Кукка мар, патшалăх туса панă шурă пÿртре
Чăваш Енре ачалăхпа амăшлăха хÿтĕлес, çемье ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Владимир Путин 2012 çулта ал пуснă указсем туллин пурнăçланаççĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Кăçал нумай ачаллă çемьесен йышĕ татах та ÿсрĕ. Вĕсене çĕр лаптăкĕпе, пилĕк е ытларах ачаллисене хулара та, ялта та пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Анчах хăш-пĕр чухне вырăнти чиновниксем ĕçлесе çитерейменнине пула çемьесем патшалăх пулăшăвĕпе усă кураймаççĕ.
Икĕ уйăхра ÿссе ларнă
Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри 5 ачаллă Арсентьевсем пĕчĕк те /38,9 тăваткал метр/ кивĕшнĕ çутра пурăннă. 2009 çулта вĕсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ял тăрăх администрацине черете тăнă. 2011 çулта вырăнти бюджета Арсентьевсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме укçа куçнă. Чăваш Сурăмĕнче пÿрт çĕклемешкĕн ирĕклĕ лаптăк çуккине кура пуçлăхсем тĕрлĕ мел сĕннĕ: 67 тăваткал метрлă çурта куçма та, Арсентьевсен хăйсен çĕрне вырăнти ял тăрăхне пама, унтан çĕннине хăпартма... Юрать-ха Çĕньялти /Чăваш Сурăмĕнчен 1 çухрăмра вырнаçнă. - Авт./ Емельяновсем хăйсен пушă выртакан çĕрне ял тăрăх администрацине сутма килĕшнĕ. Çапла майпа чÿк уйăхĕнче унта Арсентьевсем валли çурт çĕклеме тытăннă. Унăн уççине çав çулах раштавра хуçисене тыттарнă. Кĕске вăхăтрах 91,9 тăваткал метрлă çурта пур хăтлăлăхпа та тивĕçтернĕ, газ кĕртнĕ, пластик чÿречепе çĕнĕ йышши алăк лартнă, стенасене илемлĕ обой çыпăçтарнă... Канфет пек теççĕ-и-ха? Çавнашкалах пулса тухнă. Çурт тума 2,5 миллиона яхăн тăкакланă.
Халĕ мĕнле пурăнать-ха нумай ачаллă çемье? "Ял хĕрринчи пĕрремĕш çурт - вĕсен, симĕс черепицăпа витнĕскер", - ăнлантарчĕç Чăваш Сурăм ял администраци ĕçченĕсем. Марина Ивановна кĕçĕннипе, тăваттăри Арсенипе, килте ларать. Капмар та хăтлă çуртра арçын ачана велосипедпа ĕрĕхсе чупмалăх та вырăн пур, ахальтен мар хурçă тусне алăран вĕçертмест Арсений. Хальлĕхе кил-çурта сĕтел-пукан таврашне лартса çитереймен-ха, карта тытса çавăрма, хуралтă, сарай çĕклеме те пайтах вăй кирлĕ. Çавăнпах çемье 3 ĕне, 2 тына, ытти выльăх-чĕрлĕх хĕл каçарать, вĕсене Чăваш Сурăмĕнче усраççĕ. Ирхи пилĕк сехет çурăра сĕт пуçтарма килеççĕ-мĕн, унччен ĕне сума ĕлкĕрет кил ăшшин управçи. Вырăнти хуçалăх халĕ литршăн 21 тенкĕ тÿлет. Кăнтăрла та, каçпа та выльăх пăхма васкаççĕ арăмĕпе упăшки. Вĕсене ачисем те, 9-мĕш класа каякан Иринăпа 7-мĕшне çÿрекен Павел, пулăшаççĕ. Асли Галина Шупашкарта вĕренет.
"Çурт уççине алла илнĕ кунах çĕр каçма юлтăмăр эпир. Ачасем те: "Ниçта та каймастпăр, кунтах çывăратпăр", - терĕç. Пурте савăнчĕç, çакăн пек хăтлă çурт пирĕн пулнине ĕненес те килмерĕ: туалет та пÿртрех, ваннăй та пур. Кун пирки ĕмĕтленнĕ кăна эпир. Чăваш Сурăмĕнчен матрас илсе килтĕмĕр те урайĕнчех çĕр каçрăмăр. Хĕрĕм хăйĕн çуралнă кунне çĕнĕ çуртра паллă тума хăна пухасси пирки сăмах тапратрĕ. Йăла-йĕркене пăхăнса малтан çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттерме палăртрăмăр", - аса илчĕ Марина Арсентьева.
Тĕрĕсех ăнланнă-ши?
2011 çулта çĕнĕ саккун вăя кĕнĕччĕ кăна-ха, унпа усă курса Арсентьевсем те çĕр илме шухăшланăччĕ. Анчах ял тăрăх администрацийĕн ĕçченĕсем хĕрарăма тĕрĕс мар информаци панă: "Аслă ачи 18 çул тултарса çурт-йĕр условине лайăхлатма черетре тăракансене е пĕр ачи 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнисене çеç параççĕ", - тенĕ. Вырăнти тÿре-шара саккуна хăйсем те тĕплĕн ăнланса çитеймен, çынсене те арпаштарнă.
- Çĕр лаптăкĕ илме май килчĕ-и? - кăсăклантăм эпĕ.
- "Çĕр тивĕçмест" тесе ăнлантарнă хыççăн урăх йăлăнса çÿремен, ыйтма та аван мар пек... Патшалăх пÿрт лартса панăшăн та ăмсанакансем тупăнчĕç.
Çурта харпăрлăха куçартăмăр-ха, анчах 15 сотка çĕрĕн документне халĕ те алла илеймен. Ял тăрăх администраци пуçлăхĕ каланă тăрăх - сутни-илни çинчен калакан килĕшĕве мĕнле йĕркелемеллине районтисем пĕлмеççĕ, - ăнлантарчĕ Марина Арсентьева.
Вырăнти пуçлăхсемпе вĕçне-хĕрне тухса пĕтме май çуккине тĕпе хурса ЧР Пурлăх министерствипе çыхăнтăм, çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе патшалăх политикине пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен уйрăм ертÿçи Ирина Модина çапла ăнлантарчĕ: "Арсентьевсен, çурт лартса панине пăхмасăр, çĕр лаптăкĕ илме ирĕк пур, вĕсем унпа хушма хуçалăхра усă курма е дача çĕклеме пултараççĕ". 2014 çулхи пушăн 3-мĕшĕ тĕлне /саккун вăя кĕнĕренпе/ республикăра пурĕ 2191 нумай ачаллă çемьене çĕр лаптăкĕ тивĕçни çинчен калакан сертификат панă, вăл шутра Элĕк районĕнче пурĕ 8 çемье çеç патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе усă курнă. Республикипе танлаштарсан, ку - чи пĕчĕк кăтарту. Вырăнти халăха тÿре-шара ура хунипе çыхăнман-ши çакă? Иккĕленÿ ахальтен çуралмарĕ. Элĕк питĕ аякра вырнаçнă район мар-çке. Унта 17200-е яхăн çын пурăнать. Танлаштарма, Пăрачкав тăрăхĕнче нумай ачаллă 19 çемье ятарлă программăпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕ илнĕ, районта 14 пине яхăн çын пурăнни пирки палăртаççĕ.
Нумай ачаллисене те, тăлăхсене те
Канаш районĕнчи Пайкилт тăрăхĕ демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннă. Пурнăç лайăхланнине кăтартакан паллă вырăннех йышăнмалла-тăр çакна. Нумай ачаллисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси - вырăнти хăй тытăмлăх ертÿлĕхĕн чи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри. Вырăнти лару-тăрупа Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Григорьев паллаштарчĕ.
"Пирĕн ял тăрăхĕнче 6-шер ачаллисем - 3 çемье. Мăн Маминчи Ильинсене патшалăх ятарлă программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе 2009 çулта тивĕçтертĕмĕр. Çак тĕллеве пурнăçлама 3 миллион та 240 пин тенкĕ уйăрнăччĕ. 144 тăваткăл метрлă икĕ хутлă çурта çуркунне купалама тытăнчĕç те уççине çав çулах савăнăçлă лару-тăрура хуçисене тыттартăмăр", - каласа пачĕ Аркадий Трофимович. Тăрăн ялĕнчи Ивановсемпе Андреевсем валли те пÿрт лартма палăртнă. Ăна валли кăçал укçа пăхса хăварнă. Ивановсен лару-тăрăвĕ уйрăмах пăшăрхантарать пуçлăха. Ашшĕ-амăшĕн пысăках мар килĕнче йышлăскерсене тăвăр. Вĕсен 6 ачаллă çемйисĕр пуçне тăванĕсем те пĕрлех пурăнаççĕ-мĕн. Çавăнпа та ĕçе васкатасшăн пуçлăх.
Тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерекен программа пулăшнипе çак ялти Петровсен тăватă ачи валли те пÿрт лартнă. Интернатран тухнă хыççăнах, 2011 çулта, 33 тăваткăл метрлă хваттерĕн уççине Аленăна панă. Халĕ унта çамрăк хĕрарăм хăйĕн çемйипе тĕпленнĕ. Çурта мĕн пур хăтлăлăхпа тивĕçтернĕ. Ăшă шыв та кĕртнĕ, йĕри-тавралли 15 сотка çинче пахча çимĕç ÿсет. Путвал та чавса панă. Шăллĕпе йăмăкĕсем те - юнашарах. Пĕлтĕр Машăпа Алексей та хăйсен хваттерĕсене куçнă. Кĕçĕннине, техникумра ăс пухакан Иринăна та, кăçал çак телей çитĕ.
Ильинсем
Кĕçех Мăн Маминчи Ильинсемпе паллашрăмăр. Валентина Николаевăпа Юрий Васильевич 6 тĕпренчĕк çитĕнтереççĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн çултан-çул йыш хушăннă вĕсен. "Нумай ачаллă амăшĕ пуласси пирки тĕлленмен те малтанах. Çапах та нихăшĕн пирки те ăнсăртран çуралнă ача тесе калаймастăп, мĕншĕн тесен ăса çухатман, йăлтах упăшкапа тĕплĕн канашланă. Манăн шухăшăмпа, юратнă арçынран ача çуратасси - телей", - уçăмлатать Валентина.
Нумай ачаллă çемье пуçĕ пÿрт лартас ыйтупа район администрацине çитнĕ: çăмăллăхлă кредит пирки кăсăкланнă. Кунтан Юрий Васильевич çунат хушнăн таврăннă - пилĕк ачаллисене /вăл вăхăтра Ильинсен шăпах 5 пепке ÿснĕ/ патшалăх çурт лартса парать-çке! Куç умĕнчех ÿссе ларнă кермен. Капмарскерте пурин валли те вырăн çитĕ. Яланах чылай выльăх-чĕрлĕх усрама хăнăхнăскерсем сарай-вите тăвасси пирки те çине тăнă. Килти хушма хуçалăха аталантарас текенсене патшалăх пулăшу кÿрет - банкра çăмăллăхлă кредит илме май пур. Унпа усă курса Ильинсем стройка пуçарнă.
Ирхи шуçăмпа пĕрлех ура çине тăрать мăшăр. Ĕнене Валентина алăпах сăвать. Ачисем те ашшĕ-амăшне кура ÿрĕк. Кил-тĕрĕшри пур ĕçе те шанма пулать-мĕн вĕсене. 12-ри Саша выльăх-чĕрлĕх пăхать, 10-ри Галя тĕпелте хуçаланать... 9-ти Настьăн тивĕçĕ - пÿлĕмсенче тирпейлесси. Пĕрремĕш класс пĕтернĕ Андрей çумне те куршанак çыпçăннă. 5-ри Алешăпа 4-ри Владик садике çÿреççĕ.
Ачасене пăхма хунямăшĕпе хуняшшĕ, Александра Яковлевнăпа Василий Ильич, пулăшнă. Валентина халĕ ялти çĕвĕ цехĕнче закройщицăра тăрăшать. Юрий Васильевич электросеть тытăмĕнче - пай пуçлăхĕн çумĕ. Халĕ вĕсен умĕнче пысăк тĕллев - тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратасси.