Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Савăнăç парнелекен «Шуçăм»

Патăрьел районĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнне вăл 22 çул ертсе пырать. Ачаранах купăс калама юратнăран унсăр пĕр кун та пурăнаймасть. Хуйхă-суйха та, савăнăçа та унпа пайлать. Сăмахăм фольклор ушкăнĕн ертÿçи Валерий Васильевич Фролов пирки пырĕ.

Купăс калать, кăмака тăвать

Ашшĕ, Хуралкка Ваçукĕ, таврари пултаруллă купăсçă пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер унтан купăспа таврăннă. Унпа каярах чылай çынна савăнтарнине аса илет Валерий Васильевич. Хăй те çак ăсталăха ашшĕнчен вĕреннĕ. «Асанне ялан «Ылтăнăм та çук манăн, кĕмĕлĕм те çук» текен юрра шăрантаратчĕ. Кĕвĕ ман пуçра юлнă. Эпĕ ăна хамах купăспа калама вĕрентĕм. Ун чухне 5-6 çултаччĕ пулас. Каярахпа атте уявсене пĕрле чĕнетчĕ. Мăнкунра ĕрет ирттереççĕ-и е ытти праçник - эпĕ яланах вăл хушнине итлеттĕм. Пирĕн ратнере купăс калакан чылай пулнă. Вĕсем вылянине итлесе тăраттăм, киле çитсен ăна алла тытаттăм», - куç умне кăларать иртнине ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Çамрăкранах юрра-ташша ăстаскер халĕ те куракан умне хаваспах тухать. Унсăр пуçне вăл фольклор ушкăнĕн репертуарĕнчи чылай юрра-кĕвве çĕнĕрен чĕртсе тăратакан та. 15-20 çул каярах юрă пухма çăмăлрах, ун чухнехи ватăсем ку енĕпе чăн-чăн ăста пулнине палăртать арçын. Халĕ аслă ăру пурнăçран уйрăлса пыни, çамрăксем йăла-йĕркене пĕлменни ура хурать. Вăл хăй вăхăтĕнче ашшĕнчен те чылай юрă-кĕвĕ çырса илнĕ.

«Купăс каланипе хырăм тăранмасть», - теççĕ халăхра. Валерий Васильевич ытти ĕçе те чунран юратса пурнăçлать. Сăмахран, вăл ку таврашра кăмака ăсти те. «Сенкер çулăм» саманинче ăна тума саккас паракан та пур-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Пур. Халĕ çăкăр пĕçермелли пысăк кăмакасем тутараççĕ. Газ, свет хакланса пынăран ĕлĕкхи пурнăç каялла таврăнасси те куçкĕрет. Унсăр пуçне кăмакара пĕçернĕ çăкăр та, яшка та, ытти апат-çимĕç те сĕтеклĕ», - кăмăллăн калаçать ăста. Ку ĕçе вăл Тури Чакăри Владимир Фроловран вĕреннĕ. Çакăншăн ăна паянхи кунччен тав тăвать.

Вĕрентекен пур, вĕренекен çук

«Шуçăм» ансамбль 2000 çулта «халăх» ятне тивĕçнĕ. Кашни виçĕ çулта ăна çирĕплетсе пыраççĕ. 22 çул хушшинче артистсем ăçта кăна пулса курман-ши? Кама кăна савăнтарман-ши? Ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх - 14 региона çитсе килнĕ, тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çакна Хисеп хучĕсемпе парнесем çирĕплетеççĕ.

Тăван юрра-кĕвве, ташша чунран юратакан çын çÿрет ушкăна. Ял çыннине унта çÿреме вăй-хал, вăхăт, кăмăл кирлĕ. Ара, тепĕр чух килти выльăх-чĕрлĕхе, çемьене пăрахса концерт лартма каяс пулать. Хăшĕ-пĕри вара ансамбле çемйипех çÿрет. Ют региона çула тухас пулсан кил-çурта тăвана е кÿрше шанса хăвармалла. Çавăнпа та «Шуçăма» çÿрекен кашни çынна тав тăвать ертÿçĕ. Вĕсем пулмасан фольклор ушкăнĕ те саланать.

22 çул хушшинче ансамбль витĕр 94 çын тухнă. Хăшне-пĕрне ятран асăнсан та çылăх пулмĕ: Валентина Фролова, Евдокияпа Арсентий Ивановсем, Василиса Михалукова, Вера Петухова, Вера Дикина, Ольга Лыскова, Роза Кондратьева, Роза Ильина, Валентина Чуммина. Хальхи вăхăтра ушкăна 10-12 çын çÿрет.

Халăх ăс-пурлăхĕ çамрăка кăсăклантарманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Пире купăс калама е юрлама вĕрент-ха текен яшсемпе хĕрсем çук халĕ, - малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. - 90-мĕш çулсенче купăсçăсен кружокне йĕркелерĕм. Малтанах 18 ача çÿретчĕ унта, каярахпа 4-5-ĕн юлчĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине пĕтерчĕ. Паян çакнашкал çамрăксем çук. Вĕсен урăх интерес».

Валерий Васильевич «Арапуç каччисем» ансамбле те ертсе пырать. Унта - 8-10 купăсçă. Ялта вĕсем чылай пулни савăнтарать ăна. Ара, хăш-пĕр тăрăхра ку чухне купăсçă мар, купăс та шыраса тупаймастăн. Халĕ ăна музейсенче çеç тĕл пулатăн. Ку енĕпе Аслă Арапуçсене мухтас килет манăн. «Вĕрентекен пур чух вĕренсе юл» текен каларăша ăша хывса пурăнмалла пек, анчах пурнăçра урăхла ÿкерчĕк хуçаланать: вĕрентекенĕ пур, вĕренекенĕ çук.

«Шуçăм» йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине асра юлмалла палăртнă Аслă Арапуçсем. Вĕсене саламлама хăнасем тĕрлĕ тăрăхран килнĕ. Малашне те вăл тăван юрă-кĕвĕпе халăха савăнтартăр, иксĕлми вăй-халĕ çăлкуç евĕр тапса тăтăр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.