Çăтăхсен* хурлăхлă шăпи
Ку чĕрчун сиенлине е усăллине палăртма этеме кам ирĕк панă? Çут çанталăк ăна икĕ ушкăна пайламасть вĕт. Чĕрчун тĕнчинче иккĕшĕ те кирлĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ, пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.
Вĕсене мĕншĕн пĕтернĕ?
Çĕр чăмăрĕ çинче этем хăйне хуçа пек туйма тытăннă та пурте хăйĕн куçĕнчен пăхаççĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. Чĕрчун, ÿсентăран, тепĕр чухне çут çанталăк тăрăхĕсен шăпине тарăн шухăшламасăрах татса панă — тавралăха çыхăнтаракан, куçа курăнман, хытă карăнтарнă çипсене татса янă. Çапла пулассине ăнкарман та.
Карăнтарнă резина çип татăлсан алăран ыраттармаллах çапассине пурте пĕлеççĕ. Çын çут çанталăка нумай тĕпчемесĕрех çĕмĕрме тытăннă та инкек сулăнки хăйне пырса çапнă. Çакна çăтăх, çăткăн чĕрчунсен хурлăхлă шăпи çирĕплетет. Пĕрремĕш «çăтăх», вышкайсăр ăс-тăна тивĕçнĕскер, çурăм хыçĕнчи пăшалне тутăх пăтаран нумай вăхăта çакса яман, сунар лаптăкĕсене чухăнлатсах тăнă. Чĕрлĕх хухнăшăн ыттисене айăпланă. «Пăхăр-ха! Çăтăхсем пире аш паракан чĕрчунсене вĕлереççĕ, кун пекех пулсан пĕтĕмпех пĕтереççĕ!» Çăтăх тата вăл апатшăн тытакан чĕрлĕх пиншер çул юнашар ĕрчени тата вĕсен пĕр тĕсĕ те Çĕр чăмăрĕнчен çухалманни çинчен никам та шухăшламан.
Çăтăхсен пĕлтерĕшне ăнланакансен сассине çут çанталăкран пĕрмай усă илессишĕн талпăнакансем ăна нимĕн те тавăрман, ырлăх-пурлăхшăн конкурентсене айккине сирнĕ. Апат хатĕрлессишĕн мар, пăшалтан тĕл лектерсе иккĕлентерекен савăнăç курассишĕн хыпкаланакансем ытларах пулнă. «Çут çанталăкра пурте пирĕн, çăтăхсен мар», — тенĕ.
Вĕсене хăйсен çылăхĕшĕн айăпа кĕртнĕ. Çын хăйĕнпе ăс-тăн тĕлĕшпе танлашайман çăтăхсене тинĕс пек юн юхтарса Çĕр чăмăрĕнчен шăлса ывăтнă. Шел, этем меслечĕсем халĕ те çавнашкал. Ваттисен сăмахĕ çапла илтĕнет: хăвăн уставупа ют мăнастире ан кĕр. Тарăн шухăшлă. Анчах темшĕн çав сăмахсем çын çут çанталăкпа хутшăнса пурăннă чухне тĕп вырăнта мар. Ирĕк ыйтмасăрах унăн алăкĕнчен кĕнĕ чухне хуçи йышăнмасан çеç «уставне» ячĕшĕн вĕренетпĕр.
Аш çеç çиекенни
Чĕрчунсене хÿтĕлессипе тата вĕсен йышне ÿстерессипе этем дилетант çеç. Çакна сăрă кашкăр шăпи çирĕплетет. Ăна пульăпа, капкăнпа, наркăмăшпа ăçта килнĕ унта пĕтернĕ хыççăн, 1970 çулсенче, вĕлерме чарнă, паянтан вăл вăрман санитарĕ тесе пĕлтернĕ. Тин çеç кашни тирĕшĕн, кашни çуришĕн преми парса хавхалантарнă. Кашаман биологине вĕренмесĕрех тата унпа çын хутшăнăвĕсене ăнланмасăрах çут çанталăк тусĕн шутне кĕртнĕ. Усăлăх принципĕ çуккине каллех шута илмен. Тукмак хÿре çут çанталăк тытăмĕнче хăйне кирлĕ вырăна йышăнать. Вăрмана, çут çанталăкăн ытти тăрăхне хуçалăх çаврăнăшне явăçтарман, чĕрнеллĕ чĕрчунсен кĕтĕвĕсем çÿренĕ çĕрте кашкăр санитар тивĕçне пурнăçлать: сыввисен хушшинчи чирлисемпе йăмшаксене пĕтерсе чир-чĕре сарăлма памасть. Хăйне мĕн чухлĕ кирлинчен ытла аш çимест.
Кашаман шутне пĕр шайра йĕркелесе тăраканни — какай тытма йывăрри. Çав экотытăмра «тукмак хÿресем те тутă, сурăхсем те чĕрĕ».
Этем çут çанталăка нумай улăштарчĕ, вăл пырса тĕкĕнмен çĕр-шыв юлманпа пĕрех. Кун пек хутлăхсенче кашкăра хÿтĕлес килет. Питĕ ĕрчевлĕскер хăйне сунарçăсем пĕтермесен çемьене хăвăрт пысăклатать. Кашамансемпе сунарçăсен хастарлăхне пула чĕрнеллĕ чĕрчунсем, ытти тĕс пĕтме пултараççĕ. Тукмак хÿресем выçса вилмеççĕ, ял выльăхне е йытăсене тытаççĕ. Вĕсене каллех сунарçăсенчен «пĕçерккĕ» лекет.
Çăтăхсем те, вĕсем тытса çиекен чĕрчунсем те йышлăн ĕрченĕ шайлашуллă саманана таврăнаймăпăр. Пурнăç саккунĕсем кашкăрсен шутне йĕркелесе тăма ыйтаççĕ. Пĕрре те юлмиччен пĕтермелле мар, хисепне пĕр шайра тытса тăмалла.
Вĕсен тĕслĕхпе хÿтĕлев ыйтăвне тĕплĕн шухăшламаллине палăртас тетĕп. Хальхи вăхăтра патшалăхăн çак тĕссене тулли программăпа килĕшÿллĕн хÿтĕлемелле: хăмăр упа, çÿлевĕç, пурăш, ăтăр, вырăс шашки, хир пăсари, юс.
Утаманран сыхланăр
Упа — вăрманти чи пысăк чĕрчун. Пирĕн патра вăл çитĕнсе çитсен — 150-200, Камчаткăра 750 килограмм таран таять. Утаман ытларах ÿсентăранпа /курăк, тымар, мăйăр, çырла/, хурт-кăпшанкăпа апатланать. Хĕллехи ыйхăран вăранса йăвинчен тухсан пăшие хăваласа тытма пултарать. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче, «Сăрçум» заповеднике йĕркеличчен, Улатăр районĕнче экспедици ирттернĕ чухне вăрманçăсенчен, егерьсенчен, сунарçăсенчен упа çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. «Пурăнать. 1960 çулсен вĕçĕнче курнă», — тесе кăсăклантарсах ячĕç. Унпа ĕнер çеç тĕл пулнă тейĕн. Утамансем Атăл йăлăмне çармăс тайгинчен пырса çÿренине çав çулсенче пĕрре çеç мар шута илнĕ. Унтан килсе тĕпленнĕскерсем Улатăр вăрманĕнче каллех курăнкалаççĕ. Малтан утарçăсемпе кăмпаçăсем асăрханă.
Вĕсене «Сăрçум» заповедникпа «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче аван хÿтĕлеççĕ. Пăшалтан персе вĕлерсен уголовлă майпа айăплассине сунарçăсем пĕлеççĕ. Вăрмана кăмпана каякансене унран асăрханма сĕнетĕп. Хĕл каçма хатĕрленсе тир айне хулăн çу пухать. Шавласа çывăхне пырсан тапăнас хăрушлăх пур. Айăпли этем пулин те пурте Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕскере тĕп тума ыйтасси иккĕлентермест. Этем яланах çавнашкал: хăйне автомашинăсем вĕçĕмсĕр таптаса вĕлерсен те заводран туса кăлармашкăн чарăнма ыйтмасть, упа тапăнсан ăна вĕлерттерессишĕн шăв-шав çĕклет. Çавăнпа утаман çывăхне ан пырăр.
Чăваш Ен мăнаçлăхĕ пултăр
Çÿлевĕç — тигр, арăслан, кил кушакĕн тăванĕ, кушак йышши çемьесен республикăри пĕртен-пĕр тĕсĕ. Ăна курса илемне самантлăха та пулин хакланă çынсем республикăра сахал. Вĕсен йышне «Сăрçум» сотрудникĕсем кĕреççĕ.
Самай пысăкскер /17 килограмм таран таять/, кÿлепипе урисем вăрăм. Пуçĕн икĕ айккипе çăра çăм, хăлхисен вĕçĕ шĕвĕр, хÿри кĕске. Хĕле кĕрес умĕн çăмне çăратать, çемçетет. Унăн тĕсĕ сăрă, хăмăр е тутăх тĕслĕ. Килĕштерекен апачĕ — мулкач, хир качаки. Ăсана, карăка, пăчăра çăмăллăн тытать. Вĕсем сахаллансан пĕчĕкрех чĕрчунсемпе çырлахать.
Çÿлевĕç çÿллĕ вăрманта тĕпленет. Сăр тăрăхĕнче тата Атăл йăлăмĕнче йăх тăсаççĕ. Йышĕ пĕчĕк: республикăра 30 яхăн. Шучĕ пĕчĕкленнине сĕм вăрман хухнипе, 1980 çулсен пуçламăшĕнче чире пула шурă мулкачсем сахалланнипе, хăшпĕр тăрăхра пач пĕтнипе ăнлантармалла. Юлашки çулсенче мулкачсем йышланаççĕ — çÿлевĕç валли апат пур. Шел те, браконьерсем шута ÿстерме чăрмантараççĕ.
Çÿлевĕçе Чăваш Енре çине тăрсах хÿтĕлемесен пач пĕтет. Сыхласа хăварасчĕ. Мĕнле? Уссурийск тигрне Раççей пуянлăхĕ тесе пĕлтерчĕç. Çÿлевĕç Чăваш Ен мăнаçлăхĕ пултăр.
Çăвĕшĕн, тирĕшĕн
Никама сиен кÿмен пурăшсем те сахалланса юлнă. Вĕсене сунарçăсем нумай пĕтерчĕç.
Паллах, ăна пурте курман. Кÿлепи 80 сантиметр таран, çитĕнсе çитсен 20 килограма яхăн таять. Пуçĕ пĕчĕк, ансăртарах, чĕрнисем çирĕп те вăрăм. Çавăнпа йăва тума шăтăк тарăн алтма пултарать. Вăрманта, унăн таврашĕнче, ĕшне-катара е йывăç-тĕмлĕ вар-васанта пурăнать. Кăмпа-çырлана çÿрекенсем унăн йăвине браконьерсем чавса тустарнă купасене час-часах асăрхаççĕ.
Пĕтесси патне çитнĕ тепĕр тĕс — ăтăр — Сăр вăрманĕнчи, Атăл йăлăмĕнчи юханшывсемпе кÿлĕсенче çеç курăнкалать. Кÿлепи 120 сантиметр тăршшĕ, çирĕп хÿреллĕ, чĕрне хушшисем ÿтлĕ. Шывра çăмăллăн ишет, чăмать. Пысăк пулăсене те тытма пултарать. Апла пулин те вăтаммисемпе, вĕттисемпе тăранать. Хĕлле пăрпа витĕнмен, пулăпа пуян шыв-шурта çеç пурăнаять. Республикăра çавнашкал юханшыв е кÿлĕ нумай мар, çавăнпа ăтăрсен шучĕ пĕчĕк. Шурлăхсем типсен, юханшывсем юшкăнпа тулсан ăтăрсемшĕн пурнăç çук. Браконьерсем вĕсене паха тирĕшĕн тытаççĕ.
Республикăра Европа шашкин тĕсĕ пĕтессине йышăнмах тивет. Сăлтавĕ браконьерсенче мар, этем çут çанталăка сĕмсĕррĕн çĕмĕрнинче. 1930 çулсенче Раççейĕн Европа пайне пăлан, Çурçĕр Америка ондатрне, енот йыттине /виççĕшĕ те сарăлнă/, Канада бобрне, Америка шашкине ĕрчетме янă. Юлашки Европа тата вырăс шашкисене /Сăр тăрăхĕнче те юлман/ популяцирен тĕртсе кăларнă. Халĕ вырăс шашкине Курил утравĕсенче ĕрчетме тăрăшаççĕ.
Хир пăсарипе юс республикăн Хĕрлĕ кĕнекине çителĕксĕр тĕпчесе пĕлнĕрен лекнĕ. Патшалăх вĕсене сунар объекчĕн шутĕнчен кăларса хÿтĕлеме пуçлани йыша сыхласа хăварма, ÿстерме май парасса шанас килет.
Çăтăх чĕрчунсен шăпи — этем çут çанталăк саккунĕсене уямасăр пăснине çирĕплетекен тĕслĕх. Çак йăнăша ÿлĕм тăвас марччĕ.
Олег ГЛУШЕНКОВ,
«Сăрçум» заповедник сотрудникĕ