Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Чĕринче вырăн пур

Евгений Кузнецов юрăçа клипра хĕрпе куртăм. Соцсетьре «Тăван радио» ĕçченĕ Ольга Элиме сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă: Евгений эфира саккаспа пĕçернĕ торт йăтса пынă... Ольга, мĕн, унăн савни-им?
Вика МАКСИМОВА.
Çĕрпÿ районĕ.

Евгений Кузнецовăн чĕринче хĕрсем валли вырăн пуррипе çуккине пĕлес тĕллевпе унпа çыхăнтăм. «Концерта ертсе пыракансене хампа «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ хусахĕ» тесе паллаштарма ыйтатăп», – Евгений шÿтлеме кăмăллани тÿрех сисĕнчĕ. «Кăмăла каякан хĕр пур та пулĕ, – шахвăртарах çавăрттарчĕ вăл. – Анчах качча илме суйлани хальлĕхе çук».

Евгений пĕр клипра Настя ятлă пикепе ÿкерĕннĕ. Савни пурри пирки çакăн хыççăн сас-хура тухнă пуль тесе шухăшлать юрăç. Анчах çав хĕр юлташ кăна-мĕн.

Чăнах та, юрăç «Тăван радиора» «Ирхи салам» ертсе пыракан Ольга Элиме патне торт йăтса кайнă. Çав сăнÿкерчĕке каччă «Контактра» соцсетьри хăйĕн страницине вырнаçтарнă. «Оля качча кайман, эпĕ авланман, çавăнпа сăмах тухнă пуль», – терĕ Женя. «Хĕрсене чечек парнелеме юрататăп. Ун валли сăлтав кирлĕ мар. Çывăх пĕлекен хĕре 25 кĕлчечек илсе пама пултаратăп», – хушса хучĕ вăл. Евгений ĕнентернĕ тăрăх, унăн чĕринче пĕртен-пĕр пике валли вырăн пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.