ӲСЛĔКЕ ÇĔНТЕРЕТПĔР
Шăнса пăсăлсан ÿслĕк пуçланмасăр пулмасть. Чарăнми ÿслĕк уйрăмах çĕрле аптратать, йĕркеллĕ çывăрма та памасть. Ăна çĕнтерме тухтăр çырса панă сиплевпе пĕрле халăх медицинин рецепчĕсемпе усă курни пулăшĕ.
Груша
Хытă ÿсĕрсен, температура ÿссен. Вĕтетнĕ типĕ 1 стакан грушăна çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçермелле. Савăта ăшă чĕркесе тăватă сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Финик
Типĕ ÿслĕкрен. 10 финика çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче çур сехет пĕçермелле. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвеке вĕрилле темиçе сăтăрккăпа пĕр кунра ĕçсе ямалла.
Е 6-7 типĕ финика 1 стакан сĕте ярса пĕçермелле. Çĕрлене хирĕç ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Иçĕм
Вăйлă ÿслĕк аптратсан. Тÿпелесе тултарнă 1 апат кашăкĕ иçĕме кăшт хупламалăх сивĕ шыв ямалла. 45 минутран шывне тăкмалла. Иçĕмне каçхине çывăрма выртас умĕн сĕтпе сыпса çимелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Какао çупа
Бронхитăн пуçламăш тапхăрĕнче. 200 грамм çемçетнĕ услам çăва, 300 грамм пыла, 200 грамм сахăра тата 100 грамм какао порошокне хутăштармалла. Шыв мунчине лартмалла, пăтратсах тăрса лайăх ăшăтмалла, вĕреме кĕртмелле мар. Холодильникре упрамалла. 1 апат кашăкĕ хутăша 1 стакан вĕри сĕте ярса кунне 3-4 хут /юлашкинчен çĕрлене хирĕç/ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Çăмарта
Типĕ ÿслĕкрен, манкана çемçетсе кăларма. 2-шер апат кашăкĕ пыла, шурă эрехе, çăмарта саррине хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.