Комментари хушас

21 Юпа, 2016

Аслисен сăмахĕ витĕмлĕ

Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче кадет класĕ йĕркеленнĕренпе вăхăт нумай та иртмен-ха. Анчах 6-мĕш класс ачисем хăйсене лайăх енчен кăтартма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Константин Громов ветеран-пограничник ертсе пыракан ушкăн /14 ача/ кадет класĕсен тата çар-патриотизм пĕрлĕхĕсен Çĕмĕрле хулинче иртнĕ смотр-конкурсне хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Номинацисенче çĕнтерÿçĕсем пулма май килеймен пулин те республика шайĕнчи мероприятие пĕрремĕш хут хутшăнакан командăшăн ку кăтарту япăх мар.

Çамрăк кадетсене хавхалантарас тĕллевпе «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн хастарĕсем Чăваш Сурăм шкулне пырса çитрĕç. Анатолий Шорников, Сергей Андреев, Борис Степанов, Сергей Миронов ветеран-пограничниксем 6-мĕш класра Паттăрлăх урокĕ ирттерчĕç. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнакансем ачасене Николай Смирнов, Леонид Константинов, Николай Гаврилов Раççей Геройĕсем, Афганистанри вăрçă, чикĕ хуралĕнчи служба йывăрлăхĕсемпе хăйнеевĕрлĕхĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕлпулăва асра хăварма ветерансем кадетсене — А.Мясников калавĕсен пуххине, шкула «Пограничник» журнал парнелерĕç. «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» организацин правлени председателĕ Анатолий Шорников кадет класĕн ертÿçине Константин Громова «Чикĕри службăшăн» медальпе наградăларĕ.

Шкул ачисем хăнасем асăрхаттарса каланине — сывă пурнăç йĕркине хисеплĕр, спорта юратăр, тăрăшса вĕренĕр, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулăр тенине — нихăçан та асран кăларас çуккине çирĕплетрĕç.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.