Комментари хушас

21 Юпа, 2016

«Мерчен» хывнă çулпа

Шăмăршă районĕнчи Васанти «халăх» ята тивĕçнĕ таврапĕлÿ музейĕ çумĕнчи ачасен «Мерчен» фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе темиçе хут та киленме май килнĕ. Музей директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников пуçарăвĕпе 1990 çулта йĕркеленĕ ăна. «Мерченĕн» солисткин Светлана Яковлевăн уçă та шăнкăрав пек сасси уйрăмах тыткăнлатчĕ. Вырăнти халăх юррисене, такмак-шÿтсене Светлана никамран маттур янраттаратчĕ. Амăшĕ клубра ĕçленĕ май сцена çинчен анма пĕлмен вăл. Герман Николаевичăн ушкăнĕпе вара таçта та — Шупашкара, Чулхулана, Тюмене, Чĕмпĕре, Мускава, Курска — çитнĕ, ачасен пултарулăхĕн конкурсĕсемпе фестивалĕсенчен çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. «Мерчен» çитĕнĕвĕнче Светлана Яковлева солисткăн тÿпи те пĕчĕк мар.

Вунулттăрах ĕçе пуçăннă

Хĕрача çав вăхăтрах спортпа та питĕ туслă пулнă. Физкультура вĕрентекенĕ Виталий Смаев ăна шкул хыççăн физвоспитани енĕпе вĕренме кайма сĕннĕ. Анчах пултарулăх тĕнчин авăрне çакланнăскер урăхла йышăну тума пултарайман. Васан вăтам шкулĕн тăххăрмĕш класне пĕтерсен Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Кунта та тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Темиçе хут та лауреат пулнă. Ĕç биографине 16 çултах пуçланă: тăван районĕнчи Кивĕ Шăмăршăри халăх фольклор ансамблĕн пултарулăх ертÿçинче тăрăшнă, тĕп хулари 6-мĕш вăтам шкулти ачасене халăх юррисене юрлама вĕрентнĕ.

Алла диплом илсен Шăмăрша таврăннă: районти культура çуртне методиста вырнаçнă. Юрлама та чарăнман. Светлана Яковлева «Раççей сасси» конкурса хутшăнса тăван района лауреат пулса таврăннă. Шупашкарсем çак пулăма асăрхаман мар, 1997 çулта ăна Чăваш патшалăх филармонине чĕнсе илнĕ, «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕнче солисткăна йышăннă.

Çăлтăр çуннă каçсенче...

Светлана Яковлева /мăшăрĕн хушамачĕпе Смирнова/ ятне асăнсанах пуçа çак йĕркесем пырса кĕреççĕ:

Çăлтăр çуннă каçсенче

Хуп-хура сад пахчинче

Çулçă тăкнă йывăçсем

Хурланса юрланине

Тăтăм эпĕ итлесе

Пытанса пилеш хыçне.

Юрату сÿнмест тесе,

Юрату вилмест тесе

Хамăр лартнă чиесем

Шăратаççĕ юрăсем...

Станислав Толстов çырнă юрă Светлана пулăшнипе тахçанах халăхăн пулса кайнă ĕнтĕ. Çак йĕркесем артистка «Çавалпа» çитсе курнă темиçе регионта, тăван республикăн кашни кĕтесĕнче янăранă, ăна чылайăшĕ пăхмасăр пĕлет, мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те юрлама чарăнмасть.

Светлана Яковлева хăйĕн концерчĕсене те ирттерме пуçланă, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсемпе йăхташсем пысăк йышпа пурăнакан регионсене тухса çÿреме тытăннă, илемлĕ сассипе, тарăн, пуян шухăшлă халăх юррисемпе вĕсен чунне хускатнă. Самар, Свердловск, Тюмень, Ульяновск облаçĕсенчен, Питĕр, Мускав, Петропавловск-Камчатский хулисенчен, Тутарстанпа Пушкăртстанран кашнинчех дипломпа таврăннă. Чикĕ леш енче те — Германире, Турцире, Бельгире, Украинăра — итлесе киленнĕ чăваш, вырăс юррисене. Тăван кĕвĕ-çемме пропагандăланăшăн ентешĕмĕр 2001 çулта Чăваш Республикин çамрăксен Патшалăх премине тивĕçнĕ. Вăл Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе çулленех иртекен «Кĕмĕл сасă» конкурс-фестивалĕн çĕнтерÿçи те /1999/. Унăн юррисем Раççей юррисен «Ылтăн хитсем-2009» пуххине кĕнĕ.

Светлана хăй те юрăсем çырать. Халĕ унăн репертуарĕнче 300 ытла произведени. Ĕçленĕ вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.

— Филармонире ирттернĕ çулсем çăмăл пулмарĕç, — аса илет Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Яковлева. — Çемье çавăрнăччĕ, ачасем те çуралнăччĕ ĕнтĕ. Пурăнмалли кĕтес кирлĕ. Çав самантсене шута илсе ирĕклĕ ишеве тухас терĕм, çамрăксен «Салам» культура обществине йĕркелерĕм. Пилĕк çул ĕçлерĕм унта. Çав вăхăтра ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçлама пĕлÿ çителĕксĕррине туйрăм, патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм.

Çĕнĕ пĕлÿпе усă курас тени Светлана Михайловнăна виçĕ çул каялла Çĕрпÿри культурăпа библиотека аталанăвĕн районти центрне илсе çитернĕ.

Культура вучахĕ малашне те ялкăштăр

Пултарулăхне ялти сцена çинче туптанă çыншăн унта каялла таврăнма уйрăмах кăмăллă пулĕ. Çапах хальхинче Светлана ахаль артист пек мар, ертÿçĕ пулса килнĕ. Çитменнине, пĕр клубшăн кăна мар, районти 42 культура учрежденийĕпе 23 библиотекăшăн яваплă.

— Çĕрпÿ хутлăхĕнче 34 пин çын пурăнать, Çĕрпÿре — 14 пин. Çав халăха 140 çын культура мероприятийĕсемпе тивĕçтерет, — каласа парать Светлана Михайловна. — Хăшĕ юрлама-ташлама, тепри алă ĕçĕ тума ăста. Районти пултарулăх ушкăнĕсенчен саккăрăшĕ «халăх» ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ район центрĕнче вырнаçнă. Сăмахран, ветерансен «Чун юрлать» халăх хорĕ, «Савăнăç» халăх театрĕ, «Цивиляночка» вокал халăх ансамблĕ, ыттисем уйрăмах маттур ĕçлеççĕ. Манăн районти культура çурчĕ çумĕнчи хастарсенчен çаксен ячĕсене асăнас килет. Сăмахран, Виктория Захарова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Халĕ ачасемпе хăй çырнă мюзикла лартать. К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Григорий Федоров «Савăнăç» халăх театрне ертсе пырать. 300 яхăн юрă авторĕ Юрий Петухов /Кашкăр/ сасă операторĕ вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркелерĕ. Унсăр пуçне Залиф Биксалин юрăсене илемлетсе сцена çине кăларма пулăшать.

Çĕрпÿ хули Шупашкарăн «саппас аэродромĕ» пекех, мĕнле мероприятие хутшăнмалла — эпир çийĕнчех тухса каятпăр. Çавăн пекех республикăри культура мероприятийĕсен пĕрре тăваттăмĕш пайĕ кунта иртет. Культура ĕçченĕн кунне те кăçал республикипех Çĕрпÿре пуçтарăннă.

Светлана Михайловна режиссура енĕпе те палăрма пуçларĕ. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри халăхсен форумĕ иртнĕччĕ, ăна халалласа пĕр кун малтан Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче поэзипе ÿнер уявĕ пулчĕ. Чăваш Енре пĕрремĕш хут йĕркеленĕ кунашкал мероприяти авторĕ — шăпах вăл. Унсăр пуçне Пĕтĕм чăвашсен кăçалхи Акатуйĕн режиссерĕ те — Светлана Яковлевах.

Общество ĕçĕнче те хастар икĕ ача амăшĕ. Сăмах май, ывăлĕпе хĕрĕ те юрă тĕнчине çывăх, тĕп хулари 47-мĕш шкулта вĕренекенскерсем ачасен пултарулăх çуртĕнчи коллективсенче юрлаççĕ. Виçĕм çул вĕсем «Берлин çутисем» фестивале хутшăннă, Чăваш Ене çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Светлана Михайловна — Шăмăршăсен тĕп хулари ентешлĕхĕн ертÿçи. Шанса панă ĕçе яланах пурнăçланăран, тăван хутлăх ячĕпе сумĕшĕн ăнтăлнишĕн тыттарнă ĕнтĕ çав тилхепене.

Ял пурăнтăр тесен

Хăйĕнчен çирĕп ыйтнăран ыттисенче те яваплăха туйтарасшăн. Районти культура çурчĕн коллективĕ пĕр чăмăрта пулмаллине яланах асра тытса тăрать. Пултарулăхра е ытти ĕçре — пĕр чĕлхе тупса ĕçлессине тĕпе хурать. Акă кăçал çурт картишне тирпей-илем кĕртес, чечексемпе хитрелетес тĕлĕшпе уйрăмах хастар ĕçленĕ, ăнăçу та нумай кĕттермен: республика конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Культура отраслĕнче пурте йĕркеллĕ, чуна канăçсăрлантаракан ыйтусем çук тени суйни пулĕччĕ. Çамрăк, çав вăхăтрах опытлă ертÿçĕн те пайтах вĕсем. Сăмахран, ялти клубсемпе библиотекăсенче вăй хуракансен йышĕнче çамрăксем сахалли шухăшлаттарать. Вĕсен професси шайне çĕклес тĕлĕшпе республика халăх пултарулăх çурчĕ ĕçлесе çитерменнине туять. Чăн-чăн специалистсем çителĕксĕрри ĕçе кал-кал аталантарма чăрмантарать-çке.

— Паян культура тытăмĕнче вăтамран 45-50 çулсенчисем ĕçлеççĕ. Вĕсен пĕлĕвне ÿстерме вăхăтран-вăхăт семинар-канашлу, практика занятийĕсем ирттермеллех. Республика халăх пултарулăх çурчĕ енчен унашкал пулăшу çукрах. Тата акă мĕн: тухтăрсене ялта çирĕплетсе хăварас тĕлĕшпе патшалăх çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма 1-ер миллион тенкĕ парса хавхалантарать. Шанатăп: культура ĕçченĕсене те çапла хаклама пуçлĕç, мĕншĕн тесен культура вучахĕ сÿнсен ял пĕтет, — тет Светлана Михайловна. Чăваш кун-çулĕ, шăпи вара ялпа çыхăннă.

Надежда СМИРНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.