Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Ирина Музыкантова Мускава кайĕ

Ирина Музыкантова юрăç качча кайнă-им? Пултаруллăскерĕн мăшăрĕ çĕршывăн тĕп хулинчен теççĕ. Нивушлĕ Ирина Мускава тухса кайĕ?
Елена КЛЕМЕНТЬЕВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Ирина Музыкантова тÿпери çутă çăлтăр пекех ялкăшать. Пултарулăх çыннисен çемйинче çуралнăскер ашшĕ-амăшне хывнă. Ашшĕ Анатолий Музыкантов – РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ташăçă, балетмейстер. 1980 çултанпа «Сувар» ташă ансамбльне ертсе пырать. Амăшĕ Валентина Музыкантова – Чăваш халăх артистки, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет.

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ирина Музыкантова качча кайнă. Унăн упăшки Петр – Мускав арĕ. Çамрăксем соцсеть урлă паллашнă. Петрăн пиччĕшĕ те, сăмах май, чăваш пикине суйланă: вăл Альбина Юрату сăвăçăн хĕрне качча илнĕ.

Иринăн мăшăрĕ шоу-бизнеспа та, культурăпа та çыхăнман. Çапах пĕрпеклĕх пур вĕсен. Юрăç каланă тăрăх, кăмăлĕ пĕрешкел. Петр чăвашла пĕлмест пулин те Иринăн пултарулăхне хаклать.

Мăшăр туя Мускавра ирттернĕ. Ирина пĕлтернĕ тăрăх, пысăк йыш пухман, кĕрекере çывăх çыннисемпе савăннă. Çывăх вăхăтра Ирина мăшăрĕ патне Мускава пурăнма куçĕ. Унта вăл хăйĕн пултарулăхне аталантарма май тупасса шанать. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулинче Ирина Музыкантова «Кĕрхи тĕлпулу» ятпа концерт лартасшăн.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.