Пĕтĕм пурнăç театр тавра йĕркеленсе пырать
Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов кăçал 65 çул тултарчĕ, тăван театрĕнче — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче — ĕçлеме пуçланăранпа шăпах 45 çул çитрĕ. Илем, чун храмĕн алăкне уçнăранпа çитес çул çур ĕмĕр пулать. Çакăн чухлĕ вăхăт вăл куракан умне тухнă, çĕр ытла сăнарпа ăна ырра вĕрентнĕ. Хăшне-пĕрне аса илер-ха: Юнтиер /«Шуйттан чури», Ухсай Яккăвĕ/, Якку /«Сансăр пурнăç çук», Н.Терентьев/, Энеткей /«Урасмет», Б.Чиндыков/, Иван Коломийцев /«Юлашкисем», М.Горький/, Войницкий /«Ваня кукка», А.Чехов/, Чебутыкин /«Пĕр тăван виçĕ хĕр», А.Чехов/, Фирс /«Чие сачĕ», А.Чехов/, Çĕр турри /«Йерма», Г.Лорка/, Айтар /«Пирĕн пурнăç çавнашкал», П.Осипов/, Дикой /«Аслати», А.Островский/, Лоренцо пиччĕшĕ /«Ромеопа Джульетта», Лир патша «Лир патша», У.Шекспир/, Николай Петрович /«Ашшĕсемпе ачисем», И.Тургенев/, Çемен /«Пирĕн пурнăç çавнашкал», Е.Еллиев/, Кÿршĕ /«Ирпе автан авăтсан», М.Ладо/, ыттисем те.
Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнчи Павловсен ултă ачи те юрă-кĕвĕ тĕнчине çывăх пулнă. Çак туртăм амăшĕнчен куçнă. Питĕ хитре юрланă вăл. Василий вара ÿнер ăсталăхĕпе те палăрнă, 10-мĕш класа çитичченех художник пулас ĕмĕтпе пурăннă. Апла каччăн ĕмĕтне мĕн улăштарма пултарнă-ха? Ун çинчен паллă артистпа хăйĕнпе калаçрăмăр.
— Артистсем çине мĕн пĕчĕкренех ăмсанса пăхнă эпĕ, вĕсем темшĕн пирĕнтен уйрăлса тăнăн, урăх тĕнчерен килнĕскерсем пек туйăнатчĕç. Аннем, Тăвай районĕнчи Пуянкасси хĕрĕ, ялан юрлатчĕ. Юрламан чухне шăхăрса кĕвĕ кăларатчĕ. Унăн йăмăкĕ Саратов консерваторине те вĕренме кĕнĕ, анчах вăрçа пула вĕренĕве малалла тăсайман. Фаина аппам — ЧР тава тивĕçлĕ артистки — музыкăпа драма театрĕнче, Чăваш патшалăх телерадио хорĕнче, каярахпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ĕçлерĕ, янкăр уçă сасăллăччĕ, шел, кăçал вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Коля пиччем те Оперăпа балет театрĕн хорĕнче юрлать. Валера пиччем аккордеон калать. Шăллăм та чаплă артист пулма пултарнă, анчах вăл çемьере кĕçĕнниччĕ те — атте килĕн вучахне сÿнме памарĕ. Шел, вăл та кăçал пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ, — çапла пуçларĕ калаçăва Василий Иванович.
— Артист çулне суйласа илесси мĕнпе çыхăннă-ши?
— Маншăн кĕтменлĕх пулчĕ çакă. Фаина аппа патне Шупашкара килнĕччĕ. Ман валли шăлавар туянас тесе ача-пăча универмагне кайнăччĕ. Лавкка умĕнче Ачасемпе çамрăксен театрĕн директорĕпе Иван Ксенофонтовпа тĕл пулни шăпана татса пачĕ. Вăл хистенипе Пукане театрне çул тытрăм. Ку 1967 çулхи юпа уйăхĕнче пулчĕ. Çакă маншăн, ял ачишĕн, юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Коля пичче те çак театртах ĕçлетчĕ. Эпир иксĕмĕр кунти 5-мĕш пÿлĕмрех пурăнаттăмăр, фойере çывăраттăмăр. Канмалли кунсене те театртах ирттернĕ.
Темиçе уйăхран Питĕрти театр, музыка, кинематографи институтне вĕренме каймашкăн сĕнчĕç, виçĕ тапхăр витĕр те тухнăччĕ. Анчах вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестат çук-çке. Кайран, паллах, каçхи шкул пĕтертĕм, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Халĕ, çулсем иртнĕ хыççăн, çапла шухăшлатăп: Питĕре театр институтне кайманни, тен, усăллă та пулнă: унтан хатĕр артистсем килеççĕ, эпĕ вара паян кун та вĕренетĕп, яланах шыравра, сцена ĕçĕн вăрттăнлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтаратăп. Çук, пĕр çулталăк рабочи те пулнă эпĕ. Çĕпĕрте тоннель те чавнă.
— Унта тата мĕнле лекнĕ?
— Валера пичче Çĕпĕртен отпуска килчĕ. Çав вăхăт тĕлне Пукане театрĕнче виçĕ çул ĕçленĕччĕ ĕнтĕ. Пĕрле хăнана илсе кайрĕ. Юлтăм. Ку ĕç те кăсăклăччĕ: хăрах алăпа ятарлă çакăран тытăнса тăратăн, тепринпе пысăк мăлатукпа çĕре кисретсе çапатăн. Чăн-чăн арçын ĕçĕ. Çулталăкран Пукане театрне таврăнтăм.
1971 çулта Çамрăксен театрне ĕçлеме чĕнчĕç. Леонид Родионовăн «Çамрăклăх çеçкере» спектаклĕ кунти пĕрремĕш ĕç пулчĕ.
— Пĕр коллективра — 45 çул. Йăлăхтармарĕ-и?
— Нимĕн чухлĕ те. Юратнă ĕç нихăçан та йăлăхтармасть. Йывăрлăхсене пăхăнман, вĕсем вара пайтах пулнă. Пурăнмалли вырăн та çукчĕ, авланнă, ача çуралнă, арăм — ялта, эпĕ — хулара. Каярахпа общежитире пĕр пĕчĕк пÿлĕм парсан тин çемьене хулана илсе килме пултартăм, унпа пĕрле арăмăн амăшне те. Ача пăхма. Тĕрĕссипе, хунямасăр пĕрре те пурăнман. Кайран шăллăмăн ачисем килчĕç, халĕ кĕрÿпе пĕрле. Çакă мана пĕрре те чăрмантарман. Хăтлăха мар, ĕçе пĕрремĕш вырăна хунă.
Ахальтен каламастăп çак сăмахсене. 1977 çулта, хамăн çуралнă кун, атте вилчĕ. Тепĕр кун — премьера. Кăнтăрлаччен атте тупăкĕ умĕнче лартăм, килсе спектакль вылярăм та унтан ăна юлашки çула ăсатма васкарăм. Кăçал аппа çĕре кĕчĕ, ывăлĕпе пĕр кунра сарăмсăр вилчĕç. Вĕсене пытарнă кун кăнтăрлаччен ĕçлерĕм, унтан пытарма кайрăм. Çу уйăхĕнче шăллăма юлашки çула ăсатрăм, тепĕр кун ĕçе тухрăм. Эпĕ çакă патриотлăх тесе каласшăн мар, ун пек тумалла та мар пулĕ, анчах коллектива чăрмантарас мар тени, ĕç яланах пĕрремĕш вырăнта тăни çапла тума хистет. Малашне те çаплах пулĕ.
Ĕçтешсем те питĕ пулăшнă мана. Ывăлăм Саша салтак службине Нальчик хулине лекрĕ, çур çултан ăна Чечняна çапăçăва илсе кĕнĕ. Аслă ăрури артистсем ун çинчен кулленех ыйтса пĕлетчĕç, лăплантаратчĕç, çырăвĕсене пĕрле вулаттăмăр, макăраттăмăр. Пирĕн коллектив ыттисенчен урăхларах, кунта пĕр çын та ют мар, кашнине чунпа туйса тăратпăр. Театр укçа ĕçлесе илмелли вырăн мар, кунта чун-чĕре хавалĕпе кăна пуйма май пур. Çавăнпа хамăн тăван коллективра ĕçлеме тивни — пысăк савăнăç, телей.
Çыннисем улшăнсах тăраççĕ. Аслă ăрурисем — Клавдия Степанова, Елизаветăпа Илья Шайдуковсем, Валентина Акальская, Раиса Федорова... Вĕсем хăйсен йышне илсе вĕрентсе пынă. Хамăр та ÿркенмен. Паян та вĕренсе пыратăп.
— Сирĕн спектакльсемпе темиçе ăру ÿссе çитĕннĕ. Хăш вăхăтри кураканшăн ĕçлеме çăмăл пекчĕ?
— Нихăçан та çăмăл пулман. Шай пирки калас тăк — çулсем иртнĕçемĕн яваплăха туясси тата та ÿсет. Çапла пултăр тесе çирĕп чикке пăхăнса пурăннă. Халăх умне тухасси — пурнăçри чи пысăк уяв. Унран пысăкки çук. Килте-и, ачусемпе пĕрле-и — чĕрен пĕр кĕтесĕнче ĕç çинчен аса илтерекен туйăм пурах. Ĕçе пуçтарăнса кайма чăрмантаракан нимĕнле сăлтав та пулма пултараймасть.
— Хăвăра вара хăш режиссерпа хăтлă туйнă?
— Нихăшĕнпе те çăмăл пулман. Кашниех хăйнеевĕрлĕ. Çав тери пысăк тав Алексей Васильева. Вăл вĕрентсе пынипе малалла утнă. Эпĕ çав тери вăтанаттăм тата хăраттăм. Репетици умĕн Алексей Григорьевич калаçу ирттеретчĕ: аталанас тесен мĕн вуламаллине пĕлтеретчĕ, çав сăмахсене ман ятпа каланăн туяттăм, чунпа йышăнаттăм. Çавăнпа асăннă çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшаттăм.
Вячеслав Оринов пачах урăхла режиссер. Унпа ытларах ĕçлеме тиврĕ. Вăл мана шанатчĕ, эпĕ ăна ĕненеттĕм. Спектакльсене аса илес тĕк — шутласа пĕтерме çук. Çак тапхăр — манăн ылтăн вăхăт. Вĕрентекенпе режиссер кăна мар, юлташ та пулса тăчĕ.
Станислав Васильев урăхла стильпе ĕçлет. Ăнланман самантсем те пулнă. «Лир патша» спектакле лартни аса килчĕ-ха. Эпĕ çак произведение тĕлĕнмелле юрататăп. Станислав Анатольевичăн трактовки ман чуна çывăх марччĕ, çавăнпа ĕçлеме йывăр пулчĕ. Спектакле критиксем хаклаччăр, унти ĕç-пуç килĕшмесен те, Лир патша рольне питĕ кăмăллатăп.
Иосиф Дмитриевпа та малтанах çăмăл пулмарĕ. Мĕн ыйтнине, шухăшĕсене ăнлансан çав тери кăмăллă, хăтлă ĕçлеме пуçларăмăр. Пурне те пысăк тав. Темиçе режиссерпа ĕçлени артиста уçăлса пыма пулăшать.
— Сăнарсем, сăнарсем... Хăшĕсем çывăх сире?
— Пурте. Тепĕр чухне сăнар калăпăшĕпе пысăк та мар, анчах тĕп роль вылянăн туйтарать. А.Чеховăн «Чие сачĕ» спектаклĕнчи Фирспа çапла пулса тухнăччĕ. Роль пысăкки сăмах нумаййинчен килмест. Сăнарĕ мĕнле «пиçсе» тухать — çакă пĕлтерĕшлĕ.
Темĕнле роль те пулнă: чуна выртманни те, ăнланса çитерейменни те /уçса парайманни тесен тĕрĕсрех-ши?/. Çавăн пек чухне спектакль хыççăн хама айăплăн туятăп. Лир патшана вылянă чух та пулнă ку.
«Ехрем хуçа» спектакльти тĕп сăнар питĕ килĕшет мана, анчах тем каласа çитерейменнине туяттăм. Премьера хыççăн фуршета юлмарăм, вĕсене юратмастăп, спектакль туйăмĕсемпех пулас килчĕ. Кухньăна кĕрсе лартăм та тăраниччен макăртăм.
— Мĕншĕн?
— Хăв каласа çитерейменни те, сцена çинче чунна ирĕке ярайманни те хистерĕ пулĕ. «Кая юлнă юрату» спектакльте вара партнершăпа Венера Пайгильдинăпа тăраничченех макăратпăр, чĕрере пуçтарăнни веçех тухса каять. Кун хыççăн питĕ ирĕклĕ туятăп хама.
— Сăнарсем пурнăçра кирлĕ пулнă-и, пулăшнă-и?
— Манăн рольсем — манăн вĕрентекенсем. Чăнах та çавăн пекех, мĕншĕн тесен вĕсем тăрăх хăв сисмесĕрех пĕтĕмлетÿсем тăватăн. Çавсем пулăшса кăна мар, асăрхаттарса та тăраççĕ.
— Çамрăксен театрĕн малашлăхĕ сирĕнтен килнĕ тĕк чи малтан мĕн тунă пулăттăр?
— Çурт лартса панă пулăттăм. Ĕмĕтĕм çав тери пысăк: унта музей та тăвас килет, хĕллехи сад та, шăпăрлансем валли ятарлă пÿлĕм те...
Ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлекен театр юмах тĕнчине çывăх пулмалла. Пирĕн ĕç — çитĕнекен ăрăва воспитани парасси, патшалăха юрăхлă çынсем ÿстересси. Çавăнпа Çамрăксен театрĕн ыйтăвĕсене шута хуманни çав тери пăшăрхантарать. Апла пулин те коллектив тăрăшать: кăçал кăна Крымри йăхташсем патне кайса килтĕмĕр, тинтерех Наци театрĕсен фестивальне ирттертĕмĕр. Ĕçлес кăмăл пысăк, анчах чăрмавсем те пĕчĕк мар.
— Эсир общество ĕçченĕ те — профком председателĕ, тĕрлĕ конкурсăн жюри членĕ. Ĕçре чăрмантармасть-и çакă?
— Мана килĕшет. Çакă театра, ĕçе юратнипе пулса пыракан ĕç. Эпĕ мар тăк — кам? Вăхăт нихăçан та çитмест. Апла пулин те коллективпа пĕр-пĕр курава е пăр çине ярăнма тухса кĕни тĕлĕнмелле савăнăç кÿрет, кăмăла çĕклет, йыша пĕр чăмăра пуçтарать.
— Куракана, вулакана мĕн сунас килет?
— Театра çÿренĕшĕн тав сăмахĕ каласшăн. Çыхăну нихăçан та ан татăлтăр. Ман вĕсенчен каçару та ыйтас килет, мĕншĕн тесен эпир, артистсем, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерейместпĕр, пур çĕре те çитсе килейместпĕр. Унччен, май пур чухне, спектакльсен вăхăтĕнче театр умĕнче 10-15 автобус тăни те пулнă. Халĕ вĕсене те, пире те çăмăл мар, çапах шанăçа çухатмастпăр.
Ачасем телевизор, компьютер умĕнче ларни пăшăрхантарать. Театр — чĕрĕ хутшăну. Çакă çитмест çитĕнекен ăрăва. Вĕсем спектакль пăхма килсен хăйсене мĕнле тытнине сăнама тăрăшатăп.
Çакăн пек вăл пирĕн ухмахла е пачах урăхла — ылтăнпа тан — ĕç.
Надежда СМИРНОВА калаçнă