Пĕчченлĕхпе тунсăха сирсе…
Илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕ. Икĕ айккипе те — вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман. Тÿпенелле кармашакан ĕмĕрхи хырсен ытамĕнче хÿтлĕх тупнăн туйăнать Ишлĕ. Ял халăхĕ çак вăхăтра вăрмантан таврăнмасăр кăмпа пуçтарать. Çывăрма хăнăхман ку тăрăхрисем, кĕрĕн мăнтăр кунĕпе тĕллевлĕ усă кураççĕ, тулли кунтăк, карçинкка йăтса утакан çул тăршшĕпехчĕ. Çак тăрăхра, сăмахпа каласа кăтартма çук хитре вырăнта, пирĕн автор, «Чăваш хĕрарăмĕн» çывăх тусĕ — Иван Петрович Ерофеев — пурăнать. Инçе çула пăхмасăрах нумай пулмасть ун патне кайса килтĕмĕр.
Петросянран кая мар
Иван Петрович «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем килессе ир-ирех кĕтме тытăннă. Кăнтăр вăхăчĕ иртсен те хăнасем çуккине кура пăшăрханма пуçланă. «Ниепле çитсе пĕтме çук çак упа шăтăкне кам килтĕр, çулĕ ытла та аякра-çке», — шухăшланă ăшĕнче. Килте хĕрарăм алли çук пулин те, çынна чей ĕçтермесĕр кăларса яма хăнăхманскер, тулли сĕтел хатĕрленĕ вăл. Лавккаран çемçе çăкăр туяннă, çăмарта пĕçернĕ, пылĕ те, çырли-кăмпи те пур. Пăлтăрта — карçинкка тулли сĕтеклĕ панулми. 81 çулта пыракан Иван Ерофеев мăшăрĕ вилнĕ хыççăн икĕ хутлă çуртра вунă çул ĕнтĕ пĕчченех пурăнать. Хăтлăх хуçаланать типтерлĕ арçын кил-çуртĕнче: кашни япала хăй вырăнĕнче, урайĕ те тап-таса. Пĕрремĕш хутра — кухня, çÿлте — çывăрмалли пÿлĕмсем. Пĕчченлĕхе хăнăхнă ĕнтĕ вăл, апатне те хăех янтăлать. Тĕрлĕ пăтă, яшка пĕçересси йывăр мар уншăн. Çурта «кăвак çулăм» кĕртсен те вырăс кăмакине пăстарман вăл. Тутлă чейпе хăналаннă хыççăн Иван Петрович «Юратупа вилĕм куççулĕ», «Тайгари вăрă-хурах» кĕнекисене туртса кăларчĕ. Унăн сăввисем — çутçанталăк, пурнăç, тăван ял, вăрçă çинчен. Сивĕ кăмака çумне тĕршĕннĕ кил хуçи сăвă хыççăн сăвă вулама тытăнчĕ. Хавхаланупа пĕрлех чун ыратăвĕпе тунсăх та палăрчĕ вĕсенче. Шÿтлĕ сăвăсем хайлама ăста вăл. «Сцена çине хăпарсан çынсене пĕр-ик сехет култарма пултаратăп эпĕ. Петросянран нимпе те кая мар», — йăл-йăл çиçет «Чăваш хĕрарăмĕн» тусĕ. Халь тепĕр кĕнекене кун çути кăтартас шухăшпа пурăнать Иван Петрович. «Асат хуçнă шăпам» ятлă пулĕ вăл. Хăйĕн кунçулне, чире пула вăхăтсăр уйрăлса кайнă мăшăрне сăнланă унти сăвă ярăмĕсенче. Район хаçачĕпе 45 çул туслă çыхăну тытать, «Чăваш хĕрарăмне» мĕн тухма тытăннăранпа алран ямасăр вулать вăл. Ял çыннисене йăх йывăççи тума, шкул ачисене сочинени çырма пулăшать Иван Ерофеев.
Улма-çырла сачĕ
Кил хуçи ватăлнă улма йывăççисен вырăнне çĕннисене лартнă. Сад пахчинче йĕпсĕр хурлăхан, хурлăхан, фундук, китай лимонникĕ, йошта, иçĕм çырли, яппун айви, чапăр курăкĕ çитĕнтерет вăл. Çĕр çырли те пысăк лаптăк йышăнать. «Айва çуркунне хитре çурăлать, пахчаран тухмасăр хĕрлĕ çеçкипе киленетĕп. Кăçал тĕм пĕрремĕш хут çырла пачĕ. Компот вĕретрĕмĕр унран», — тураттисене айккинелле сирет сад ăсти. Темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç ÿстерет Иван Петрович. «Çынсем ыхра лартаççĕ-ха, анчах та ăна мĕнле çитĕнтермеллине пĕлмеççĕ. Вăрттăнлăхне уçса парам-ха сире, тăррине /вăрлăхне/ вăхăтра татмалла, унсăр пуçне чăмăртаннă ыхра пуçне тăпраран тасатмалла, çимĕçĕ курăнсах тăтăр. Çапла майпа вăл питĕ шултра çитĕнет», — тăрăшсах ăнлантарать пахчаçă.
Чун савăнчĕ…
— Çимĕк уявĕ халĕ те асран каймасть, вăйлă ирттертĕмĕр ăна кăçал. Ачасем, хитре-хитре майра çавăтнă мăнуксем, мăнук ачисем килсе çитрĕç. Ку пÿртре тахçантанпа çакăн чухлĕ çын пухăнманччĕ. Вĕт-шакăр анкартинче, картишĕнче икĕ кун тĕпĕртетнине курса чун савăнчĕ. Çемьепех лайăх çав, пĕчченлĕхе кам юраттăр, эпĕ те тунсăхлатăп, хаçатсемпе йăпанкаласа вăхăта ирттеретĕп, çыратăп. Ачасен — хăйсен çемйи. Çапах та пăрахмаççĕ мана, епле пушă вăхăт тупăнать, тÿрех ман пата вĕçтерсе çитеççĕ. Асли Роза — тухтăр, вăл Мускавра ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕшĕ Тамара коопераци институтне ылтăн медальпе пĕтернĕччĕ, халь пĕр предприятире тĕп бухгалтерта тăрăшать. Вăталăххи Коля — предприниматель, вăл Мускавра тымар янă. Тăваттăмĕшĕ Петр ШĔМре ĕçлесе пенсие тухнă хыççăн та ĕçсĕр лармасть. Кĕçĕнни Ирина хамран ытла аякрах мар, вăл Кĕçĕн Арапуçра пурăнать. Шкулта химипе биологи учителĕнче тăрăшать. Çимĕке килнĕ ачамсене, мăнуксене, пурне те — вунсаккăрăшне — пĕрер пин тенкĕ тыттартăм. 8 мăнук, мăнук 4 ачи халь манăн. Пулас кинсен шутне пĕлейместĕп хальлĕхе, — шÿтлесе те хăпартланса калаçать Иван Петрович.
Сĕтел-пукан, хурт-хăмăр ăсти вăл. Вунтăватă çулран фермăра тăрăшнă, кирпĕч хĕртнĕ, бригадирта вăй хунă. Яла «кăвак çулăм» çитиччен халăха газ баллонĕпе тивĕçтернĕ. Ишлĕ ял тăрăхĕн депутачĕ те пулнă. Хăй ĕмĕрĕнче икĕ çурт лартнă: пĕри — йывăçран, тепри — кирпĕчрен. Ылтăн алăллăскер вăхăтĕнче çур яла чÿрече хашакĕ, алăк ăсталаса панă. 30 çул ытла хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. «Пĕччен йывăртарах пулнăран иртнĕ çул вĕллесене сутса ятăм. Ултă хутчен çĕçĕ айне выртма лекнĕ мана. Хăрах пÿре тахçанах çук. Мĕнех, Турă панă кунсене пурăнмаллах, пĕчченлĕхпе тунсăха сирсе малалла утмалла. Аптраман таврашсем эпир. «Чăваш хĕрарăмĕпе» çак тĕнчерен уйрăлса каймасăр та çыхăну тытма пăрахмастăп. Сывлăш пекех кирлĕ вăл мана. Эпĕ ăна пĕр саспалли сиктермесĕр вулатăп, ял çыннисене те çырăнма хистетĕп», — сывпуллашрĕ Иван Петрович.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.