Валерий ФИЛИМОНОВ: Пирĕн суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăлармалла
Пĕрлехи сасăлав кунĕнче çĕнтерсе республика парламенчĕн йышне кĕнĕ депутатсем тата суйлавçăсенчен нумайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтекен самант тинех çитрĕ: авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртрĕ. Спикерпа унăн заместителĕсен, комитет председателĕсен должноçĕсене кама шанса парасси чылайăшĕшĕн кăсăклă-çке. Пĕрремĕш сессире ертÿçĕсене палăртнипе пĕрлех йĕркелÿпе çыхăннă ытти ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх — парламентăн çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш сессине чи сумлă та аслă депутат ертсе пырать. Хальхинче те ку чыса Елена Бадаева тивĕçрĕ. Вăл чи малтанах пиллĕкмĕш суйлаври депутатсене тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ, çĕнĕ йыша лекнисене вара саламларĕ, республика аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хума ăнăçу сунчĕ.
Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков паллаштарчĕ. Вăл сасăлава республикăри суйлавçăсен 60 проценчĕ хутшăннине, ку кăтарту лайăх пулнине палăртрĕ. Çапла вара регионти саккун кăларакан чи аслă органăн — Патшалăх Канашĕн — çĕнĕ йышĕ йĕркеленнине пĕлтерчĕ. Александр Иванович çак ушкăна кĕме тивĕçнĕ депутатсене пурне те ят-хушаматран асăнчĕ. Вĕсенчен çурри — 22-шĕ — пĕр мандатлă округсемпе, тепĕр 22-шĕ партисен списокĕсемпе суйланнă. «Сире суйлав иртсе кайнă ятпа саламлатăп, анчах суйлав кампанийĕ вĕçленнĕ ятпа мар. Лайăх депутатшăн çак кампани халĕ пуçланать çеç-ха. Сире пурне те хăвăрăн кулленхи ĕçĕрпе суйлавçăсем йăнăшманнине ĕнентерсе пама, тепĕр суйлавччен пысăк опыт пухма сунатăп», — терĕ А.Цветков.
Пĕрремĕш сессие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл суйлав кампанийĕ уçă та конкурентлă иртнине пĕлтерчĕ. «Суйлавçăсем тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăларĕç. Вĕсем хăйсен сассисене тăнăçлăхшăн, Раççейпе Чăваш Енĕн ăнăçлă аталанăвĕшĕн, ачисен çутă малашлăхĕшĕн пачĕç», — палăртрĕ Михаил Васильевич. «Влаç — полномочисем çеç мар, халăх умĕнчи пысăк яваплăх та. Паян пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев — çынсен шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларасси. Эпир халăхшăн ĕçлетпĕр! Граждансен çивĕч ыйтăвĕсене халăхран уйрăм, пÿлĕмсенче çеç ларнипе татса параймăн. Суйлавçăсемпе çывăхарах пулмалла, çынсемпе хастартарах хутшăнмалла, вĕсене итлемелле тата илтмелле», — калаçăва тăсрĕ регион Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев республикăра общество-политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пулнине аса илтерчĕ, «Пирĕн тĕллев пĕрешкел — тăван тăрăхăн социаллă пурнăçпа экономика вăй-хăватне аталантарасси, пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, ачасен пуласлăхĕ тивĕçлĕ пултăр тесе тăрăшасси. Çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçлас тесен пĕтĕм вăя пĕрлештермелле: кам хăш партире тăнине, кама кăмăллани-кăмăлламаннине пăхмасăр», — терĕ.
Михаил Игнатьев юлашки çулсенче республика малашне те тăнăçлă аталанса пытăр тесе çирĕп никĕс хывнине каларĕ. Вăл çивĕч ыйтусем çинче те — халăхăн тупăшĕ ÿсессин хăвăртлăхĕ чакни, хаксемпе тарифсем ÿсни — чарăнса тăчĕ, вĕсене çĕнĕ суйлаври депутатсемпе пĕрле татса парасса шаннине пытармарĕ. «Сирĕн 5 çул тăрăшса ĕçлемелле. Çакна асра тытмалла: должноç мĕн чухлĕ пысăкрах, сирĕн хăвăртан çавăн чухлĕ çирĕпрех ыйтмалла. Кашни депутатăн хăйĕн суйлавçисен наказĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçсен алгоритмне, çул-йĕр карттине хатĕрлемелле», — пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ.
Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ЧР Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулма уйăрса лартнине пĕлтерчĕ. ЧР пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне Юрий Попова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа, унăн заместительне — Комитет председательне Николай Малова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕ. Александр Никаноров депутата «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ.
Депутатсем пĕрремĕш сессин секретариатне, сасăлавăн электрон тытăмне тĕрĕслекен ушкăна тата шутлав комиссине суйларĕç. Парламентра йĕркеленнĕ депутатсен пĕрлешĕвĕсем пирки калакан ыйтăва пăхса тухрĕç. Палăртма кăмăллă: Патшалăх Канашĕн хальхи йышне пиллĕкмĕш суйлавра пулнă мĕнпур парти представителĕ кĕнĕ. Хальхинче Патшалăх Канашĕнчи «Единая Россия» фракцийĕнче — 36 депутат, РФКП — 3, РЛДП — 3, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» — 2.
Çакна та асăнса хăварар: халĕ суйланнă 44 депутатран 23-шĕ пиллĕкмĕш суйлавра ĕçленĕ. Нумайăшĕ маларахри суйлавсенчи парламентăн йышĕнче те тăрăшнă. Хальхи ушкăнра 5 хĕрарăм.
Сессире ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне суйларĕç. Депутатсен пысăк пайĕ Валерий Филимоновшăн — унăн кандидатурине «Единая Россия» парти фракцийĕ тăратнă – сасăларĕç. Валерий Филимонов, республикăн 2, 4, 5-мĕш суйлавсенчи парламентĕнче ĕçленĕскер, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ. «Паянхи тĕллев — суйлавçăсен наказĕсене пурнăçласси, республика Правительствипе, политика пĕтĕм вăйĕн представителĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесси. Кăткăс ыйтусене пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çеç татса пама пулать», — терĕ Валерий Николаевич.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕсем пулма Николай Малова тата Альбина Егоровăна суйларĕç. Парламентра ун умĕнхи йышри пекех 4 комитет ĕçлĕ: Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики /унăн председателĕ Николай Малов пулать/, Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе /Вячеслав Рафинов/ ĕçлекеннисем. ЧР Патшалăх Канашĕн Президиумне те палăртрĕç. РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн полномочийĕсене Вадим Николаева шанса пачĕç. Парламент Аппарачĕн ертÿçи — Надежда Прокопьева.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем