Комментари хушас

27 Юпа, 2016

Арăмĕ упăшкине тĕрмене хуптарнă

Анчах хăй те ирĕкре нумай пурăнайман

«Ир такăнсан каçчен», — çапла калатчĕ тăнлавне пас тытнă кукамай. Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче пурăнакан Педюсевсем патĕнче пулнă хыççăн шăпах çав сăмахсем аса килчĕç. Унта эпир ачисене пĕччен ӳстерекен ашшĕне шыраса çитрĕмĕр.

Асламă­шĕн хӳттинче

Педюсевсен çирĕп кил-çуртне шыраса тупма йывăр мар. Ялтисем пире: «Кирпĕч пӳрт. Урам картине хăмăр тимĕртен тытнă», – тесе тĕллесе ячĕç. Куç умĕнче — тăпăл-тăпăл хуçалăх. Малтан веранда алăкĕнчен шаккарăмăр, анчах сасă паракан тупăнмарĕ. Кайран хăюсăртараххăн иртсе пӳрт алăкĕ патне çитсе тăтăмăр. «Хуçисем пур-и?» – алăка уçса кăшкăртăмăр. Сасса илтсе икĕ пĕчĕк арçын ача чупса пычĕ. «Аннĕр килтех-и?» – ыйтрăмăр шăпăрлансенчен. «Мама – дура», – касса татрĕ пĕри. Унтан эпир килте кам та пулин пуррипе кăсăклантăмăр. Кĕçĕнни сăмах чĕнмерĕ, асли асламăшĕ пуррине пĕлтерчĕ. Кил хуçине шыраса пахчаналла тухрăмăр.

Евдокия Михайловна сăнĕпе те, кĕлеткипе те, вăр-варлăхĕпе те çамрăкран кая мар. Çутă та хитре сăн-питлĕ хĕрарăмăн ăш пиллĕхĕ тӳрех сисĕнчĕ. «Упăшка больницăна флюорографи тума кайрĕ. Хам пахчара аппаланатăп», – кăмăллăн калаçрĕ Евдокия Михайловна. Унпа пĕрле пӳрте кĕтĕмĕр. Кил хуçи больницăран таврăнма ĕлкĕрнĕ иккен: диван çинче выртакан Гена ют çынсене курсан майĕпен тăчĕ. Вăл самаях хĕрĕнкĕччĕ.

Пӳртре тĕрленĕ япаласене тӳрех асăрхарăмăр. Ку – Евдокия Михайловнăн чун киленĕçĕ. Муркаш районĕнче çуралса ӳснĕскер йĕппе çип алла тытма пĕчĕкренех хăнăхнă. Куславкка районне качча килсен те тĕрлес ăсталăха пăрахман. Вырăнти хуçалăхра вăй хунă чухне юратнă ĕçĕпе пушă вăхăтра тата каçсерен аппаланнă. Хĕрарăм алла тĕрĕ тытса çĕрĕпех ларни те пулнă.

Ылтăн алăллă та ырă кăмăллă хĕрарăмпа чипер калаçса ларнă вăхăтра кил хуçи пирĕн çине шанмасăртарах пăхрĕ. «Камсем эсир?» – ыйтрĕ вăл. Эпир хаçатран пулнине пĕлтернĕ хыççăн калаçу пĕр вăхăт чиперех сыпăнчĕ.

Амăшĕ ачисемпе мар

Сăмах çăмхи аслисен калаçăвне хăлхана чикмесĕр телевизор пăхакан арçын ачасен ашшĕ-амăшĕ çине куçрĕ. «Мама – дура», – терĕç. Ун пек калама кам вĕрентнĕ?» – кăсăклантăмăр асламăшĕпе аслашшĕнчен. «Хăйсемех», – ĕнентерчĕ Евдокия Михайловна.

Тăваттăри тата виççĕри арçын ачасен амăшĕ Алена Никифорова халĕ вĕсемпе пĕрле пурăнмасть. Вăл тĕрмере ларать. Амăшĕн правинчен хăтарман ăна. Педюсевсем каланă тăрăх, вăрă тата ултав ĕçĕпе айăпа кĕнĕскере ирĕкрен хăтарнă. «Темиçе çынна улталанă вăл. Таксистсене суйнă, телефон, компьютер вăрланă. Кредит илсен тӳлемен», – ăнлантарчĕç хунямăшĕпе хуняшшĕ. Хĕрарăма икĕ çуллăха хупнă.

Ачасем Аленăна судпа айăпличченех асламăшĕпе аслашшĕ патне лекнĕ. «Иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче илсе килчĕ те хăй çухалчĕ. Пĕчĕкскерсем каçса каясла ӳсĕ­ретчĕç, мĕн тумалла-ши тесе опекăпа попечительлĕх органĕпе çы­хăнтăм. Вĕсем медпулăшу ыйтма сĕнчĕç. Ачасене больницăна вырттарчĕç. «Ывăлусем патне кайса кил. Ӳсĕреççĕ», – терĕм кине. Икĕ эрне сипленнĕ хыççăн мăнукăмсене хам пата илсе килтĕм. Кин больницăна кайса курмарĕ. Ачасем пирĕн патра çулталăк пурăнчĕç. Амăшĕ ачисем пирки пачах манчĕ. Пирĕн ялта пĕрисем патĕнче хăналаннă вăл. Тĕпренчĕкĕсене курма кĕмерĕ», – каласа кăтартрĕ асламăшĕ.

Алена Никифорова Куславкка районĕнчи Çатрăкра 1984 çулта çуралнă. Темиçе çул каялла, çемье çавăриччен, вăл Çĕнĕ Шупашкарта пĕр арçынпа паллашнă. Пĕррехинче Алена яла 3-4 çулсенчи ачана çавăтса килнĕ. Ку — савнин тĕпренчĕкĕ-мĕн. Ăна вăл вăхăтлăха пурăнма илсе килнĕ. Анчах Алена пепке савнийĕн маррине пĕлмен. Ку — вăрланă ача. Çав арçын ют çынсен тĕпренчĕкне вăрласа шантаж тăвасшăн пулнă-мĕн. «Пĕчĕкскер пуян çемьере ӳснĕ ахăртнех. Аленăпа лавккана тăтăшах килетчĕç. Ачи тутлă çимĕç илсе пама йăлăнатчĕ. «Аçу килсен туянать», — тетчĕ Алена. Анчах ашшĕнчен малтан полицейскисем Çатрăка çитрĕç. Пĕр машинăпа та мар, иккĕпе. Аленăна ачи-качки лартса кайрĕç. Ăна ача вăрлас ĕçе хутшăннăшăн судпа айăпларĕç», — илтме тӳр килчĕ ялта.

«Кине киле кĕртместĕп»

«Ывăлăр Саша Алена тĕрмерен тухсан унпах пурăнасшăн-и?» – ыйтрăмăр Педюсевсенчен. «Эпĕ ăна кĕртместĕп», – касса татрĕ кил хуçи Гена.

Парăма кĕрсе пĕтнĕ Алена суд тенкелĕ çине лариччен хăйĕн тăван çуртне сутса янă. Тĕрмерен тухсан унăн пурăнмалли кĕтес те çук. «Ачасене кунта килсе янă чухне эпĕ çакна пĕлмен», – терĕ Евдокия Михайловна. Шăпăрлансене ашшĕ пăхать, аслашшĕпе асламăшĕ те пулăшаççĕ. Ялта садик çуккипе Евдокия Михайловна вĕсене шкул çулне çитменнисен ушкăнне илсе çӳрет.

Путсĕр амăшĕпе пурăннă чухне ачасен психики аманнă. Çакă пĕчĕкскерсем аслисене итлеменнинчен, кăшкăрнинчен те палăрнă. «Халĕ ачасем лайăх енне улшăнчĕç, лăпланчĕç», — палăртрĕ асламăшĕ.

Алена йĕплĕ пралук леш енчен хунямăшĕ патне шăнкăравланă, ывăлĕсем мĕнле пурăннипе кăсăкланнă. «Çулталăк кирлĕ пулмарĕç вĕсем сана, халĕ епле аса илтĕн тата? – тарăхнă хунямăшĕ. – Сашăна мĕншĕн хуптартăн?» Çапла ыйтсан Алена телефона тӳрех сӳнтернĕ.

Евдокия Михайловна пире чей ĕçме чĕнчĕ, çăкăр-тăвартан аслă пулас мар тесе сĕтел хушшине вырнаçрăмăр. Кăштахран кил хуçи Гена кухньăна персе çитрĕ. «Камсем эсир? Аферистсем мар-и?» – тепĕр хутчен ыйтрĕ вăл. Журналистсем пулнине маннă курăнать ӳсĕр арçын. Ĕçтешĕм удостоверени кăларчĕ. «Ун пеккине эп хам та ăсталаятăп. Паспорт кăтартăр!» – ĕненмерĕ кил хуçи. Ӳсĕр çынпа тавлашса тăмарăмăр — паспорт та кăтартрăмăр. Геннадий ăна тытсах пăхасшăнччĕ, анчах алла пама шиклентĕмĕр. Лешĕ куншăн урса кайрĕ, арăмĕпе хирĕçме тытăнчĕ.

Чей нихăçан курман мар, патак – шушкă мар тесе сĕтел хушшинчен йăпăр-япăр сиксе тăтăмăр. Евдокия аппа упăшкине лăплантарни пулăшмарĕ: арçыннăн çилли тулсах пычĕ. Эпĕ пушмака тăхăнма ĕлкĕртĕм-ха, ĕçтешĕм урама нуски вĕççĕнех чупса тухрĕ. Редакци машинине ларма ĕлкĕртĕмĕр кăна – хăма ярса тытнă Геннадий пирĕн еннелле вирхĕнчĕ. «Кантăка çĕмĕрет вĕт», – тесе водитель машинăна часрах хускатрĕ.

«Хăйне чĕпĕтсе кăвакартатчĕ»

Ачасен ашшĕ Александр та хăй вăхăтĕнче судпа айăпланнă: пĕрре те мар, виçĕ хутчен. Вăл йĕплĕ пралук леш енчен нумаях пулмасть тухнă, тӳрех вырăнти хуçалăха ĕçе вырнаçнă. Унăн патшалăха ĕçлесе татмалли сехетсем пур. Саша çĕрулми управĕнче вăй хурать.

Саша пытармарĕ: çамрăк чухне вăл шухă пулнă. «Колхозра моторсем çухалнă. Вăрлаканĕсем пĕрисем пулнă, явап тытаканни — Саша, мĕншĕн тесен вăл унта çынсем хыççăн кайса темле майпа çакланнă», — ывăлĕ суд сакки çине пĕрремĕш хутчен епле ларнине каласа кăтартрĕ Евдокия аппа. Ирĕке тухсан кăштах пурăнсан каччă çул çине ӳтне сутма тухнă «каçхи лĕпĕшпе» киленес шухăш тытнă. Хĕр Сашăна килĕштерни пирки калама тытăннă. Арçыннăн вара юрату шухăшĕ пулман: укçине тӳленĕ, хĕртен хăтăлмалла. Ăна вăл машинăран тĕксех кăларса янă. «Сумки тата телефонĕ салонра юлнă. Эпĕ çакна асăрхаман та», – ĕнентерчĕ Саша. «Каçхи лĕпĕш» йĕрке хуралçисене хăйне çаратни пирки пĕлтернĕ. Кун хыççăн Сашăна каллех юсанмалли колоние ăсатнă.

Виççĕмĕш хутĕнче вара арăмне пула ирĕкпе вăхăтлăха сывпуллашнă. Тӳрех икĕ статьяпа: хĕненĕшĕн тата асаплантарнăшăн. Сашăна колоние 1,8 çуллăха янă, анчах вăл унтан виçĕ уйăх маларах тухнă.

«Алена ялан эрех ĕçетчĕ. Ӳсĕрле киле таврăнма хăратчĕ, тӳрех йĕрке хуралçисем патне упăшка хĕнет тесе шăнкăравлатчĕ. «Пустуйран чĕнсен хăвна явап тыттаратпăр», – полицейскисем йăлăхса çитнĕрен çапла каланă Аленăна. Кайран вăл урăхла меслет шухăшласа кăларнă: хăйĕн кĕлеткине чĕпĕтсе кăвакартнă. Тутине шăлпа çыртса юнăхтарнă. Çакна эпĕ тунă тесе йĕрке хуралçисене ĕнентерчĕ. Ачисене килте пĕччен те хăваратчĕ. Хăй кунĕпе çухалса çӳретчĕ. Нимĕнле арçын та çак мăшкăла тӳсеймĕ. Эпĕ те хушăран çапкалаттăм. Анчах ӳчĕ кăвакариччен асаплантарман. «Санăн хăвăнах йĕрке хуралçисенчен хăпмалла ан пултăр», – усал сунтăм пĕррехинче. Халĕ ав ир те, каç та вĕсемпе», – каласа кăтартрĕ Саша.

Аленăна Саша шкулта вĕреннĕ чухнех палланă. Кайран клубра ташă каçĕнче куркаланă. Анчах каччă хăйĕнчен кĕçĕнрех хĕр çине çаврăнса та пăхман. Вĕсем 2011 çулта туслашнă, хĕрпе каччăлла çӳреме тытăннă. Ун чухне иккĕшĕ те судпа айăпланнăскерсем пулнă. «Малтан çырăнмасăр пурăнтăмăр. Кайран хут уйăрттартăмăр. Халĕ, пĕр енчен, куншăн савăнатăп: атту ачасене мана памастчĕç, ашшĕ пулнине ĕнентермешкĕн ДНК тума тиветчĕ», – терĕ çамрăклах такăннă арçын.

Саша малашнехи пурнăçĕ йĕркеленессе шанать. Пули-пулми хĕрарăмпа çыхланмасăр, эрехпе айкашмасăр тӳрĕ çулпа утасшăн вăл. Чи кирли — ывăлĕсем унпа пĕрле.

Вера ЭВЕРККИ.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.