Валерий АЛЕКСЕЕВ, журналист: “Чăвашсен пĕрремĕш киноактрисине манăçа кăлармалла мар”
/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.
«1925 çул пуçланнă тĕле литература тата искусство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Çутĕç пайĕ «Атăлçи пăлхавçисем» сценарине çирĕплетрĕ, — аса илнĕ Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн /М.Антонов çырса илнинчен/. — Анчах фильм ÿкерме вăй çитерейменрен «Севзапкино» /халĕ «Ленфильм»/ дирекцийĕнчен пулăшу ыйтнă. Киностуди килĕшнĕ, сценарине сÿтсе явма автора чĕнсе илнĕ. Мĕн кăна кĕртсе яман-ши унта! Пĕр фильмрах аваллăхран пуçласа чăваш халăх пурнăçне пур енчен те кăтартасшăн пулнă. Эпир ун чухне киноискусство мĕн иккенне ăнланман-ха. Студи ертÿçисем сценарие вуласа тухрĕç те: «Тем те чыхса тултарнă, кĕскетĕр», — терĕç. Хăшне кĕскетмелле? Авторшăн мĕн çырни йăлтах хаклă. Çапах та ĕçе пуçăнтăмăр, май килнĕ таран кĕскетрĕмĕр. Анчах студире каллех хушаççĕ: «Кĕскетĕр». Каллех çĕр çывăрмасăр çыру сĕтелĕ хушшинче ларатăп. Сценарин виççĕмĕш вариантне илсе кайнă чухне шанăçа çухатнăччĕ. Хальхинче вара тиркемерĕç. Тĕрĕссипе, сценарине кайран та лайăхлатрĕç, хальхинче П.Петров-Бытов режиссерпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Аваллăх пайне йăлтах туртса пăрахрĕç, 1906 çулхи Ĕсмел пăлхавĕсемпе çыхăннă ĕç-пуçа кăна хăварчĕç. Фильма «Атăлçи пăлхавçисем» ятпа кăларчĕç…”
Тани Юн /ку вăхăт тĕлне вăл Татьяна Май псевдонимпа çÿреме пăрахнă/ пĕрремĕш чăваш фильмĕнче Элиме рольне, хăйне валли ятарласа çырнăскере, вылясшăн пулнă. Анчах студи директорĕ тата режиссер ăна пăлхав вăхăтĕнче пĕчĕк ачине çухатнă амăшĕн рольне кăна панă.
Картинăсене мĕнле ÿкереççĕ, экрана кĕменни тата мĕн юлать? Ленинград актерĕсем вылянине ÿкернĕ чухне Тани Юн кинокамера патĕнчен кайман. Вăл Элиме сăнарне калăплакан Т.Годлевскаяна пулăшса пынă, мĕншĕн тесен вырăс актриси, чăваш наци йăли-йĕркине пĕлменрен, ăста выляйман. Пĕррехинче юланутсене ÿкернĕ чухне Тани Юн циркри пек джигитовка туса кăтартса ÿкерекен ушкăна та, çынсене те тĕлĕнтернĕ.
Картинăна Чăваш автономийĕн кунĕ умĕн, 1926 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, пĕрремĕш хут кăтартнă. Вăл чăн-чăн уяв пулса тăнă. ВЦИК Президиумĕ йышăну кăларнă: «Чăвашкино» студи йĕркелес ыйтăва пăхса тухас».
«Сарпике» фильмра /1927/ Тани Юна тĕп роль шанса панă. Хальхинче вăл хăй пултарулăхне туллин уçса пама пултарнă. Картина ăнăçлăхĕ студин укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхĕсене пĕтерме, кивçенсене парса татма, «Хура юпа» картина ÿкермелĕх вăй пухма пулăшнă.
Тани Юн — халĕ çăлтăр, ăна Уркка рольне панă. Авантюрăллă сюжет, тĕп сăнарăн илĕртÿлĕхĕ хăйĕн ĕçне тунă — чăваш фильмĕсем çĕршыв чикки урлă каçнă. Картинăри кадрсене тата тĕп сăнарăн сăнÿкерчĕкĕсене ют патшалăхсенче тухса тăнă киножурналсенче те пичетлеме пуçланă. Халăх пурнăçне лайăх пĕлни, туйăмлă пулни режиссер ĕçне чылай енчен çăмăллатнă.
1928 çулта экрансем çине чăваш кинематографисчĕсен тепĕр фильмĕ — «Апайка» — тухнă. Ăна Хусанта ÿкернĕ, мĕншĕн тесен фильмри ĕç-пуç «шуррисем» ярса илнĕ хулара пулса иртнĕ. Тĕп рольсенче чăвашсем те вылянă. Таиç сăнарне Тани Юн ăнăçлă калăпланă. Хаçат-журналта фильм Америка вестернĕ пекех пулса тухнă тесе палăртнă. Авантюрăллă сюжет /пиччĕшĕпе йăмăкĕ тăшмансем пулса тăнă/, пăшалтан пени, тарни, юланутсемпе хăвалани куракана тыткăнласа тăнă. Картинăна çĕршыври чи лайăх кинотеатрсенче кăтартнă, унăн Мускаври премьери тĕлне Д.Покрасс композитор кĕвĕ çырса хатĕрленĕ, ăна вăл ертсе пыракан оркестр каласа кăтартнă.
Çакăн хыççăн йывăрлăхсем сиксе тухнă. Каярахпа совет режиссерĕсем вун-вун çул хушши хăйхаклăх мĕн иккенне пĕлмен. Анчах чăваш кинематографисчĕсен лайăх шутламалла пулнă: «Тупăш, тупăш, унсăрăн пĕтетпĕр». Пултарулăх ушкăнĕн членĕсене ĕç çук чухне те тÿленĕ, çакна пăрахăçлама тивнĕ. Режиссер çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме хăйĕнчен тата арăмĕнчен пуçланă. Пĕр витĕмлĕ тĕслĕх: ача çуралнă хыççăн Кошкинскисем Шупашкарта çурт туяннă. Анчах ăна фильм ÿкернĕ чухнехи тăкаксене саплаштарма сутса яма тивнĕ.
1931 çулта чăваш кинематографисчĕсем «Востоккино» тытăмĕнче «Киремет кати» юлашки фильм ÿкернĕ. Тани Юн ку картинăра колхоз председателĕн рольне вылянă.
1932 çулта Тани Юн тата Максимов-Кошкинский чăваш театрне таврăннă.
1932-1937 çулсем актрисăшăн питĕ тухăçлă пулнă. Вăл Сонька /«Аристократы», Н.Погодин/, Глафира /«Волки и овцы», А.Островский/, Наталья /«Васса Железнова», М.Горький/, Людмила /«После бала», Н.Погодин/, Лида /«Платон Кречет», А.Корнейчук/, Анисса /«Анисса», А.Кăлкан/ ролĕсемпе сцена çине тухнă. Критика вăл калăпланă сăнарсем ăнăçлă пулнине палăртнă.
«Иртнĕ кунсем-çулсем» асаилÿсен кĕнекинче репресси çулĕсем çинчен пĕр йĕрке те çук. «Аса илес килменнисем» сыпăка чылай çул иртсен «Хыпар» хаçатра /1993. Нарăсăн 2-мĕшĕ/ пичетлесе кăларнă. Упăшкине буржуаллă националист тесе арестленĕ хыççăн Тани Юнăн театртан «хăйĕн ирĕкĕпе» тухса кайма тивнĕ.
«…Тăватă уйăх тĕрмере ирттертĕм, çак хушăра пĕрре те допроса чĕнмерĕç. Халь-халь ирĕке кăлараççĕ тесе кĕтсе пурăнтăм. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче коридора чĕнсе кăларчĕç.
— Алă пусăр, сире сакăр çула хупмалла турĕç, — хĕпĕртесе пĕлтерчĕ тĕрме пуçлăхĕн пулăшуçи.
Тайкаланса камерăна таврăнтăм. Пĕрле ларакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕн каламалла? Алла çĕклесе сакăр пÿрне кăтартрăм…»
Икĕ çултан приговора пăрахăçласа И.С.Максимов-Кошкинские тата Тани Юна ирĕке кăларнă. Анчах вĕсем театра суд урлă çеç таврăнма пултарнă.
Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче пултарулăх пирки ĕмĕтленмелли кăна юлнă. И.С.Максимов-Кошкинский /театр никĕслевçи!/ чылай вăхăт ĕçсĕр ларнă. Кĕтмен çĕртен — М.С.Донской режиссер ăна «Алмазы» сасăллă фильмра роль выляма сĕннĕ. Унпа пĕрле Мускава Тани Юн та куçса кайнă. Пĕр тапхăр вăл Горький ячĕллĕ киностудире режиссер ассистентĕнче ĕçленĕ.
1963 çулта Тани Юна тата И.С.Максимов-Кошкинские пысăк инкек пырса çапнă — вĕсен пĕртен-пĕр хĕрĕ Изида машинăпа çапăнса вилнĕ. «Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ, — кулянса çырнă вăл. — Мĕнех тăвайăн — пурăнмалла! Мăнуксене ÿстермелле! Çырмалла!..»
Актрисăн пурнăçĕнчи юлашки кунсем пысăк тата пĕчĕк савăнăçсемпе тулнă. Мăнукĕ Андрей Б.Щукин ячĕллĕ театр училищи пĕтернĕ хыççăн киноактер пулса тăнă. Кĕнекесем пĕрин хыççăн тепри тухнă. Вăл А.Островский, Т.Драйзер, Л.Кассиль, М.Поляковский, И.Попов, Н.Шундик, Т.Семушкин тата ыттисен произведенийĕсене чăвашла куçарнă, чăваш халăх юррисене вырăсла пичетлесе кăларнă. И.С.Максимов-Кошкинскипе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕре хушнипе», «Тĕрлемес таврашĕнче», “Аптранă кăвакал кутăн чăмнă” пьесăсем çырнă, вĕсене сцена çине кăларнă. 1957 çулта Тани Юна СССР Писательсен союзне илнĕ.
Актриса 1977 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн вăл икĕ çул пурăннă, ăна Шупашкарта пытарнă.