Комментари хушас

7 Юпа, 2016

Тăван çĕр сĕткенĕ

Ангелина Павловская чăваш литературинче çĕнĕ ят теме çук. Унăн хайлавĕсем «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ. 2011 çулта вулакансем патне унăн «Саланнă кĕлте» пĕрремĕш кĕнеки çитрĕ те тÿрех чи нумай вуланакан произведенисен шутне кĕчĕ. Унтан «Сапаскар хĕрĕ» /2012/, халĕ ак «Вĕрене шывĕ те пылак» хайлаври ĕç-пуçа вĕçлекен виççĕмĕш кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕç. Малтанхи икĕ кăларăмĕ 2013, 2014 çулсенче пичетленнĕччĕ.

— Ангелина Ивановна, çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче сирĕн «Вĕрене шывĕ те пылак» романăн виççĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна черетлĕ кĕнеке е хайлав вĕçĕ тесе хакламалла?

— Ку кĕнеке — «Вĕрене шывĕ те пылак» романăн вĕçĕ. Пĕрремĕш кĕнекере ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш ялĕн пурнăçне сăнланă, иккĕмĕшĕнче — Чăваш çĕршывĕнче колхозсем йĕркеленнĕ тапхăра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене. Виççĕмĕш кĕнекери ĕç-пуç вăрçă хыççăн пуçланса 2015 çулччен пырать. Самана питĕ хăвăрт улшăннине, унпа пĕрлех çынсен кăмăл-туйăмĕ те ылмашăннине кăтартма тăрăшрăм.

— Романăн тĕп шухăшĕ мĕнре?

— Телейлĕ пуласлăха шанни, самана çуталса килнине курни темле йывăрлăха та çĕнтерме пултаракан вăй пулса тăрать. Йÿçкассинчи ĕç-пуç пĕтĕм чăваш ялĕн пурнăçне уçса парать кунта. Виççĕмĕш кĕнекере те Аннăпа Çемен пурнăçĕ тĕпре.

— Хайлав кульминацийĕ пирки те сирĕн шухăшăра пĕлес килет.

— Хайлавăн кульминацийĕ кĕнекен 4-мĕш страницинченех пуçланать. Ывăл çуратсан Аннăна медсестра ют ача парса ярать. Çак таранчченех Çеменпе Анна урăх çын ачине пăхса ÿстереççĕ. Çичĕ çултан, çырăвне илнĕ хыççăн, тăван ывăлне Асамата Аннăн килне илсе килеççĕ, анчах ялта ун çинчен ытлашши сăмах каламаççĕ, тăвансен ывăлĕ теççĕ ун пирки. Анчах Асамат чăннипе Çемен ачи те мар иккен. Çакăнтан аталанса каять те виççĕмĕш кĕнекери сюжет.

— Кĕнеке ячĕн вăрттăнлăхне те уçса парсамăр. Мĕншĕн «Вĕрене шывĕ те пылак»?

— Вĕрене шывĕ кунта — тăван çĕр, Чăваш çĕрĕн сĕткенĕ. Тăван çĕр сĕткенне тăван халăхăн ĕçмелле, чăваш çĕрĕ çинче чăвашăн хуçа пулмалла. Çак шухăш манăн кашни кĕнекере палăрать.

— Çитес вăхăтра пире мĕнпе савăнтаратăр?

— Халĕ çĕнĕ повеç çыратăп, «Караслă пыл» ятлă пулĕ вăл.

— Кам е мĕн хавхалантарать сире кăсăклă произведенисем çырма?

— Сирĕн ыйтăва çапларах хуравлам: мана вăй-хал параканĕ, хайлавсем çырма хавхалантараканĕ — тăван çĕр, тăван ял. Тата Сапаскар ялĕ те яланах ман асра.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.