Комментари хушас

29 Авăн, 2016

Хĕлле каюра çывaрать-и?

«Пакшасем, каюрасем хĕл валли апат нумай хатĕрлесен хĕл вăрăм пулать», — çырнă хаçатăн 36-мĕш номерĕнче. Каюра хĕлле çуркуннеччен çывăрмасть-и вара? Вĕсем çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартсан аванччĕ.

Владимир СЕРОВ.

Çанталăк шăнтсан хăшпĕр чĕрчун çуркуннеччен çывăрма выртнине пĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен хĕлле вĕсене тăранса пурăнмалăх апат çитмест. Ăслă çут çанталăк вĕсене хĕрхенсе хĕлле «канмалла» туса янă.

Каюран вара тем пек сивĕре те «канма» вăхăт çук. Вăл тарăн ыйха путаймасть, унăн ялан апат шырамалла. Апатсăр 13-18 сехет çеç пурăнма пултарать. Паллах, каюра хĕлле çуллахи пекех хастар мар. Нумайрах çывăрать, çĕре те ерипенрех чавать, ĕрчемест. Кирлĕ чухлĕ хурт-кăпшанкă тупса çиет те йăвана таврăнса çывăрма выртать, хытă выçса ыйхăран вăранать те каллех апат шырама каять.

Йăвине каюра пысăк йывăç тымарĕсен хушшине е тунката айне тăвать. Унта типĕ çулçă, мăк пуçтарать. Йăва патне 4-5 çул хывать. Çулĕсем вун-вун йӳпленчĕке пайланаççĕ. Вырăн-вырăн хăвăла аслăлатса кану «пӳлĕмĕсем» хăварать. Кĕркунне хурт-кăпшанкă, ăман тăпрана тарăнрах аннă чухне каюра апат хатĕрлет. Ăмансен /унăн мал енне, «пуçне» тейĕпĕр, татса илсен хыçал енĕ аталанаймасть, вилет/, нăрă кăпшанкăсен пуçĕсене татса илсе хăвăла пуçтарать, хĕлле вĕсене шыраса тупса çиет.

Апат çитменнипе чылай каюра хĕл каçаймасăр вилет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.