Комментари хушас

20 Юпа, 2016

Кая юлсан...

20 çул каялла, колхоз-совхоз членĕсене пай çĕрĕсем уйăрса панă хыççăн, вĕсен аллине Чăваш Енре 550 пин гектар куçнă. Пĕрисем лаптăкра хĕрсех тырă, пахчаçимĕç çитĕнтерме пуçларĕç. Арендăна паракансем, сутакансем те пулчĕç. Анчах вăхăт иртнĕ май пай çĕрĕсене çумкурăк, йывăç-тĕм пусса илме пуçларĕ. Ял ватăлса пыни, çĕр çинче ĕçлеме техника çукки, вăй-хал çителĕксĕрри те систерчĕ курăнать. Хăшĕсем вăхăт иртнĕ май куçман пурлăхĕ çине алă сулчĕç темелле. Хуçасăр çĕрсене те пушă вырттараймăн. Вĕсен çĕклемĕ вырăнти ял тăрăхĕ çине тиенчĕ.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх - çĕр пайĕн правине регистрацилемесен е палăртнă йĕркепе харпăрлăха куçармасан вăл хуçасăр шутланать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ ăна суд урлă муниципалитет харпăрлăхне куçарать.

Хуçасăр лаптăксен шутĕнче вилнĕ граждансен çĕр пайĕсем уйрăмах нумай. Эткерçисем час-часах ашшĕ-амăшĕн пайне хăйсем çине документпа куçарма васкамаççĕ. «Ĕлкĕрĕпĕр-ха», - теççĕ курăнать. Чăн та, çĕрĕн ури çук, вăрласа-куçарса каяймăн. Анчах кая юлсан каю шăтать.

Марина Петровăна 1993 çулта эткерлĕхпе ашшĕн çĕр пайĕ куçнă. 2002 çулта - амăшĕн. Анчах хĕрарăм пай çĕрĕсене харпăрлăха куçарма васкаман. Вĕсен докуменчĕсене те йĕркелемен. Район сучĕ хуçасăр лаптăксене муниципалитет харпăрлăхĕ тесе йышăннă. Çакă Петровăшăн кĕтменлĕх пулнă. Суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр вăл ЧР Аслă судне çăхав çырнă. Анчах аслă тӳресем те вырăнтисен йышăнăвне вăйра хăварнă. Сăлтавĕ - çĕр пайĕн хуçисем - Петровăн ашшĕпе амăшĕ - пурăннă вăхăтра унпа усă курманни. Марина Петрова тата ытти эткерçĕ тавлашуллă çĕре хăйсем çине куçарассипе нимĕн те туман, вырăнтан та хускалман темелле.

- Пирĕн пай çĕрĕсене хуçасăр тесе йышăннине пĕлтермен, - хирĕçленĕ тӳресене хĕрарăм. Анчах Федерацин «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси» саккунпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕ кун пек лаптăксене хуçасăр тесе йышăннине эткерçисене пĕлтерме тивĕçлĕ мар. Вĕсен хушамачĕсене хаçат, сайт урлă пĕлтереççĕ. Виçĕ уйăхра асăрхаттарнине йышăнаççĕ. Хуçасăр пай çĕрĕсен списокĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕнче те паллашма пулать. Эткерçĕ çакна пĕлнех-тĕр, анчах ĕçе вăхăтра туманни, кая хăварни ăна çĕрсĕр хăварнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен муниципалитетсен харпăрлăхне 54 пин хуçасăр пай çĕрне куçарнă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем ку ыйтупа малалла ĕçлеççĕ. Документсем йĕркелемен, хуçасăр çĕрсене суд урлă харпăрлăха куçараççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.