Комментари хушас

21 Юпа, 2016

Ăсчаха хисеплесе

"Ыр çын каять — ят юлать" тенĕ ваттисем ĕлĕкех. Чăннипех çапла. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 5-мĕш çурт стени çине ял хуçалăх хутлăхĕнчи паллă ăсчах, Раççей Федерацийĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн /халĕ – академи/ ректорĕнче вăй хунă Александр Кузнецов ячĕпе Асăну хăми çакнă май çак шухăш тÿрре тухрĕ.

Чаплă педагог çулталăк çурă каялла, 2015 çулхи нарăс уйăхĕнче, пирĕнтен уйрăлса кайнă. Ял хуçалăх специалисчĕсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçре вăл çур ĕмĕр ытла тăрăшнă. Институтра 1962 çулта ĕçлеме пуçланă. Агрономи факультечĕн деканĕ, вĕренÿ тата ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректор, ректор... — кирек хăш должноçра та яваплăха туйса, аслă шкула аталантарассишĕн чунне парса тăрăшнă.

Асăну хăмине уçма Александр Кузнецовăн тусĕсем, ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, тăванĕсем йышлăн пухăнчĕç. Паллă профессора, пултаруллă ертÿçе аса илсе унăн аграри тытăмĕнчи тÿпине хак пама ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Мансур Калмыков та килсе çитрĕ.

Академин хальхи ректорĕ Андрей Макушев, Асăну хăмине уçассине пуçаракансенчен пĕри, сумлă вĕрентекен вуз ертÿçи пулнă чухне хывса хăварнă ырă йăласем паян та сĕвĕрĕлменнине палăртрĕ. Унăн канашçи Александр Акимов, академин ветерансен канашĕн председателĕ Мария Смирнова А.Кузнецов хăйĕн ĕçне чунтан парăннă аграрник пулнине асаилÿсемпе çирĕплетрĕç.

Профессорăн мăшăрĕ Руфина Николаевна Александр Иванович пĕлÿшĕн çунакан аспирант, вĕренекенĕсене юратакан преподаватель кăна мар, лайăх мăшăр, ачисемшĕн ырă ашшĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ.

— Пĕррехинче, мăшăрăм аспирантурăра вĕреннĕ чухне, унсăр тунсăхланăран вăл студент çулĕсенче çырнисене вулама пикентĕм. «Манăн пуринчен лайăх пулас килет», — хăйĕнпе хăй чунне уçнă вăл пĕр çĕрте. Çак сăмахсене мăшăрăм тÿрре кăларчĕ тесе шухăшлатăп, — куççульне шăлнă май ăшшăн калаçрĕ Руфина Николаевна.

Паллă ентешĕмĕрĕн ырă ятне çакăнтан та уçăмлăрах палăртайăн-и?

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.