Комментари хушас

20 Юпа, 2016

Çуллахи автошинaна упрама

Велосипедăн, çăмăл машинăсен çуллахи ĕçĕ вĕçленсе пырать. Вĕсене çуркуннеччен тĕрĕс мĕнле упрамалла?

Автошинăна, велосипеда çуркуннеччен тĕрĕс-тĕкел упрасан тепĕр çул вăл каллех усă кӳрĕ, çĕнĕ туянса е юсаса тăккаланма тивмĕ.

Вĕсене +10... +25 градус ăшăра, тĕттĕмре упрама сĕнеççĕ. Нӳрĕк çĕрте, хĕвел ӳкекен вырăнта резинăн, тимĕр япаласен пахалăхĕ чакать.

Велосипеда хĕл каçма хатĕрлесе лайăх тасатмалла, кустăрма деталĕсене, сăнчăра ытти тутăх лекме пултаракан тĕлсене тасатнă хыççăн машин çăвĕ сĕрмелле. Ăна кантăк лартнă балконта е ăшă витене çакса хурса упрама юрать. Çӳп-çап, тусан ларасран кивĕ чӳрече карринчен е çиттирен виткĕç-чехол çĕлесе хупламалла. Велосипед упранакан вырăнта ытлашши нӳрĕк пулмалла мар.

Автошинăна та пĕлесе упрамалла. Шинăна дискпа пĕрлех илнĕ пулсассăн вĕсене пĕр-пĕрин çине купаласа хума юрать. Кустăрмари сывлăша çуррине яхăн пушатмалла.

Дисксăр сӳтнĕ шинăна пĕр-пĕрин çине купалама юрамасть. Вĕсене тăратса таянтармалла, уйăхра пĕрре кустăрмасене çавăркаламалла. Шинăна Œ10 градуса яхăн çĕрте, балконра е гаражра упрамалла. Вараланасран е ытти тĕллевпе полиэтилен хутаçа чикме е ан шутлăр. Полиэтилен тарланине пула çуркунне еннелле кустăрмасем ăшне шыв пухăнма пултарать. Шинăсене «сывлакан» материалпа витсен аванрах. Çавăн пекех бензин, тĕрлĕ хими япалисем лекессинчен те асăрханмалла. Вĕсем резинăна япăх витĕм кӳреççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.