Комментари хушас

29 Авăн, 2016

Ларса канма васкамасть

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Александра Петровна Синина нумаях пулмасть 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Кинеми ĕçре те, чĕлхи-çăварĕпе те çав тери харсăр, хĕрÿлĕхĕ иксĕлми тейĕн. Килти пахчара темĕн те пĕр ÿстерет, ытлашшине пасарта сутать. Вăл çитĕнтернĕ çĕр çырлине /çулталăкра икĕ хут тухăç параканнине\ юпа уйăхĕчченех туянаççĕ. Юр çусан кăна юлашкине пуçтарать те хăйне валли хăварать.

Ÿркенмесĕр ĕçлеме ăна нуша вĕрентнĕ. 1970-мĕш çулсен варринче çемьере харăсах шкул пĕтернĕ тăватă ачана вĕрентмелле пулнă. Колхозра ун чухне укçа тÿлемен, ĕç кунĕ вырăнне "патак" кăна лартса пынă. Кивĕ япаласенчен хĕрарăм алсиш çĕлеме вĕреннĕ, ăна пасарта сутса ачисене тумлантарнă, тăрантнă, аслă пĕлÿ панă. Çав йăларан халĕ те хăпаймасть. Куçĕ аван курнăран хĕлле алсиш çĕлет. Çулталăкри пĕр куна та усăсăр ирттермест, хушăран ури ыратсан та ларса канма васкамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.