Комментари хушас

19 Юпа, 2016

Вĕсем вичкĕн куç курманнине те асăрхаççĕ

Следователь-криминалистсем хăйсен служби çуралнă куна паллă тăваççĕ

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕ — следователь-криминалистсемшĕн паллă кун. Вĕсен службин историйĕ 62 çул каялла шăпах çак кун пуçланнă — ун чухне уголовлă ĕçсене тĕпчемелли полномочиллĕ прокуратура органĕсенче прокурор-криминалист должноçне туса хунă. 2007-2011 çулсенче прокуратурăна реформăланă тата уголовлă ĕçсене тĕпчемелли полномочисене право хуралĕн çĕнĕ органне — РФ Следстви комитетне — панă май прокурор-криминалистсен тытăмĕнчен следователь-криминалистсен службине туса хунă.

Çапах унăн тĕллевĕ улшăнман: уйрăмах кăткăс преступленисене тĕпчесси, ĕçре çĕнĕ йышши криминалистика техникипе усă курасси, следстви кадрĕсен професси шайне ÿстересси — çакна яланах тĕпе хунă.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев ĕç-хĕле сăнлакан статистикăпа паллаштарчĕ: кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енре çын вĕлернин 58 тĕслĕхне /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 83/ шута илнĕ, вĕсене уçса парасси çÿллĕ шайра — 95% ытла. Кăçал çын пурнăçне хирĕç тунă уйрăмах хăрушă преступленисен тепĕр тĕсĕшĕн — çын сывлăхне вилмеллех йывăр сиен кÿнĕшĕн /УК 111 статйин 4 пайĕ/ — айăплисене те пурне те тупса палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа çавнашкал 36 тĕслĕх пулнă.

Асăннă преступленисене тунисенчен нумайăшĕ «аллине хурса хăварман» — вĕсене шырама, кăткăс тĕпчевсем ирттерме тивнĕ. Ку енĕпе, Олег Геральдович палăртнă тăрăх, çĕнĕ йышши эксперт тĕпчевĕсен, криминалистикăн техника хатĕрĕсен пулăшăвĕ чăннипех питĕ пысăк.

Калăпăр, следствире паян психофизиологи тĕпчевĕпе /ПФИ — халăхра ăна «суя детекторĕ» теççĕ/ анлă усă кураççĕ. Унăн усси пысăккине тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Сăмахран, ПФИ пулăшнипе Çĕрпÿ районĕнче Молдовăн 29 çулти гражданинĕ 75 çулти хĕрарăма вĕлернине уçса пама май килнĕ. Çамрăк çын кинемей дачинче юсав ĕçĕсем пурнăçланă — хуçине ĕç пахалăхĕ тивĕçтерменнине кура иккĕшĕ урлă пулнă. Арçын хĕрарăма тискеррĕн хĕненĕ — вилмеллех. Кайран унăн ÿтне нÿхрепе пăрахнă, стройматериалсенчен юлнă михĕсемпе, тăпрапа хупланă. Вилле темиçе кунран кăна тупнă. Полиграфпа ирттернĕ тĕпчев çамрăк çын хĕрарăм вилĕмĕ пирки пĕлнине кăтартнă. Тата 20 ытла экспертиза ирттерсе, свидетельсен кăтартăвĕсене тĕпе хурса преступление çак çын тунине çирĕплетме май килнĕ. Суд ăна 10 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.

ПФИ ытти йышши, çав шутра коррупципе, должноçри çынсемпе çыхăннă преступленисене уçса пама та пулăшать. Тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ тата вырăнти шалти ĕçсен пайĕн уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕ пулнă çынсем тĕлĕшпе те унпа усă курса тĕпчевсем ирттернĕ — вĕсене взятка илнĕшĕн тата должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн айăпланă. Полиграф тĕпчевĕн кăтартăвĕсем çавăн пекех Шупашкарти Ленин районĕн миравай судйи Вячеслав Романов тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма сăлтав панă. Ку тĕслĕхре сăмах хулиганла сăлтавпа çын сывлăхне йывăр сиен кÿни пирки пырать. Списока тăсма пулать...

— Çакна палăртмалла: психофизиологи тĕпчевĕн кăтартăвĕсем следовательшĕн ытларах чухне ориентировка информацийĕ вырăнне кăна, — тет Олег Геральдович, — кайран çав информацие ытти ĕнентерÿпе çирĕплетеççĕ. Çав шутра — суд экспертизисен кăтартăвĕсемпе. Наука пĕр вырăнта тăмасть — çĕнĕ майсем çуралаççĕ, çапла вара пирĕн экспертсем паян генетика, одорологи /шăршă йĕрĕсен экспертизи/ тĕпчевĕсем, ытти тĕпчевсем палăртаççĕ. Следовательсемпе криминалистсем преступлени пулнă вырăнта çын куçне курăнман йĕрсене те тупаççĕ.

Преступленишĕн явап тыт­­тармалли принципа ти­вĕç­тересси — криминалистика службин сотрудникĕсемшĕн професси шайĕнчи кредо вырăнĕнче. Çавăнпах иртнĕ çулсенче пулнă преступленисене уçса парас тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлеççĕ — ку ĕçе следстви управленийĕн ертÿçисем те çирĕп сăнаса тăраççĕ. Следстви комитетне туса хунăранпа 2011-2016 çулсенче унччен пулнă 260 преступление уçса панă. Çав шутра — çын вĕлернĕ 13 тĕслĕх.

Юпа уйăхĕнче кăна Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ 34 çулти арçынна 2002 çулта таксиста вĕлернĕшĕн айăпласа 15 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварчĕ. 14 çул каялла çу уйăхĕнче вăл тата унăн икĕ тусĕ машина вăрлас шутпах такси чарнă. Хăйсене Патрис Лумумба урамне леçме ыйтнă. Унта вара çул укçи тÿлеме килĕшмен — водительпе хирĕçсе кайнă та çак арçын, ун чухне 20-ри каччă пулнăскер, ăна 27 хут çĕçĕпе тĕрлĕ çĕртен чикнĕ. Тусĕсем ĕç-пуç çапла çаврăнса тухасса кĕтмен — водителе вĕлересси пирки калаçса татăлман-çке. Машинăна вăрласа кайма тăнă, анчах шкул стени çине пырса тăрăннă та — вырăнтан пăрахса тарнă.

Йывăр çак преступление уçса парасси чăннипех вăраха кайнă. Вырăнта илнĕ пÿрне йĕрĕсем преступлени тума хутшăннă çамрăксенчен пĕрин пÿрне йĕрĕсемпе /унăн урăх сăлтавпа полицире дактилоскопи тума тивнĕ/ пĕр килнĕ те — пĕтĕмпех уçăмланнă. Дактилоскопи экспертизи ытти фигурантăн пÿрне йĕрĕсем те хайхи автомобильте тупнисемпе пĕр килнине çирĕплетнĕ. Нумай экспертиза, çав шутра полиграф тĕпчевĕ ирттерсе водителе вĕлерекенни кам пулнине те уçăмлатнă.

Следователь-криминалист арсеналĕ паян чăннипех пу­ян. Калăпăр, панорама 3D-фо­тоÿкерĕвĕ преступлени пулнă вăхăтри чăн ÿкерчĕке сăнлама — унта хăйнеевĕр «виртуаллă тур» йĕркелеме май парать. Е тата лазерлă визировани технологийĕ — шăпах çак мел Шупашкарта пневматика винтовкинчен персе ачана амантнă çынна тупма пулăшнă. Çак технологипе усă курса çын ăçтан пенине палăртнă та — хăйне те, винтовкăна та тупнă.

Пысăк технологиллĕ криминалистика техникин шутĕнче — газоанализатор, эксперт çутин çăлкуçĕ, цианакрилат камери... Пурте преступленин куçа курăнман йĕрĕсене тупма пулăшаççĕ. Цианакрилат камерипе ăнăçлă усă курнă тĕслĕхсенчен пĕри — Канашра 21 çулти хĕрарăмпа унăн 11 уйăхри хĕрне вĕлернĕ тĕслĕхе уçса пани. Хваттерти электрочейник çинче цианакрилат камери пулăшнипе куçа курăнман пÿрне йĕрĕсене тупнă. Вĕсем маларах та судпа айăпланнă 21 çулти çамрăкăн пулни палăрнă. ЧР Аслă сучĕ ăна 24 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Следователь-криминалист эксперт çутин çăлкуçĕпе усă курни çын çухалнă тĕслĕхпе пуçарнă уголовлă ĕçпе ăна вĕлернине çирĕплетме май панă. 37 çултискере куккăшĕ вĕлерни палăрнă. Вăл пурăнакан вырăнта тата унăн автомобилĕнче тупнă тумтир, машина ларкăчĕн виткĕчĕ çинче биологи сĕмĕллĕ вараланчăк вырăнсем тупнă — эксперт çути пулăшнипе. Çухалнă çыннăн! Çакăн хыççăн преступник текех тунса тăман, маларах пĕтĕмпех хирĕçленĕ пулин те преступлени тунине те йышăннă, вилле ăçта пытарнине те кăтартнă.

Следстви практикинче ытти оборудовани те пайтах: ультрафиолет çути, металл, вăрттăн видеокамерăсене тупма пулăшакан хатĕрсем тата ытти те — вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан криминалистсене преступленисене уçса пама чăннипех пысăк пулăшу кÿреççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.