес килет. Мĕншĕн тесен ĕç условийĕсем лайăх, ĕç укçи республикипе вăтамран 17 пин тенке яхăн. Ытларах тÿлекен хуçалăх нумай. АПКра бизнес тума йывăр текенсемпе килĕшместĕп. Çине тăрса тăрăшаççĕ те пысăк тупăш илеççĕ. Ялта вăтам шкул, хулара ятарлă вăтам тата аслă шкул пĕтернисен пысăк пайĕ ялта тĕпленет. Пĕтĕмлетсе çапла калатăп: АПКра ырă улшăну пулса иртет.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.