Комментари хушас

27 Чÿк, 2013

Яваплăх ÿсет

Кăçалхи çурла уйăхĕнчен ветеринари енĕпе саккуна пăснăшăн тÿлеттерекен штраф виçи сисĕнмеллех ÿсет. Сăмахран, патшалăх ветеринари асăрхавĕн органĕсене чĕр чунсем ăнсăртран вилни тата харăсах йышлăн чирлени пирки вăхăтра пĕлтерменшĕн, инкеке чарса лартма кирлĕ мерăсем йышăнманшăн малашне уйрăм çынсен - 3-4 пин (унччен 0,5-1), должноçрисен - 30-40 пин (1-2), организацисен 90-100 пин (10-20) тенкĕ тÿлеме тивĕ. Карантин тапхăрĕнче çакнашкал йĕркесĕрлĕх палăрсан граждансене - 4-5, должноçри çынсене - 40-50, организацисене 100-150 пин тенкĕлĕх штрафлĕç.

Çавăн пекех выльăха турттарнă, продукцие хатĕрленĕ чухне ветеринари-санитари йĕркине пăснăшăн та айăплаççĕ. Ветеринари докуменчĕсемсĕр выльăха турттарнăшăн уйрăм çынсене - 3-5 пин (унччен 500-1000 тенкĕ), должноçрисене 30-40 пин (1-2 пин) тÿлеттереççĕ. Организацисен штраф виçи тата пысăкрах - 300-500 пин тенкĕ. Выльăха утилизацилес йĕркене пăхăнманшăн предприяти-организациерен 500-700 пин тенкĕ шыраттарса илме, ĕç-хĕле 90 талăклăх чарса лартма пултараççĕ. Штраф виçине пысăклатни йĕркесĕрлĕхе хирĕç кĕрешме, усал чир-чĕр çулне пÿлме пулăшĕ.

Чăваш Енре йĕркене пăснă тĕслĕх тăтăшах тĕл пулать. Кăçалхи тăхăр уйăхра Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн республикăри управленийĕ 42 тĕрĕслев ирттернĕ. Йĕркене пăснă 26 тĕслĕхе палăртнă: ферма йĕри-тавра карта тытман, витесене кĕнĕ çĕрте дезинфекцилемелли хатĕрсем çук тата ытти те. Выльăхсене пусмалли вырăна ветсанитари ыйтнă пек хатĕрлемен. Каяшсене тăкма контейнер лартман. Выльăх-чĕрлĕхе час-часах ветеринари докуменчĕсемсĕрех сутнă. Пусиччен специалистсене кăтартман, апат-çимĕç предприятийĕсене те ветсанитари тĕпчевĕсĕрех ăсатнă.

Инкекрен хÿтĕленмелли ансат мел - карантин йĕркине пăхăнни. Сăмахран, чирлĕ выльăха кĕтĕве яма юраманнине кашниех пĕлет темелле. Çапах лейкозпа аптăракан чĕр чунах сыввисемпе пĕрле çÿретеççĕ. Çитменнине диагноза çирĕплетме клиника-гематологи тĕпчевĕсем ирттермеççĕ.

Хăш-пĕр районта чĕр чун чирĕсемпе кĕрешкен станцире те çитменлĕх тупăннă. Акă Пăрачкав районĕнчи серологи тĕпчевĕ выльăхсен 30 проценчĕ лейкозпа чирленине палăртнă. Кун хыççăн диагностика тĕпчевĕсем ирттернĕ-ши - иккĕленÿллĕ.

Юлашки вахăтра Африка чуми калаçтарать. Инкек-синкекрен асăрханас тесен йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Анчах çакă та сисĕнсех каймасть-ха. Республикăра Раççей Федерацийĕн территорийĕнче сыснасен Африка чумин вирусне (АЧС) сарăлассипе тата пĕтерессипе çыхăннă мероприятисен планне туллин пурнăçламанни те палăрать. Сăмахран, сысна вилсен вăл мĕнпе чирлине пĕлме лабораторире тĕпчеттермелле. Енчен чир палăрсан, çийĕнчех мерăсем йышăнмалла. АСЧ пулсан выльăха васкавлăн вĕлерме тата виллисене пĕтерме ятарлă вырăнсем хатĕрлемелле.

Асăрхаттарусене шута хуманнипе инспекторсем кĕрешеççĕ-ха. Кăçал кăна çакăншăн 8 предприяти-организацие, 1 усламçа айăплама административлă ĕç пуçарнă. Штрафсен хисепĕ пысăкланнă май ертÿçăсем те, уйрăм çынсем те ветеринари йĕркине çирĕпрех пăхăнма тытăнасса шанас килет.

Надежда ВАСИЛЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.