Комментари хушас

21 Юпа, 2016

Чурачăкпа Тукай – вăрман хăртса никĕсленĕ ялсем

Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Димитриев пĕр хушă Чăваш патшалăх университетĕнче Чăваш АССР историне вĕрентрĕ. Республикăри ялсем епле пуçланса кайни çинчен наука ĕçĕ çырма хатĕрленчĕ. Вăл ыйтнипе О.Ямщикова тата О.Уткина студенткăсем Комсомольски районĕнчи Тукай çыннисемпе тĕл пулнă, ял мĕнле пуçланса кайни çинчен легендăсем çырса илнĕ, профессор патне çитернĕ. Вăл чăваш ялĕсем пуçланса кайни çинчен кăларнă кĕнекине Тукайпа çыхăннă икĕ легенда кĕртнĕ. Пĕри, О.Ямщикова çырса илни, пирĕн ял тăрăхне Алмуш пăхаттир килсе хăй пытарнă ылтăнне шырани, ăна тупайманни, тупас ĕмĕтне çухатманни, яла пуçласа яни, тепри, О.Уткина çырса илни, Çĕрпÿ хулин таврашĕнчи чăвашсем çак вырăнти вăрмана кăкласа çĕнĕ çĕр уçни çинчен. «Иккĕмĕш легенди истори тĕлĕшĕнчен тĕрĕсрех», — пĕтĕмлетнĕ профессор.

Унпа килĕшмеллех. 1552 çулран пуçласа Атăлăн сылтăм çыранĕ енчи çĕр вырăссен аллине куçнă. Ăна Иван ĕмпÿ Хусан ханлăхне çĕмĕрсе тăкнă хыççăн туртса илнĕ. Кунта чăвашсем /хальхи Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Тăвай, Вăрмар районĕсем/ пурăннă.

Вырăспа пĕрлешнĕренпе çур ĕмĕр иртнĕ. Тутар пусмăрне чăтма тивнĕ чăвашсем кăкăр тулли сывласа янă. Вĕсен йышĕ ÿсме тытăннă. Анчах çĕр хушăнман, тырă туса илме çитмен. Ăçтан илмелле? Вăрман хăртса çунтармалла. Тунката куписем тырă акма питех чăрмантармаççĕ.

Йĕри-тавра — сĕм вăрман. Çынсене Сăр, Хĕр /Кире/, Кĕтне, Пăла юханшывĕсен тăрăхĕнчи хура вăрмансем хăратнă. Вăрман шиклентернинчен ытла выçлăх сехĕрлентернĕ. Çанталăк пăтраннă. Çырла пиçнĕ вăхăтра сивĕ тăнă. Тăм тивнĕ тыр-пул шăнса хăрнă.

XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче православи тĕнĕ çирĕп пулнă. Мускав патшине вырăна лартма Филарет патриархăн вунулттăри ывăлне Михаила çураçтараççĕ. Майĕпен пурнăç йĕркеленме пуçлать.

Хĕсĕк çĕрлĕ чăвашсем те тĕлĕрсе лармаççĕ. Çĕрпÿ хулин таврашĕнчи чăвашсем Каçал, Йĕпреç, Шăхасан, Шăхран /Канаш/ тăрăхĕнчи вăрмана хăртса-çунтарса тырă акаççĕ. XVII ĕмĕр вĕçĕнче Каçал, Сĕнтĕр, Эткер, Юнтапа, Шурут ялĕсем пулса каяççĕ.

Çĕрпÿрен 10-15 çухрăмра, кăнтăр енче, авалтанпах Чурачăк ялĕ çĕкленсе ларнă. ХХ ĕмĕрĕн 40-50 çулĕсенче вăл райцентр та пулса пăхнă. Унта чăвашсем тĕплениччен половец-кыпчак элчисем пурăннă. Чурачăк — X-XII ĕмĕрсенче никĕсленнĕ ял. Тутар-ногай пусмăрĕнчен хăтăлнăскерте XVI-XVIII ĕмĕрсенче чăвашсен йышĕ ÿснĕ. Акăнакан çĕр çеç хушăнман. Тырă сахал, выçлăх нушалантарнă. Çынсем вăрман хăртас шухăшпа хĕмленме пуçланă. Ăслă пуçлă чăвашсем кут айĕнчи вăрмана мар, вун-вун çухрăмри çын ури ярса пусманнине шыраса çул тытнă. Унта сукмаксăр пуçне çул пулман, юланутпа çÿреме çеç май килнĕ. Ахтупайсемпе Минупайсем, Акмăрсасемпе Минмăрсасем /чăвашсем хăйсен тĕнне ĕненсе пурăннă, ячĕсем чăвашла пулнă/ тиртен тунă миххисене апат-çимĕç тултарса лашасемпе çула тухнă, ик-виç талăкран Каçал тăрăхĕнчи хальхи Аслă Чурачăк тĕлĕнчи вăрманта чарăннă. Юман тата хурăн вăрманĕ кăмăла кайнă. Малтан капмар йывăçсен хуппине сÿсе хăртасси, типнĕ йывăçсене çунтарасси çÿçе вирелле тăратнă. Этем хăрать, çапах алли ĕç тăвать. Вунă çул ытла асапланаççĕ. Çĕрпÿртсенче пурăнаççĕ. Темиçе теçеттин вăрмана хăртса çунтараççĕ, акмалăх çĕр хатĕрлеççĕ.

Çĕрпÿ хутлăхĕнчи Чурачăк ялĕнчен 3-4 çухрăмра Аслă Тукаль /Большое Тугаево/ ялĕ пур. Ямаш /Первое Степаново/ ялĕ те унтах. Çĕрпÿ çывăхĕнчи Чурачăк çыннисем çак икĕ ялпа çирĕп çыхăну тытнă, уйрăмах яш-кĕрĕм пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, хĕр илесси йĕркеленнĕ. Аслă Тукальпе Ямаш çыннисен Чурачăкра вăртахсем /хăтасем/ йышланнă.

Вăрман тÿнтересси ватă çын ĕçĕ мар. Йывăçсен таврашĕнче вăйпитти каччăсемпе арçынсем шараçланнă. 1690 çулсем тĕлне кашни çемье валли 4-5 теçеттине яхăн çĕр хатĕрленĕ. Хăртни — юманлăхпа хурăнлăх. Пин-пин çул хушшинче пулăхланса çитнĕ çĕр çинче тырă ашкăрса çитĕннĕ. Ялне Чурачăк ятнех панă. Юнашарах Кĕçĕн Чурачăк тымар янă. Малтан пырса çитнисем ялне Аслă Чурачăк теме пуçланă. Ку вăхăтра Кĕтне хĕрринчи Каçалта 30 киле яхăн ларнă. Вырăс кнеçĕсем ногайсемпе кыпчаксенчен хăйсем хÿтĕленмен, çак эшкер Мускав çине тапăнасран сыхлама мишерсене илсе килнĕ. Çапла вара Урмаел тата Тукай Мишер ялĕсем пуçланса кайнă. Ялĕсем тулăх шывлă çырма çывăхĕнче вырнаçнă. Шывра хăнтăрсем пурăннă. Каярахпа шывне Хăнтăрла теме пуçланă /Кĕçĕн Каçал таврашĕнче Кĕтнене юхса кĕрет/.

Чурачăкпа пĕр вăхăтрах Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсем пуçланса каяççĕ. Вĕсем Вăрнар тăрăхĕнчен куçса килни паллă.

Тимĕрчкассисем ăвăспа çăкана, шĕшке хăртса çунтарнă. Çĕрĕ начар: йÿçек шайĕ пысăк, гумус сахал, çуркуннех салтак тÿми /ромашка/ шăтса тухать. “Луч” хуçалăх пуçлăхĕнче вун-вун çул ĕçленĕ Митрофан Герасимовпа Виталий Кузьмин пин-пин тонна минерал удобренийĕ, акшар çăнăхĕ, тислĕк хывтарса та тăпрана çĕнетеймерĕç.

Çĕнĕ Мăрат çĕрне те мухтамалла мар. Алексей Григорьевич Макаров агрономра ĕçленĕ чухне вăл майлашăнса кайнăччĕ-ха. Йÿçек тăпрана вăхăтра извеçлесе тăратчĕç, минерал удобренийĕ сапатчĕç, тислĕк нумай кăларатчĕç. Тырă кашни гектартан 40 центнер илни те пулнă.

Аслă Тукальпе Ямашран паянхи Тукай тăрăхне куçса килнĕ чăвашсен вăрман хăртса тунă çĕре тислĕк кăларас шухăш пулман. Ăна пысăклатсах пынă. Вĕсем кунта Чурачăкри вăртахĕсем чĕннипе килнĕ. Килнĕшĕн пĕртте ÿкĕнмен. Таврари варсем шывсăр пулин те вăрман варринчи пысăк та тарăн кÿлĕ илĕртнĕ. Кунта шултра кайăксем йышлăн ĕрченĕ. Вĕсене ухăран персе тытнă, пулă вăйлă кĕнĕ. Аслă Тукаль тата Ямаш çыннисем ялне Тукаль теме пуçланă. Вăл 1625 çулта никĕсленнĕ. Малтанхи вăхăтра 7-8 кил анчах пулнă.

Вăрмана хăртнă чухне Тукальсем Чурачăкри тăван-пĕтенĕ патĕнче пурăннă, кайран кÿлĕрен инçе мар çĕрпÿртсем тунă. Ик-виç çулран кунта арăмĕсемпе ачисене те куçарнă. Тукальпе Ямашсем хурăн хуппинчен тикĕт хатĕрленĕ. Урапа транспорчĕпе усă курнă. Тикĕт питĕ хаклă чĕртавар шутланнă. Типĕ хурăна /хуппине сÿнĕскер 2-3 çулран тар пек типнĕ/ çĕр айне хурса çунтарнă, çапла кăмрăк хатĕрленĕ. Таврари пасарсенче Тукальпе Ямаш тикĕчĕ, кăмрăкĕ ылтăн пек хаклă тăнă. Çавна май кÿлле Тикĕтле теме пуçланă.

Унăн таврашĕ пуян вырăн шутне кĕнĕ. Кунти вăрманта мулкач, пурăш, тилĕ, кашкăр, кăш /соболь/, пăсара, пакша, упа, хăнтăр, юс, ăтăр пурăннă. Вĕсене Тукальсем ухăсемпе, пысăк тапăсемпе, мăйкăчсемпе тытнă. Ăсана, пăчăра, карăка серепепе çаклатнă. Вăрманта упа, пăши нумай ĕрченĕ. Вĕсене тирĕшĕн, ашĕшĕн тытнă.

Юман хăвăлĕсенче хурт-хăмăр пыл пуçтарнă. Ăна илекенсен — хăйсен меслечĕ. Эпĕ, ХХ ĕмĕр çынни, хăвăлтан пыл кăларнине курнă. Хурт-хăмăра çакăн пек “çаратасси” ХХ ĕмĕрчченех пычĕ.

Тукальпе Ямашсен çĕр сарăлсах пынă. Анчах вун-вун теçеттинрен ытларах пулман. 45-50 çулсенчен иртнĕ арçынсем ун пек йывăр ĕçлеме пултарайман. Çĕнĕ вырăна куçса килсе кил-çурт çавăракансем çамрăксем пулнă.

Ялта урамсем тăсайман-ха. Çул кашни çемье хапхи патне выртнă. 30-40 кил пысăк ял шутланнă. 200-300 арçынпа хĕрарăм пурăннă. Килкартине тĕкмепе — юман çуркамĕсемпе — тытса çавăрнă. Картиш варринче 6-7 аршăнлă хура пÿрт ларнă. Кĕлет чыслă вырăн шутланнă. Пÿрт тавра лупас, вите, малти тата хыçалти хапхасем. Пахча енче — йĕтем. Урамсем тума тытăнсан çĕр /кил-çурт, йĕтем тумалли, пахчаçимĕç çитĕнтермелли/ пĕчĕкленнĕ. Ялта час-часах пушар тухнă. Унран сыхланас тесе Тукальпе Ямашсем хурăн, юман кашланă вырăнсене йăмра лартнă. Эпĕ астăвасса Тукайра йышлăччĕ, кашни кил тавра 6-7-рен кая пулман.

1750 çулсенче Тукайра 30-40 килрен ытла пулман. Çĕрпÿ таврашĕнчи Аслă Тукальпе Ямаш пекех Тукай малтан “Степаново тож” шутланнă, кайран Исевет /Елизавета/ патша вăхăтĕнче Тукай ята илнĕ, Сĕве /Свияжск/ уесне кĕнĕ, вырăнти влаç унта кайса куланай тÿленĕ.

Исевет патша вăхăтĕнче ялта пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. 1760 çулччен Тукай çыннисене Тикĕтле кÿллине чăмтарса тĕне кĕртнĕ, вырăсла ятсем панă. Тукайсене Киремет тĕнĕнчен пистересси 150 çула яхăн пынă. Шурут чиркĕвĕ уçăлнă-уçăлманах /1745 ç./ Тукая Шурут прихутне кĕртнĕ. Пикшик вулăсĕнчен /Патăрьел районĕ/ кăларнă хыççăн Тукай Мăрат вулăсĕнче шутланса тăнă. XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Мăрат вулăсĕн /Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уесĕ/ кантурĕнче пĕр чăваш та ĕçлемен, мĕншĕн тесен чăваш хушшинче хут пĕлекен пулман.

XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Тукай çине инкек хыççăн инкек тăкăннă. Тикĕтле кÿлли ăшăхланнă, 1790 çулсенче типсех ларнă. Тукайсем типĕ хурăнран кăмрăк, хурăн хуппинчен тикĕт юхтарма пăрахнă. Кÿлĕ хăйĕн çулне улăштарса Хирти Шăхасан ялĕ /Комсомольски районĕ/ çумĕнче тапса тухнă текен сас-хура сарăлнă. Чăн та, унта малтан кÿлĕ пулман. Пĕррехинче, çу варринче, темиçе теçеттин çĕр çинче тарăн кÿлĕ пулса тăнă.

Аслă Тукальпа Ямашра çын сахал пурăннă пулин те çивĕч чĕлхеллĕ этемсем пулман мар. “Вырăс тĕнне йышăннăшăн пире Киремет тарăхса кÿлле типĕтрĕ, шывсăр хăварчĕ”, — тенĕ. Кÿлĕ вырăнне Тикĕтле лаппи теме пуçланă. Унта курăк çулса утă хатĕрленĕ.

1840 çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнин удел кантурĕ ял планĕсене хатĕрлеме тытăннă. 20-30 çул хушшинче ялсен сăн-сăпачĕ пачах улшăннă. Урамсем пулса кайнă. Халĕ ĕнтĕ çуртсем юнашар ларнă. Çапла вара Мăраткасси, Выçликасси, Хĕреслĕ урам пулса кайнă. Тукайсем Чурачăк пасарне Хĕреслĕ урам витĕр тухнă.

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне Тукай çĕрĕ /тыр-пул акса çитĕнтермелли, пахчасем, утăлăх курăк çулмалли, йÿçек е тăварлă тăпра/ 700 теçеттин ытла пулнă. 1920 çулсенче те вăрман хăртнă. 1950 çулсенче пĕрлештернĕ Жданов ячĕллĕ колхоз тракторисчĕ Усал Иван /Вутлан çынни/ тимĕр кустăрмаллă тракторĕпе Мăрат масарĕпе Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ хушшинчи вун-вун гектар çĕр çинчи хăрăк тункатасене кăларчĕ. Çакă манăн куç умĕнче пулса иртрĕ.

Тукайра çын шучĕ чи йышлă тапхăрта та 800 çынран иртмен. Паян çĕр 800 гектар ытла шутланать. Хура тар сахал мар юхнă çак çĕр çине. Вырăнтан сикме те шутламан тункатан тухмаллах пулнă.

Тукай икĕ Чурачăк — Вăрманхĕр­ри тата Аслă Чурачăксен — хушшинче. Тукайпа Аслă Чурачăка питĕ тарăн тип çырма — Чурачăк шурри — уйăрать. Унтан пĕр çухрăм çурăра — усрав вăрман /300 гектар/. Влаç ăна саккаслăха кĕртнĕ — халăх йышăннă.

Чурачăк шурри — ишĕлсе пыракан çырма. Вăл кашни çул 30-40 метр ишĕлнĕ. Ишĕлчĕк çулĕ тÿп-тÿрĕ саккаслăха хывăннă.

1970 çулсенче “Заря” колхоз пуçлăхĕсен пуçне вăрмана касса çĕре сарас шухăш пырса кĕнĕ. 10-15 çын алă пусса республикăн Министрсен Советне çыру янă. Ăна тĕрĕслеме колхоза С.М.Ислюков ертсе пыракан комисси килнĕ, виçĕ кун ĕçленĕ. “Вăрмана касса çĕре сарма ирĕк памалла мар. Вăл ишĕлекен çырмана чарса лартакан пĕртен-пĕр чăрмав”, — çапла пĕтĕмлетнĕ комисси.

Тукай 2025 çулта хăйĕн 400 çулхи юбилейне мĕнле кĕтсе илĕ-ши? Ялта пурăнакан йыш чаксах пырать. Арча пек тăпăл-тăпăл çуртсем хупăнаççĕ, Тукай масарĕ çулсерен пысăкланать. 30-40 çула çитсе вилекен нумай. Ялăн шкул çук. Пуçламăш классем — Çĕнĕ Мăрат шкулĕн. Ĕçлеме вăй-хăват пур, ĕçсĕр тăма пултарайман çынсем йышлă. Шанчăк — вĕсенче. “Рассвет” ял хуçалăх предприятийĕ тухăçлă тыр-пул, çĕрулми туса илет, выльăх йышĕ чакман, пĕр утăм çĕр те усăсăр выртмасть.

Çакна шанса тăрар: Тукай пурлăхĕ çĕр айне пытарнă ылтăн мар, тахçан вăрман кашланă çĕр çинче туса илекен мул. Çак мул ылтăнпа танах.

Геннадий УТКИН,

таврапĕлÿçĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.