Комментари хушас

27 Авăн, 2016

Миллионсем — аталану валли

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулипе çыхăннă пысăк ыйтуран пуçларĕ.

Сăмах — Канаш монохуласене пулăшмалли программăна кĕнĕ май пурнăçламалли ĕçсем пирки.

Канаш çĕнелсе улшăнатех

Монохула валли Мускав 739,1 миллион тенкĕ уйăрать — çак укçа пайăн-пайăн 5 çул хушши килĕ. Паллах, республика та айккинче юлмĕ. Программа мероприятийĕсене пурнăçламалли укçан пĕтĕмĕшле виçи 8,5 миллиард тенкĕрен те иртмелле. Тăкаксен пĕр пайне республика хăйĕн çине илĕ. Укçа чи малтанах индустри паркне тума кайĕ. Вăл 38 гектарпа танлашакан пысăк лаптăка йышăнмалла. Укçан малтанхи пайĕ юпа уйăхĕн иккĕмĕш декадинчех килес шанăç пур.

— Условийĕсем çирĕп, — терĕ Михаил Игнатьев. — Çавăнпа та предпринимательсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле. Эпир çакăн патне йывăррăн утса çитрĕмĕр — укçана ахалех памаççĕ. Çапах усси пысăк пулмалла: çĕнĕ 1,5 пин ĕç вырăнĕ пулĕ. Канашри автоагрегат завочĕ вăхăт иртнĕ май хупăнать-тĕр, «Промтрактор-Вакун» та ĕçлемест. Çак лару-тăрура ĕç вырăнĕсем пушшех кирлĕ. Çĕнĕ предприятисенче шалу пысăкрах пулать. Тата — инфратытăм çĕнелĕ. Хула улшăнмалла — Чăваш Енре чи лайăххи пулмалла.

Михаил Васильевич Чăваш Енри тата темиçе муниципалитет монохуласене пулăшакан фонд урлă тĕрев илме пултарасси пирки каларĕ — çак тĕллеве тÿрре кăларассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Фонд ертÿçисем Чăваш Ене позитивлă хакланине кура /çакă, Чăваш Ен ертÿçин шучĕпе, «эпир укçапа тухăçлă усă курнинчен килет»/ çакăнпа усă курмаллах.

Михаил Игнатьев çавăн пекех «Техмаш» патшалăх корпорацийĕн гендиректорĕн заместителĕпе Игорь Завьяловпа курнăçни çинчен каларĕ — çак тĕлпулу та хушма инвестицисем илсе килме пулăшасси куçкĕрет. Сăмах Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсем, автофургонсем туса кăларакан предприятисем пирки пырать. ЧР Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — вĕсем паян лайăх ĕçлеççĕ. Заводсенчен пĕри туса кăларнă продукци хакĕпе кăçал 10 миллиард тенкĕ урлă та каçать — республикăри чи пысăк кăтарту пулать-тĕр. Унти вăтам ĕç укçи те пысăк — 37 пин тенкĕ: «Çавна май Çĕмĕрлесен кăмăл-туйăмĕ те халь лайăх. Рабочисем çитми пулнă — вĕсене Шупашкартан илсе каяççĕ...»

Çак кунсенче Мускавра 1-мĕш финанс форумне хутшăннă май вара Михаил Васильевич Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулнă ¹тĕплĕнрех — 2-мĕш стр.¹. Паллах, укçа пиркиех сăмах пуçарнă-тăр. Çав вăхăтрах Михаил Васильевич форумăн тĕп шухăшне те палăртрĕ: регионсен хăйсем çине пурнăçлама май пур обязательствăсене кăна илмелле. Ку сăмахсем «паян укçа тăкăнса тăмасть» тенĕнех илтĕнчĕç.

Пире пĕрех мар

Канашлу кун йĕркине кĕртнĕ пирвайхи ыйту вара чи малтанах çынсен сывлăхĕпе çыхăннă. Алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлмелли мерăсене сÿтсе яврĕç. «Пултăр эрех — пире пĕрех» теççĕ-ха, çапах ку ĕçе Чăваш Енре хăй еккипе яман, апла пулин те Михаил Игнатьев кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: йĕркене пăсакансем çав-çавах нумай. Вăрттăн алкоголь те сутаççĕ, сăмакун юхтарасси те вăй илсе пырать, «фанфуриксен» суту-илĕвĕ те çава-çавах пĕтмест.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев управленийĕ пуçарнипе ĕç-пуçа тĕпченĕ май чылай çитменлĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Вĕсемпе канашлура спиртлă шĕвексем сутса тупăш тăвакансен хушамачĕсене асăнсах паллаштарчĕç. Çав çынсен киоскĕсенче асăннă йышши шĕвексене йÿнĕпех туянма пулать: «фанфурик» текен кĕленчесем 23-30 тенкĕ кăна тăраççĕ — ĕçкĕçсемшĕн ырлăх.

Тĕп хулари «Садовый» микрорайонта поликлиника уçнă май унта пурăнакансем Михаил Игнатьева пĕр çуртра уçнă хупах пирки кăмăлсăрланса каланăччĕ. Михаил Васильевич хула влаçĕсенчен çав хупах пирки ыйтрĕ. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хуçисем çав лавккан çуртăн ку енчи алăкне хупни пирки пĕлтерчĕ, çав вăхăтрах хыçал енчен уçнă та — пĕтĕмпех саккунлă иккен. Поликлиника çывăхрах пулни те — ним те мар.

Халăха эрех сутакан çавнашкал вырăн­¬сем пирки Михаил Игнатьев тарăхсах каларĕ: «Талăкĕпех ĕçлеççĕ. Унта ирхине 4-5 сехетрех ĕçкĕçсем мухмăр чĕртме пухăнаççĕ. Халăх кăмăлсăр, çынсем «влаç ăçта?» теççĕ. Штрафлатăр-ха, анчах темиçе пин тенкĕлĕх штрафа эрех сутакансем пĕр каçрах саплаштараççĕ. Атьăр-ха, вĕсенчен çирĕпрех ыйтар». Ку сăмахсем Шупашкара кăна мар, Çĕнĕ Шупашкара та пырса тивеççĕ.

Ĕçке пула çынсем сывлăхне çухатаççĕ, вилеççĕ, çавăн пекех алкоголь питĕ нумай преступление сăлтавлать. ШĔМĕн канашлăва хутшăннă представителĕ пытармарĕ: йÿнĕ эрехпе илĕртекен хупахсем нумаййине кура полици нарячĕсен маршручĕсене те çав вырăнсене çывăхарах куçарма тивнĕ. Мĕншĕн тесен шăпах унта çынсем пĕр-пĕринпе хирĕçеççĕ, çапăçаççĕ, киревсĕр ытти ĕçпе аппаланаççĕ.

Михаил Васильевич хуласен администрацийĕсене ÿпкелерĕ — эрех сутма ирĕк паракан документсене вĕсем параççĕ вĕт. Мускав влаçĕсем тĕп хулари киоск йышши лавккасене, тĕлли-паллисĕр лартса тултарнă суту-илÿ çурчĕсене пăстарнине аса илтерчĕ. Пирĕн те çак тĕслĕхпе усă курмалла, мĕншĕн тесен «паян тĕрлĕ тавар туянас тĕлĕшпе чăрмав çук — саккуна тĕпе хурса йĕркеллĕ ĕçлекен лавкка пайтах».

Кинемей михĕ йăтни килĕшÿсĕр

Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ çывхарнă май канашлура уява хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухни вырăнлă пулчĕ. Республикăра вăйпитти çулĕсем хыçа юлнă граждансен шучĕ 296 пин патнеллех. Вĕсене хисеплесе Чăваш Енре ваттисене халалланă декада йĕркеленине ырламалла кăна. Вăл иртнĕ вырсарникун пуçланнă — юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать. Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев мероприятисем пирки хатĕрленĕ докладпа пĕрле слайдсем те кăтартрĕç те — Михаил Игнатьев сăнÿкерчĕксенчен пĕрне сивлерĕ. Унта çĕрулми тултарнă самай пысăк миххе кинемей çĕклени сăнланнă та — çакнашкаллипе епле çырлахăн: «Хĕрарăм çакăн пек михĕ çĕклеме тивĕç мар!» Министр сăнÿкерчĕке улăштарма шантарчĕ-ха, анчах çакă ыйтăва татса памасть вĕт. ЧР Пуçлăхĕ тĕп хулари пахчаçимĕç сутакан пасара çак кунсенче те пулин волонтерсене явăçтарма ыйтрĕ — ватă çынсем михĕсем сĕтĕрсе ан нушаланччăр...

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков иртнĕ суйлав кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Патшалăх Думинче Чăваш Енĕн 5 представителĕ пулать — «чăн-чăн рекорд!» Патшалăх Канашĕн йышĕ те паллă. Республика парламентĕнче «Единая Россия» партирен 36 депутат, РФКПран тата РЛДПран — 3-шер, СРтан — 2 депутат. Çак эрнерех пирвайхи йĕркелÿ сессийĕ пулмалла. Мускавра вара ЕР Аслă Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕлтернĕ тăрăх — Думăра çак партин 343 представителĕ пулĕ. Партин Чăваш Енри уйрăмĕн лидерĕ Николай Малов «политикăри тĕссене пăхмасăр ЕР ытти парти представителĕсемпе алла-аллăн ĕçлеме хатĕррине» çирĕплетрĕ.

Канашлăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев каллех «Чăваш бройлерĕ» фабрикăри лару-тăру пирки сăмах пуçарчĕ — «вăл питĕ çивĕч». Чăх-чĕп шучĕ чакса кайнă — «пĕр витере кăна çурма вилĕ чăхсем юлнă», ĕçлекенсен çуррине кăларса янă... Халь Перекет банкĕ те фабрикăн хăйĕн умĕнчи парăмĕсене сутасшăн иккен. Предприятире тĕрĕслев ирттернĕ май çĕнĕ директор ĕçе кÿлĕнменни те палăрнă — унăн тивĕçĕсене юрисконсульт пурнăçлать. Сăмах май, фабрикăн ютри хуçи Четвериков ку хутĕнче Патшалăх Думин депутатне суйланайман иккен. Кирек мĕнле пулсан та Михаил Васильевич ĕç-пуçа куçран вĕçертме юраманни, тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Фабрика акцийĕсен 49% — республика харпăрлăхĕ, эппин, халăх пурлăхĕ». Халăх пурлăхĕпе вара тирпейлĕ пулмалла.

 Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.