Комментари хушас

22 Юпа, 2016

74-ра кăна-ха...

"74 çула çитрĕм. Шутлă кунсем юлчĕç пуль", — пăшăрханса калаçать хăшĕ-пĕри. Унашкал шухăш çынна пушшех ватăлтарать. "74-ран кăна иртрĕм-ха. Малашне мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх кĕтет", — хама çапла хавхалантарма хăнăхнă. Йывăрлăха чăтса ирттермелле, ыррине шанмалла. Хуйхăрса пурăнма юрамасть. Ирхине хĕвел тухнăшăн та, чĕрĕ-сывă пулнăшăн та савăнма пĕлмелле.

Кая юлса асанне пултăм. Куç тулли икĕ мăнук пур манăн. Йĕкĕреш хĕрачапа арçын ача иккĕрен иртрĕç. Нумаях пулмасть кĕçĕн ывăл авланчĕ.

Больницăна анализ пама кăна каятăп. Чир-чĕртен халăх мелĕпе сипленессине йăлана кĕртнĕ. Сывлăха упрамалли, çирĕплетмелли çинчен нумай вулатăп. Тĕрĕссипе, пирĕн килте аптечка та çук. Пÿрне кассан çыпăçтарма лейкопластырь кăна тытатпăр.

Кашни ÿсĕмри çыннăн зарядка тумалла. Эпĕ килти спортзалта тĕрлĕ хусканупа кĕлеткене пиçĕхтеретĕп. Унсăр пуçне çĕр çинче нумай ĕçлетĕп, пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтеретĕп.

Республикăри хуласенче, районсенче спорт керменĕсем уçăлнине ырламалла. Çурт картишĕсенче те тренажерсем вырнаçтарчĕç. Халĕ спортпа туслашмашкăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмашкăн условисем лайăхлансах пыраççĕ.

Çемьере — лару-тăру тĕрлĕрен. Хăшĕсен, ахăртнех, укçи-тенки çитсе пымасть. Шăпах вĕсем валли тÿлевсĕр секци, кружок кирлĕ те. Çак ачасем пуласлăхра хăйсене кăтартма ăнтăлĕç.

Спорт вăйĕ — халăх йышĕнче. Хамăр тăрăхри тĕнче пĕрремĕш спортсменки пулнипе мăнаçланатăп. Ыттисене тĕслĕх кăтартма тăрăшмалла. Вара вăйлисем ун хыççăн туртăнĕç.

Ĕçлекен халăх пĕчĕк шалу илни шухăшлаттарать. Пуçлăхпа ахаль специалистăн ĕç укçине хушса вăтам шалу палăртаççĕ. Çав вăхăтрах çак укçана алла илекен сахал...

Майя КОСТИНА,

парашют спорчĕ енĕпе тĕнче

5 хут чемпионĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.