Комментари хушас

21 Авăн, 2016

Чăваш Ен Китай тĕнчипе çывăхланать

Çапла çирĕплетсе калама сăлтав чылай. Чăваш Енпе Китай Халăх Республики хушшинчи хутшăнусене йĕркелес тĕлĕшпе кăçал сахал мар ĕç тунă.
Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа çыхăнса ĕçлемелли канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕччĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннăччĕ. Михаил Васильевич тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕн заместителĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕпе Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ тунăччĕ.
Лю Ли ертсе пыракан делегаци Шупашкара та çитсе курнăччĕ. Йышра бизнес, вĕренÿ енĕпе ĕçлекенсем ытларахчĕ. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче хăнасене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йышăннăччĕ. Университет ректорĕ Андрей Александров тата Аньхой университечĕн парти комитечĕн генеральнăй секретарĕ Ли Женьцюнь ЧПУра икĕ университет вăйĕпе Китай культура центрĕ йĕркелесси çинчен килĕшĕве алă пуснăччĕ.
Ĕнер вара Наци библиотекине Аньхой провинцийĕн тепĕр делегацийĕ килсе çитрĕ. Унти культура департаменчĕн директорĕ Юань Хуа ертсе пыракан йыш та /унта çавăн пекех библиотека директорĕ Ху Минь, каллиграфипе живопиç институчĕн директорĕ Лю Тинлун, ыттисем/ ырă пуçарупа — икĕ вулавăш хушшинче çыхăнусем йĕркелесе ярас тĕллевпе — çитнĕ. Пирĕннисем вара хăнасене тепĕр пулăмпа савăнтарчĕç: библиотекăра Китайпа паллаштаракан информаципе культура центрĕ уçрĕç.
Китай культура ĕçченĕсене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова, вулавăш ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Чăваш кĕвви-çеммипе савăнтараканĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан студентсен «Юрай» фольклор ансамблĕ пулчĕ. Хăнасене кĕçех çĕнĕ центра йыхравларĕç.
Тĕнчери халăхсен чĕлхиллĕ литература пайĕнчи пысăках мар хăтлă пÿлĕмре — Китай сувенирĕсем, «Китайăн тĕлĕнмелле тĕнчи» кĕнеке куравĕ. Стена çинче — Конфуций портречĕ, вăл каланă сăмахсене паннона вырнаçтарнă, мачча çинче — Китай хунарĕсем. Ятарлă сĕтел çинче — хальхи информаци технологийĕн вăйĕпе усă курса Китая, Аньхоя çитсе курма, аслă халăхăн культурипе паллашма пулăшакан хатĕрсем. Кунтах — Китай авторĕсен чăвашла куçарнă произведенийĕсем: Мао Цзедун сăввисем, Лу Синь калавĕсем. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче икĕ çĕршыв хушшинчи çыхăнусем туслă пулнине çирĕплетеççĕ çаксем.
Тĕрĕссипе, Светлана Старикова палăртнă тăрăх — Китай халăхĕсен культурине сарас тĕлĕшпе Наци библиотекин хальхи опычĕ те чухăн мар-мĕн. Вулавăша çÿрекенсем маларах та Китай культурин кунĕсене ирттернĕ, асăннă çĕршывра виртуаллă çулçÿревре пулса курнă, китайла вĕрентекен курссем ĕçленĕ.
Çĕнĕ центр вара мĕн парĕ? Константин Яковлев министр шухăшĕпе — Чăваш Енре Китай культурине пропагандăлама пулăшĕ. Вăл республикăра пурăнакансене инçетри туссен литературипе, культурипе, искусствипе çывăхлатĕ. Кунта çавăн пекех Китайри пултарулăх тата ăслăлăх коллективĕсене йышăнма, китайла вĕрентме, семинарсем, тренингсем йĕркелеме палăртаççĕ. Центрта информацин кирек хăш енĕпе те — пичет, цифра, мультимедиа, видео хатĕрĕсемпе — усă курма майсем пур.
Тĕлпулу вăхăтĕнче тĕнчипе паллă Геннадий Айхи поэтăн пĕр сăвви чăвашла тата китайла янăрарĕ. Ăна ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев тата Аньхой библиотекин директорĕ Ху Минь вуларĕç.
Наци библиотекин Наци символĕсен залĕнче Светлана Старикова тата Ху Минь икĕ библиотека çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿ турĕç.
Надежда СМИРНОВА
 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.