21 Авăн, 2016
Тăванран та çывăхрах
Ялта тĕпленсе пурăнакан кашни çыннăнни пекех хуçалăхĕ çирĕп те тĕреклĕ унăн. Çурт-йĕре пăхмасан унтан арканать, кунтан юхăнать. Çавна май сăнаса-юсасах тăрать. Хĕл çывхарса килнĕ май ăна хутса ăшăтасси пирки шухăшламалла тата: пĕччен мар вĕт, çирĕм виççĕн тĕпленнĕ унта.
Аслă ăру çыннисен тĕрекĕ
Станислав Матвеев Красноармейски районĕнчи социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн Чатукассинчи аслă ăру çыннисемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмне, халăхра калашле ветерансен çуртне, ăна уçнă пĕрремĕш кунранпах ертсе пырать. Тĕрĕссипе, ăна йĕркеленĕ тапхăртанпах темелле пулĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсемпе çĕкленĕ ача сачĕн икĕ хутлă çуртне 2001 çулта çĕнетсе улăштарчĕç, ватлăхра пĕччен юлнă кинемейсемпе мучисене тивĕçтермелле майлаштарчĕç. Ăна уçмашкăн Чатукассине хаклă хăнасем йышлă килнĕччĕ: Шупашкартан, районтан кăна мар, Мускавран та. Раççей Пенси фончĕн ун чухнехи ертÿçи Михаил Зурабов социаллă учреждение аталантармашкăн 700 пин тенкĕ парнеленĕччĕ.
Çавăнтанпа кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче 15 çул çитет. Хăйне май юбилей. Сĕтел хушшинче йышпа пĕрле паллă тăвасшăн ăна ватăсем. Уява хăнасем килеççех. Апла тăк вĕсене кĕтсе илме хатĕрленмелле. Унччен маларах Аслă ăру çыннисен кунне паллă тумалла, йышлă çемьери кашни çынна парнепе савăнтармалла. Унăн хакĕ мар, хăйсене манăçа кăларманни ватăсен чунне ăшăтать. Патшалăх хÿтĕленине, социаллă ĕçченсем пулăшнине пурте тивĕçлипе хаклаççĕ. Станислав Николаевич хăйсенчен чылай çамрăккине пăхмасăр унпа чуна уçса калаçаççĕ-канашлаççĕ. Тăванран та çывăхрах вĕсемшĕн ертÿçĕ. Ырă та уçă кăмăллăскер кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пултарать, йывăр самантра пулăшма васкать.
Чун туртăмĕ
Станислав Матвеев ку тăрăхрах çуралса ÿснĕ. Вăл — Çĕнĕ Выçăлккăран. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн районти хатĕрлев кантурĕнче ĕçлеме тытăннă, кун-çулне суту-илÿпе çыхăнтарма тĕв тунă. Социаллă тытăм пирки шухăшлама та пултарайман ун чухне: вĕсен йăхĕнче аслă ăру çыннисем ватлăх кунĕсене тĕпкĕче юлнă ывăл-хĕрĕн çемйинче ирттернĕ, мăнукĕсене çитĕнтернĕ. Матвеевсен йышлă çемйинче те çаплах пулнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пурнăç йĕрки тĕпрен улшăнсан кинемейсемпе мучисенчен чылайăшĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Патшалăхăмăр хăйĕн çыннисене пăрахмарĕ, хăй хÿттине илчĕ, ятарлă çуртсем уçрĕ. Вĕсенчен пĕрне Чатукассинче йĕркелерĕç. Ăна ертсе пыма сĕнсен турткаланса тăмарĕ Станислав Николаевич, çăмăл пулас çуккине пĕле-тăркачах килĕшрĕ: район центрне куллен çÿремелле мар, вырăнĕ — тăван тăрăхра. Аслă ăру çыннисемпе хутшăнма çăмăл ăна: хатĕрлевçĕ патне тир-çăм пама вĕсем ытларах çÿреççĕ мар-и. Унсăр пуçне аслисене хисеплесси амăшĕн сĕчĕпе пĕрлех чуна-юна кĕрсе вырнаçнă. Ашшĕн, ятлă-сумлă колхоз ертÿçин, ачисемпе ларма вăхăчĕ пулман-ха. Тĕпренчĕкĕсене кунĕпе курман темелле: ĕçе васканă чухне шăпăрлансем çиччĕмĕш тĕлĕк курнă, Николай Матвеевич киле таврăниччен ăшă ыйха путнă. Амăшĕ çирĕп тытнă, ĕçе хăнăхтарнă, аслисене сума сумалли пирки аса илтернĕ. Паллах, ашшĕ те ывăл-хĕрне ырă витĕм кÿмесĕр пулман.
Çав çулах Станислав Николаевич социаллă университета куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. «Малтанхи вăхăтра ветерансен çуртĕнче 3 çын кăначчĕ, вăхăт иртнĕ май йыш хушăнса пычĕ. Тăван кил ăшшине кунта тупнисем паян 23-ĕн. Хамăр районтан килнисем — 13-ĕн. 10-шĕ — ытти çĕртен, — тет ертÿçĕ. — Килĕштерсе пурăнатпăр». Вăл пĕлтернĕ тăрăх — патшалăх çуртне вырнаçакансен йышĕнче юлашки çулсенче арçынсем ытларах. Пĕтĕмĕшле илес тĕк, кунта килсе тĕпленес тĕллевлисем те сахалланса пыраççĕ: ватлăх кунĕсене ачисемпе мăнукĕсен хушшинче ирттерни чылайăшĕшĕн — вышкайсăр телей. Пĕчченлĕхре юлнисемшĕн, сусăрсемшĕн вара хÿтлĕхĕн пĕртен-пĕр утравĕ — социаллă уйрăм.
Çăтмахринчен кая мар
Пурăнмашкăн, канмашкăн услови çителĕклех кунта. Пÿлĕмсенче таса та çутă, хăтлă. Кунне тăватă хут апатлантараççĕ. Кăмăлу пур тăк хаçат-журнал вула, радио итле, телевизор кур е алĕçĕпе чунна кантар. Ялти шкулта вĕренекенсем ветерансемпе час-часах тĕл пулаççĕ, уявсенче вĕсене юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Нумаях пулмасть Мускаври «Русская гармонь» ушкăн артисчĕсем килсе концерт кăтартрĕç. Вырăнти культура ĕçченĕсем те ватăсене манмаççĕ. Вырсарни шкулне çÿрекен ачасем чиркÿ уявĕсенче социаллă учрежденире пурăнакансем патне хăнана килеççĕ.
«Ватă çынсен кун-çулне çăмăллатассишĕн 13-ĕн тăрăшатпăр. Вĕсен йышĕнче — 5 социаллă ĕçчен, 2 повар, 1 тирпейлÿçĕ тата ыттисем.
Çулсем иртнĕ май кинемейсемпе мучисем халсăрлансах пыраççĕ, иртнĕ çулсенчи пек хушма хуçалăхра ĕçлейми пулчĕç. Çавна май пахчара, теплицăра социаллă ĕçченсен ытларах тăрăшма тивет. Çеçмер ялĕнчи Валерий Шумилов фермера пулăшма хамăр йышпах çÿретпĕр. Вăл ветерансен çуртне пахчаçимĕçпе тивĕçтерет, — тет ертÿçĕ. — Çапла майпа ватă çынсен апатланăвне йÿнетме май килет».
Хăтлă, меллĕ...
Аслă ăру çыннисене хăтлăх кÿрес тĕллевпе котельнăя, тасатса кăларакан сооруженисене, канализаци тытăмне çĕнетсе улăштарнă. Сусăрсене куçса çÿремешкĕн меллĕрех пултăр тесе коридорта порученьсем вырнаçтарнă, кĕрсе тухмалли çĕрте пандуссем лартнă. «Ăна улăштартăмăр, кăна çĕнетрĕмĕр тени лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ветерансем тивĕçекен социаллă пулăшу пахалăхне куллен ÿстерсе пымаллине туйса тăраççĕ асăннă тытăм ĕçченĕсем. Пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурас енĕпе туалетсен алăкĕсене анлăлатмалла, территорие сусăрсене çÿреме меллĕ пултăр тесе хăтлăлатмалла — пысăк хуçалăхра ĕçĕ тупăнсах тăрать. Пур çĕрте те арçыннăн çирĕп алли кирлĕ. Кунĕпех кунта пулма тивнĕрен тепĕр чухне килти ĕçсене вăхăтра пурнăçлама ерçейменни те пулать. Тавах çывăх çыннăмсене, хуларан килсе пулăшаççĕ. Вĕсем ăнланни, районти социаллă пулăшу центрĕн ертÿлĕхĕ хавхалантарса пыни кăмăла çĕклет, ватăсен пурнăçне ырăлăх кÿме хистет», — çапла шухăшлать Станислав Матвеев.
Валентина ИЛЬИНА.
Красноармейски районĕ