Комментари хушас

23 Авăн, 2016

Тарифсем çивĕччĕн калаçтараççĕ


Ресурссемпе тивĕçтерекен тата кредит паракан организацисем сĕннипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Коммуналлă технологисем» обществăн малашнехи ĕç-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă ыйтупа канашлу ирттернĕ.

ЧР конкуренци политики тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Кадилова пĕлтернĕ тăрăх — РФ Монополипе кĕрешекен служби предприяти хăшпĕр енĕпе çĕкленĕ ыйтусене тивĕçтерме йышăннă. Уйрăммăн илсен пăс пулса куçакан ăшă энергийĕ парса тăнăшăн, ăна пăрăхпа хăваламалли хатĕрсене пăхса тăнăшăн, В.И.Чапаев ячĕллĕ тата «Т Плюс» обществăсенчен ăшă энергийĕ парса тăнăшăн пурнăçлакан пулăшу ĕçĕшĕн тарифсене улăштарнă. М.Кадилова общество Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар халăхне пырса тивекен ăшă энергийĕн тата хваттерсене паракан вĕри шывăн тарифĕсене улăштарма йышăну кăларманнине пĕлтернĕ.

Предприяти асăннă службăн хăйне пырса тивекен йышăнăвĕсемпе килĕшменрен ЧР Аслă судне тавăç тăратнă. Тавлашу ăшă энергийĕн тарифĕсем пирки пырать. «Коммуналлă технологисем» служба туса панă хаксемпе килĕшмеççĕ. Тавăçа тишкерме прокуратура та хутшăнать. Предприяти тĕп хула администрацийĕ умĕнче çеç 50 миллион тенкĕлĕх парăмра.

И.Моторин канашлăва пĕтĕ¬млетсе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕсене, тарифсен службине, строительство министерствине икĕ эрне хушшинче общество ĕç-хĕлне малашне мĕнлерех йĕркелессипе уçăмлă сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă.

  Юрий МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.