Комментари хушас

20 Юпа, 2016

Ӳркенмен çын выçă лармасть

Вĕренсе тухнă специальноçпа ĕçлеме тӳр килменшĕн тепĕр чух пăшăрханать те пулĕ Марина Николаевна Кульмакова, анчах ыттисем умĕнче çакна палăртмасть. "Ун пек самант пулнах ĕнтĕ, халĕ ман чун выльăхпа йăпанать", — тет хĕрарăм. Вăл вара картиш туллиех: сăвакан ĕне, пушмак пăру, вăкăр, сысна, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп тата ытти те. Халĕ кулянса ларма вăхăт çук.

Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа хĕрĕ Шупашкарта медицина колледжĕнче вĕреннĕ. Çак тапхăртах çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр çулталăк хулара пурăннă. Арăмĕ диплом илсен Сергей Михайлович тăван ялне таврăнма шут тытнă. Марина Николаевна та унран юлман паллах.

Ялти пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕнче çамрăк специалист валли ĕç вырăнĕ тупăнман. Медицина учрежденийĕнчех юлтăр тесе ăна массажиста та вĕренме янă. Ятарлă курссене çӳресе хĕрарăм çак ăсталăха алла илнĕ. Анчах ку ĕçпе те вăрах хушă тăрăшма май килмен. Укçа тӳлесе массаж тутаракансен йышĕ чаксах пынă.

Хальхи вăхăтра Марина Николаевна ялти культура çуртĕнче тирпейлӳçĕре тăрăшать. Сергей мăшăрĕ пĕр тапхăр платникре çӳренĕ. Инçете çул тытасси кăмăла кайманран килте выльăх усраса пурнăçа саплаштарма тĕв тунă.

"Ӳркенмен çын нимĕншĕн те ӳкĕнмест, — палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ. — Ялта пурăнма та лайăх, хуларинчен пач та кая мар, шыв çурта кĕрет-тухать, çут çанталăк газĕ — ырлăх".

Кульмаковсемшĕн ялта тĕслĕх илмелли çемьесем те çук мар. Упăшкин тăванĕсем те 2-3 ĕне усраççĕ. Вĕсенчен юлас килменнине асăнать хĕрарăм. Ара, пĕр урамра тенĕнех пурăнаççĕ вĕт. Кăмăлпа, ăмăртмалла тăрăшсан ĕç те ăнать. Çамрăк чух тата пур çĕре те ĕлкĕретĕн.

Паян хушма хуçалăхра сăвакан виçĕ ĕне тытаççĕ, çитес çул вĕсен йышĕ тата ӳсмелле. Пушмак пăрусем ĕне шутне кĕмелле. Çапла майпа сăвакан выльăха 7-8 пуçа çитересшĕн. Пысăк шухăш-тĕллевпе пурăнать çемье.

Ялта тĕпленсен Кульмаковсем малтан витесем çĕнетме тытăннă. Ара, выльăхран услам илес тесен унсăрăн май çук. "Пысăк вите турăмăр, анчах пĕтĕм йыш валли пурпĕр хĕсĕкрех пек туйăнать. Çавăнпа халĕ хуралтăсене анлăлататпăр. Упăшка паян та тăвансемпе пĕрле витере тăрмашать", — тет Марина Николаевна.

Вăтăр икĕ çулти хĕрарăм — виçĕ ача амăшĕ. Асли — вун иккĕре, ун хыççăнхи — тăххăрта, кĕçĕнни — виççĕре. Ашшĕпе амăшĕ хĕрачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ.

— Пĕррехинче пахчана тислĕк тăкатпăр. "Çăкăр çиесси çакăнтан пуçланать. Укçа та çак купарах", — тет ашшĕ. "Ăçта вара укçи? Ниçта та курăнмасть-çке", — кăсăкланать хĕрĕм. "Ĕçлесе пăх-ха, вара укçа пулать", — ăнлантарать мăшăрăм.

Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан ялта выльăх шучĕ чакнă паллах. Çамрăксем ытларах хулана туртăнаççĕ, ватăсене ĕне усрама йывăр. Анчах Кульмаковсем пурăнакан урамра сахалран та 55 пуç ĕне. Озерная урамра хур-кăвакал усрама та аван-мĕн.

Йышлă выльăха тăрантарма çĕр лаптăкĕ пулăшать. Кăçал 5 гектар çинче тыр-пул ӳстернĕ. Курăка ялти усă курман пахчасенче çулса хатĕрленĕ, вĕсене Кульмаковсем арендăна илнĕ. Çитмен чухне выльăх апатне укçалла та туяннă. Техникăран хальлĕхе мотоблок кăна.

Çемье бюджетне сĕтрен, вăкăр сутнинчен кĕрекен тупăшăн ытларах пайĕ юлашки вăхăтра строительствăна хывăнать. Амăшĕн капиталĕпе Кульмаковсем кӳршĕри çурта туяннă.

Марина Николаевнăна ялта питĕ килĕшет. Выльăхпа йăпаннисĕр пуçне вăл юрлама-ташлама та ăста, Аслă Таяпари "Шанчăк" фольклор ушкăнне çӳрет. Ку çеç те мар. Çак вăхăтра канмалли кунсенче кӳршĕ района çĕрулми, кишĕр пуçтарма çӳрет. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ арканнă, çавăнпа кунти халăх ыттисене пулăшса укçа ĕçлесе илме тăрăшать. Кишĕр кăларнăшăн кунне 1,5 пин тенкĕ е ытларах та тӳлеççĕ. Ӳркенмен çын выçă лармасть, кĕсйине те укçа кĕрет.

Ирина ПАВЛОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.