Комментари хушас

27 Авăн, 2016

«Аннене куç лартса парасси пулмар.»

Юрататăп çумăр çунине. Çумăр çунă вăхăтра ăшă пÿртре вĕри кукăле сĕтпе сыпса çиме. Çулла çиçĕм çиçнине, аслати авăтнине кăмăллатăп. Хĕлле çил-тăмана юрататăп. Манăн пурнăçра йăлтах туйса курас, пурнăçран йăлтах илес килет... Çук, ку эпĕ шухăшласа çырнă йĕркесем мар. Ку — шурă халатлă çын кăвак хуппи уçăлнă самантра хăйĕн чунне уçни. Чылай чухне вара унран ытлашши сăмах туртса илейместĕн. Сăмахăм Красноармейски районĕнчи Арçунакассинче çуралса ÿснĕ Сергей Тарасов çинчен. Сергей Алексеевич Красноармейскинчи газ уçлакан станцин физкультурăпа сиплев комплексĕнче медбратра вăй хурать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене массаж тăвать. Спортсменсен хушшинче ĕçленĕ май хăй те спортпа интересленет, çуллахи вăхăтра чупать, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать.

«Манăн анне Зоя Тарасовна 5 çултанпах сĕм суккăр пулнă. Унăн икĕ куçĕ те трахома чирне пула юхса тухнă. Çывăх çыннăм ĕмĕр тăршшĕпех нимĕн те курман. Çавăнпа эпĕ мĕн ачаран аннене мĕнле те пулсан куракан тăвасси пирки пуçватнă, медик пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах Шупашкарти медучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Паллах, аннене куç лартса парасси пулмарĕ... 1991 çулта çара кайрăм. Чирлĕ аннене пăхмалла тесе мана хĕсмете илесшĕн марччĕ. Эпĕ вара ял тăрăхĕн администрацине кайса манăн тепĕр пичче пур тесе справка тутартăм. Çапла суйса салтака тухса кайрăм. Пирĕн вăхăтра çарта пулман яша хисеплемен, ăна хĕрсем те юратман. Хĕсмет хыççăн медучилищĕрен вĕренсе тухрăм. Пĕр класра вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă Алинăпа çемье çавăртăмăр. Сăмах май, вăл шутсăр ĕçчен те сăпайлă хĕрарăм. Училище хыççăн Красноармейски больницинче реанимаци уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Чи интересли кунта акă мĕн. Икĕ çул çурă ĕçленĕ хушăра эпĕ дежурствăра тăнă талăксенче пĕр çын та вилмен. Экстрималлă ĕç вăл. Тĕрĕссипе, кунашкал ĕç питĕ килĕшет мана», — чунне уçрĕ Сергей Алексеевич.

Сергей Тарасов каярахпа васкавлă пулăшура, газ уçлакан станци çумĕнчи сиплевпе сывату комплексĕнче ĕçленĕ. ФОК уçăлсан вара унта массажиста куçнă. «Медучилищĕне суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Паллах, ача чухне летчик пулас килнĕ. Укçа-тенкĕ çитменнипе унта каяйман. Вăхăт чуппи сисĕнмерĕ, медицинăра 20 çул ытла ĕнтĕ. Ирĕклĕ вăхăтра техникăпа кăсăкланатăп. Ялта юлташсемпе пĕрле квадроцикл пуçтартăмăр. Çынсем кĕмен çĕре кĕрсе тухас килет манăн. Квадроциклпа таçта та çитме пулать. Хĕлле валли юрçÿрен пур. Сунара та кăмăллатăп. Ытларах чухне пĕччен çÿретĕп, кайăк кăвакалне тытассишĕн мар, çут çанталăкпа киленме каятăп. Кăçал тухма вăхăт тупаймарăм-ха. Пулла та çÿретĕп. Гидротум тăхăнса Çавал шывне чăмса тымарсен айĕнче карас, сазан пулăсем тытатăп. Çапла тепĕр чухне 50-шар килограмм таранчченех тытатăп. Çавăн пек çын эпĕ. Пĕчĕк чухне чухăн пурăннă пирки веçех курас килет манăн. Ачамсен те — Аксиньяпа Павелăн — веçех пур. Аксинья Хусан университетĕнче генетика вĕренет. Павел Шупашкарта ĕçлет. Хальлĕхе кукаçи те, асатте те пулайман-ха. Питĕ пулас килет те», — пытармарĕ Сергей Алексеевич.

Алинăпа Сергей Тарасовсем чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем Чатуккассинче хăтлă кил-çурт çавăрнă. Картиш тулли выльăх — 3 ĕне, вăкăрсемпе сыснасем, чăх-чĕп — усраççĕ. Пыл хурчĕ те чылай. Сергей Алексеевич ял аталантăр, илемлентĕр тесе темĕн тума та хатĕр. Вăл пуçарнипе Чатуккассинчи Куснар çырминче, пĕве патĕнче, часавай уçнă. «Авалхи япаласене хаваспах пухатăп. Чăваш хресченĕ пурăннă кивĕ çурта та туянтăм. Малашлăхра унта хам валли, чун валли музей уçма ĕмĕтленетĕп», — ку тĕле çитсен йăл кулчĕ Сергей Алексеевич. Мана вара унăн амăшĕн кун-çулĕ, шăпи питĕ кăсăклантарчĕ.

«Аннене упраса çитереймерĕмĕр çав. Пилĕк çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анне пирĕн питĕ сăваплă çын пулнă. Пĕве кĕрсен чĕлхесĕр, хăлхасăр Алексей Павловича качча тухнă. Ывăлпа хĕр /манăн йăмăк Аля пур/ çуралнă хыççăн, шел те, уйрăлнă вĕсем. Анне суккăр пулнине пăхмасăрах куç курманнисемпе пĕрле пулса Пермь крайне кайса ĕçлесе кирпĕч çурт лартмалăх укçа пухнă. Хĕрарăм пуçăнах çурт çĕкленĕ вĕт вăл!!! Куçĕ курмасть пулин те пур ĕçе те типтерлĕ тăватчĕ. Килте пирĕн яланах тап-таса пулнă, пĕр çÿп выртнине те курман. Урая упаленсе сĕретчĕ. Çăвăнман, таса мар çынсене сивлетчĕ. «Санăн килте супăнь çук-им?» — тесе куçран калатчĕ. Тасамарлăха тÿсме пултараймастчĕ. Лавккана та, шыв ăсма та кайса килетчĕ. Апатне те пĕçеретчĕ. Пĕр сăмахпа, пур ĕçе те тунă. Аннен сасси уçăччĕ, юрлама кăмăллатчĕ. Çавăнпа ăна ĕçкĕсене юрлама чĕнетчĕç. Çывăх çыннăмăр хăнана кайсан та пирĕн валли хĕвне çăкăр чиксе килетчĕ. Эпир çăкăрсăр ларни пайтах пулнă. Анне кăшт та пулин ĕçлесе илес тесе сетка çыхатчĕ. Ăна ял-йыша, килен-каяна 20 тенкĕпе паратчĕ. Ялта ăна пурте хисепленĕ. Эпĕ унран паянхи кунчченех тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Аннене ылтăн палăк лартмалла пирĕн. Вăл вĕрентнисем яланах асра. «Çыннăнне ан тыт! Çук тăк — тыт та ту. Эсĕ тумасан кам тăвать?» — тетчĕ çывăх çыннăм. «Çынна усал ан ту. Çынна усал сунатăн, çав усалĕ каяллах çаврăнса çитет. Лайăх туни те каялла таврăнать», — тени те асăмрах. Чăн та, ырă ĕçсем тунă хыççăн çынна лайăх тăк, манăн чунра та савăк. Анне вăрçă ачи пулнă. Тăхăр ачаллă çемьере çитĕннĕ. Йывăр килнĕ, çимелли пулман. «Кунăн куçĕ курмасть, пĕрех пурăнмасть-ха», — тесе ăна ашшĕ-амăшĕ апат та çитермен. Вăл пĕрех пĕртăвансен апатне пĕртак вăрлакаласа çиме май тупнă. Шăпа тени тĕрлĕрен килет çав. Тăхăр ачаран чи нумай пурăнаканни анне пулчĕ. 72 çула çитейрĕ. Пирĕншĕн çывăх çыннăмăр Турă пекех. Тĕрĕссипе, ун пирки калама манăн сăмах та çитмест, «лайăх» тени питĕ сахал вăл уншăн», — чунне уçрĕ Сергей Алексеевич.

Пурнăçра хурине те, шуррине те курнă, мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ ачасем яланах ырă, пуçаруллă, тĕслĕхлĕ пулаççĕ. Сергей Тарасов та ĕçĕнче те, ялĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Ăна çынсем хисеплеççĕ. Çамрăксем те ун еннелле туртăнаççĕ. Вăл вара хăйне амăшĕ вĕрентнисене ачисене ăса хывма пулăшать. Мăнукĕсене курма ĕмĕтленет. «Çĕнĕ кайăксене» каласа памалли те, кăтартмалли те пайтах унăн...

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.