Комментари хушас

1 Юпа, 2016

Сисчĕвлĕхе çухатас марччĕ

Иртнĕ кану кунĕсене килте ирттерме палăртнăччĕ. Тăрук палламан абонентран шăнкăрав килчĕ. Косметика хатĕр-хĕтĕрĕ сутакан фирмăра тăрăшакан пике салона йыхравлать. «Сире валли парнелĕх сертификат пур, унпа пĕр пус тăккаланмасăр усă курма пултаратăр, пит ÿтне компьютерпа тĕрĕслĕç. Укçа кирлĕ пулмĕ, хăвăрпа пĕрле паспорт çеç илме ан манăр, кам иккенне ĕнентерме кирлĕ», — йăпăлтатса та ăшшăн калаçрĕ хĕр. Илем кÿме шантаракансем пĕрмай шăнкăравласа ывăнтарса çитернĕрен, хайхи салона ятарласах кайса килме шухăшларăм. Ăшшăн кĕтсе илчĕç, нумай кĕттермерĕç, уйрăм пÿлĕме вырнаçтарчĕç. «Пит çинчи пĕркеленчĕксем пирки уççăн каланăшăн ан кÿренĕр. Сывлăш та, шыв та таса мар халь, ÿт вăхăтсăрах ватăлать. Эпир сĕнекен косметика сирĕн пите кĕске хушăрах якатма пулăшĕ. Çăмарта, тăпăрчă-турăх, çырла маскисем пирки манса кайăр, вĕсенчен ним усси те çук. Ку уйăхра пирĕн акци пырать, малтан 70-80 пин тенкĕ тăнă пулсан, халь — 45-50 пин тенкĕ çеç. Килте ун чухлĕ укçа çуккишĕн те ан пăшăрханăр, халех кредит илме май пур. Эсир ĕçлетĕр, хăйне хисеплекен хĕрарăмăн косметика валли уйăхне 5-6 пин тенкĕ тăкакламаллах. Манăн анне 43 çулта, Канаш районĕнче пурăнать, виçĕ ĕне усрать, вăл тахçанах çак косметикăпа усă курать, ăна никам та хĕрĕхрен каçнă тесе калаймĕ, çуталса çеç тăрать. Хĕрарăмăн хăйне валли нихăçан та укçа-тенкĕ шеллемелле мар. Ав, арçынсем, машина валли мĕн чухлĕ «кĕмĕл» чиксе хураççĕ», — явăнчĕ çеç ман тавра чĕвĕлти пике. Ниепле те ÿкĕте кĕртеймен хĕрачан кăмăлĕ пăсăлчĕ юлашкинчен. «Вăт, сирĕнпе ĕçлеме йывăр мана, эпĕ тĕрĕссине калатăп, эсир темшĕн ĕненесшĕн мар, апла-тăк килмелле те марччĕ», — тарăхма тытăнчĕ хĕр пĕрчи. Çапла, манпа 1 сехет çурă йăпăлтатни кăлăхах пулчĕ, çыран хĕрринче вăхăтне ахалех ирттернĕ мĕскĕн пулăçа аса илтерчĕ вăл мана. Пÿлĕмрен тухсан та регистратурăран тÿрех ирттерсе ямарĕç, салон пикисем сăпса пек çыпăçса пĕлĕшсен телефон номерне /50 абонентран кая мар/ çырса пама ыйтрĕç. Киле çитсенех хайхи косметика фирми пирки Интернетра вуласа пĕлтĕм. Илем кÿме шантаракансем пирки асăрхаттару кунта чылай-мĕн, хăшĕ-пĕри суда та çитнĕ. Нумай пулмасть тата çакнашкал СМС-çыру килчĕ: «Пирĕн косметика компанийĕ çулçÿрев юратакансене Болгарие тÿлевсĕр канма илсе каять. Енчен те сире интереслĕ пулсан — шăнкăравлăр».

Вăт, епле пурнăç пулса кайрĕ, тÿлевсĕрех чиперлетеççĕ, канма та илсе каяççĕ… Шуç тупанпа лартса яракансем кашни утăмрах. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче те пулин улталасшăн. Маркăллă çÿхе конверта тараса çине хурса виçнĕ хыççăн 20 тенкĕ ыйтрĕ оператор. «Халь йăлтах хаклă, пирĕн те пурăнас килет», — тесе калама чĕлхи епле çаврăнчĕ-ши? 20 тенкĕпе инçе каяймăн, укçине тÿлерĕм, анчах та чек кĕтсе илеймерĕм.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пасар-вокзал çывăхĕнче кăнтăр кунĕнчех çарататчĕç. Çынсем стакан куçаракансен серепине çакланса кĕсйинчи мĕнпур укçине тыттарса хăваратчĕç. Халь улталамалли тата çăмăлрах та ансатрах меслетсем тупăнчĕç. Шел те, халăх паллă артистсемпе «çăлтăрсен» ячĕпе усă курса йĕркеленĕ сайтсене ĕненет. Унта чир-чĕртен сыватаççĕ, начарланма пулăшаççĕ имĕш. Шăнман пăр çине лартса яракансем хыççăн кайса пĕлĕшĕм хăйĕн енчĕкне чутах пушатман. Чиртен хăтăлас тесе 10 пин тенкĕлĕх икĕ диск туянма тăнă вăл. Юрать, тухтăрпа канашланă малтан, кирлĕ мар çĕре укçа хывасран тытса чарнă хайхискерне. Усал шыçăран, мĕнпур муртан хăтаракан эмел сутакан та пур паян. Анчах та ку йăлтах — суя. Укçа кăларса хума васкиччен малтан кашни информацие тĕрĕслеме тăрăшмалла.

Тăтăшах çыратпăр пулин те ватă çынсем: «Анне, çак номер çине 1500 тенкĕ хурса пар. Кайран ăнлантарăп», — СМС-çырăва ĕненсе вăлтана çакланма пăрахмаççĕ-ха. «Банк сирĕн карттăна ĕçлемелле мар тунă, тĕплĕнрех пĕлес тесен çак номерпе шăнкăравлăр е çакăн пек операцисем тăвăр», — тенине шанса укçа çухатакан та сахал мар. Хаçатра пĕрмай асăрхаттаратпăр, кун пек чухне паллă мар абонемент патне шăнкăравлама, ПИН-код пĕлтерме е укçа куçарма юрамасть. Çынна шанса сисчĕвлĕхе çухатас марччĕ те.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.