21 Авăн, 2016
Кун йĕркинче — хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем
Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи транспорт прокурорĕпе Тимур Кебековпа курнăçнă.
Тĕлпулура регионти транспорт хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, «Хăрушлăхсăр хула» программăна пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Республика Пуçлăхĕ çĕршыв Президенчĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев — транспорт хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине — палăртни çинчен каланă. «Эпир республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр», — тенĕ Михаил Игнатьев.