Комментари хушас

26 Юпа, 2016

КУÇ КУРĂКĔН ШĔВЕКĔ

Куç курăкĕн /очанка/ экст­ракчĕ юн тымарĕсене хĕсет. Çавăнпа юн пусăмĕ пĕчĕк çынсен унпа сипленме юрамасть.

Çак ӳсен-тăранпа куç чирĕсенчен — катарактăран, глаукомăран, куç тĕрлĕ сăлтава пула хĕрелнинчен, шыçнинчен, куç çивĕчлĕхĕ чакнинчен — сипленме усă кураççĕ.

  •  Куç çывăха кайни /близорукость/ тата инçете кайни /дальнозоркость/ аталансах пырсан. 1 чей кашăкĕ типĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 3-4-шар апат кашăкĕ ĕçмелле. Çак шĕвекех кашни кун куçа 1-ер тумлам тумлатмалла тата унпа çĕрлене хирĕç куç çине 10-15 минута примочка хумалла.
  •  Глаукома чухне. 2 чей кашăкĕ типĕ куç курăкне тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сăрăхтармалла. Ăшă шĕвеке куçа кунне 2 хут 2-3-шер тумлам ямалла. Çавăн пекех шĕвеке кунне 3 хут апат умĕн 2-3-шер апат кашкĕ ĕçмелле. Çывăрма выртас умĕн унпа куç çине 1 сехете примочка хумалла.
  •  Конћюнктивит, урпа аптратсан. 2 стакан шыва 3 чей кашăкĕ типĕ куç курăкĕ ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Ăшă шĕвекпе куç çине кунне 2 хут примочка хумалла.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.