Комментари хушас

20 Авăн, 2016

Педагог тивлечĕ - ачасене ырра хăнăхтарасси

Ятлă-сумлă, педагогикăра чăн профессионаллăхпа палăрса тăракан пĕр-пĕр вĕрентекенпе вулакана çывăхрах паллаштарас тĕллевпе ку е вăл шкула çула тухсан пуçăма яланах В.Ключевский каланă сăмахсем аса килеççĕ: «Лайăх вĕрентекен пулас тесен хăв мĕне вĕрентнине те, кама вĕрентетĕн, çавна та юратма тивĕç». Красноармейски салинчи 2-мĕш шкула пырса кĕнĕ вăхăтра пуçламăш классене вĕрентекен Галина Васильевна НИКИФОРОВА хĕрсех урок ирттеретчĕ — эпĕ те хама иккĕмĕш класс вĕренекенĕ вырăнĕнче туйса куртăм. Вĕрентекен сăмахне парта хушшинче ларакан «тантăшăмсем» пекех тимлĕ итлерĕм, паллах — тарăнрах хакласа-тишкерсе. Çур урокра ачасемпе вĕрентекен хушшинчи тĕлĕнмелле ăнланулăха асăрханă май

В.Ключевский сăмахĕнчи «лайăх учитель» умăмра тăнине, Галина Васильевна ача тĕнчине пуянлатмах çуралнине ăнкарса илтĕм.

Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври 200 пултаруллă педагога премипе наградăласси çинчен

Указ кăларнă. Телейлисен черетлĕ списокне Чăваш Енри 10 вĕрентекен лекнĕ. Вĕсенчен пĕри —

Галина Никифорова. Акă мĕнле пысăк сăлтав Трак тăрăхне çула тухма хистерĕ.

\ Вăйăран — чăнлăха

Иккĕмĕшсен — вырăс чĕлхи урокĕ. 45 минут тăршшĕнче класри çирĕм ытла ачаран пĕрре те пулин ура çине тăманни юлчĕ-ши, юлмарĕ те-ши? Галина Васильевна темăпа килĕшÿллĕн кашнин шухăшнех итлеме тăрăшни сисĕнчĕ. Урок темине çуркуннехи вăрманпа çыхăнтарнă та — вĕренекенсем кайăксене сасăпа евĕрлесе пăхрĕç, çуркуннене кĕркуннен тунсăхлăрах ташшине те «парнелерĕç». Пĕр сăмахпа, пĕлÿ парас тĕп тĕллевпе пĕрлех вĕрентекен ачасен чунне пуянлатас тени палăрчĕ.

— Ачалăхăр чунăртах пулас — хăвăра шăпăрлансемпе пĕр шайра тытма та пултаратăр, — терĕм урок тăршшĕпех Галина Васильевнăн ăсталăхĕпе киленсе ларнă май.

— Ачасемпе çывăхланас тесен тĕрлĕ вăрттăнлăхпа усă курма тивет. Паллах, ÿсĕме пăхмасăр — хама вĕсен шайĕнче тытма та. Пуçламăш класра вĕрентекен ача чунĕллĕ пулмасан — вĕренекене те, вĕрентекене те йывăр. Пĕчĕкскерсем хăйсемпе çывăхрах çынна ытларах шанаççĕ. Шанăç вара кашнин чун-чĕри патне кирлĕ «уçă» тупма пулăшать, — педагогăн профессионаллăх «азбукине» тĕпчеме тытăнтăмăр та.

Ачалăх тенĕрен, Галина Васильевнăн учитель профессине суйласси те пĕчĕк чухнех, хăй кун пирки шухăшласа иличченех, никĕсленме пуçланă. Канаш хулинче ÿснĕскер акă епле асилет çакăн çинчен:

— Пирĕн килте кĕнеке питĕ нумайччĕ. Çавсене тытма атте-анне чарман — вĕсемпе шкулла та выляттăмăр. Люда аппа, Саша шăллăм тата эпĕ Хĕвелтухăç районĕнче пурăнакан мĕнпур ачана хамăр йĕркеленĕ «шкула» йыхравлаттăмăр. Аппа — директорччĕ, эпĕ — вĕрентекен, шăллăм — хуралçă.

Вăйăри роль чăн пурнăçа кĕресси вара Галина Петрова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Канашри педучилищĕне вĕренме кайнинчен пуçланать.

— Вĕренме кайма шухăш тытни çинчен никама та каламарăм. Шкултан /хулари 6-мĕш шкулта вĕреннĕ. — Авт./ ярасшăн пулмасса пĕлсе тăраттăм-ха та. Ольга Матвеева, пирĕн класс ертÿçи, ман пирки «сылтăм алă» тетчĕ — ăна пушшех кулянтарас килмерĕ, — хăйĕн вĕрентекенĕсене паян та пуç тайма хатĕр сумлă педагог.

Шыравçă талайĕ

Кун-çулĕнче ырă çынсем, малашнехи сукмака такăрлатас тĕлĕшпе сĕнÿ-канаш паракансем, тупăнсах пынине палăртать вăл. Педучилищĕрен вĕренсе тухсан Шупашкарта юлма май пур çĕртех çамрăк специалист тĕп хулана Красноармейскипе «улăштарнă». Мăшăрĕ, Владимир Михайлович, ку тăрăхран пулнăран. Кĕçĕн Шетмĕри шкулта, ун хыççăн — Красноармейски 1-мĕш шкулĕнче ĕçленĕ.

— Пĕррехинче районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Дмитрий Иванов мана чĕнсе илчĕ. Пионерсен çуртĕнче ĕçлеме ÿкĕте кĕртрĕ. Пысăк ĕмĕтпе пурăнтăмăр пĕр хушă — ачасен пултарулăх чăн-чăн керменне хăтлас теттĕмĕр. Шел, тĕрлĕ сăлтава пула пирĕн тĕллевсем пурнăçланаймарĕç. Хуçăлнă çунатпа кайăка та вĕçме йывăр — пăрахса кайрăм ку ĕçрен. Красноармейски салинче тин çеç уçăлнă иккĕмĕш шкула ĕçлеме куçрăм, — професси çулĕпе малалла паллаштарчĕ Галина Никифорова.

Мĕн пулса иртет — йăлтах ырра теççĕ-и-ха? Çĕнĕ вырăнта çĕнĕ вăй-халпа ĕçлеме пуçлать вăл. Пĕлÿ тĕнчине тин ура ярса пуснă шĕвĕрккесемшĕн шкулăн воспитани пĕлтерĕшĕ тĕпре пулмаллине ăнланса ачасене класс тулашĕнчи мероприятисене тăтăш явăçтарать.

— Чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлетĕп ĕнтĕ ку шкулта — ман тĕле нихăçан та япăх ачасем лексе курман. Ахăртнех, çавăнпах пĕр çĕнĕлĕх хыççăн теприн патне ăнтăлнă. Эпĕ «уçман çереме» хута ямашкăн çав тери кăмăллатăп. Шыравçă характерне ачасене те «ертсен» — хĕпĕртетĕп. Çапла пилĕк çул каялла, сăмахран, çамрăк космонавтсен отрядне йĕркелесе ятăмăр. Çуллен тĕрлĕ мероприятие хутшăнса малти вырăнпа таврăнаттăмăр. Икĕ çул каялла республикăри «Космоса çул хыватпăр» наука-практика уçă конференцийĕнче отряд çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ, — хăй пуçарнă ĕçсене сăпайлăн кăна асăнать вĕрентекен.

2006 çулта республикăри «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсăн лауреачĕ пулса тăнă, 2007 çулта Раççейĕн чи лайăх вĕрентекенĕсен йышне кĕрсе — 100 пин тенкĕлĕх гранта, 2013 çулта — «Раççей сывлăх учителĕ» конкурс лауреачĕн ятне, 2014 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ... Çитĕнÿсене асăнса та пĕтереймĕн.

Манăçми урок

Кăçалхи çула республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă май Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви «Технологи чи лайăх урокĕ. Манăн Чăваш ен» конкурс пуçарнă. Унăн çĕнтерÿçи — пирĕн паянхи герой Галина Никифорова.

— Чи кăсăкли — çак урока ăмăрту пуласса пĕлтернĕрен ятарласа хатĕрленсе ирттермен эпĕ. Малтанрах пулнă урокăн материалне конкурса тăратрăмăр та — тÿресем ăна чи лайăххи тесе йышăннă, — калаçăва тăсрĕ вĕрентекен. — Эпĕ хевтесĕр ачасемпе вĕсен килĕнче те урок ирттеретĕп. Сăмах май, хальхи вăхăтра вĕсене сывă ачасен хушшинче вĕрентессипе çине тăма пуçланăшăн хĕпĕртетĕп. Чăннипе, эпĕ чылай çул ашшĕ-амăшĕн чун ыратăвне ăнланса сывлăх тăрăмне пула шкула çÿреймен ачасемпе килне кайса занятисем йĕркелеттĕм. Пурăна-киле манăн проект пиçсе çитрĕ — «Эпĕ пĕччен мар» ят патăм ăна. Вĕренÿ тытăмĕ кĕçех хевтесĕр ачасене сыввисемпе тан тимлĕ пăхасса сиснĕ-туйнă тейĕн. Çакă та — малтан пĕлсе-курса тăрасси — Турă пани тесе шухăшлатăп. Урок патне таврăнар. Сывлăхĕпе хавшакрах Сашăна пусма татăкĕсенчен пукане тума вĕрентмеллеччĕ. Çак урока унăн асламăшне явăçтарма тĕв турăм. Хăйĕн арчинчи пуянлăхпа — алĕç япалисемпе — паллаштарсан аван-çке. Ватă çын хаваспах килĕшрĕ. Хăйне çуралсанах чĕркенĕ кипкене те кăларчĕ. Çавна курсан мăнукĕн куçĕ еплерех çиçнине аслисем савăнса сăнарăмăр. Урокра «Илемлĕ чăваш тĕрри» юрра пĕрле шăрантартăмăр. Çакăн валли купăса та пĕрле илнĕччĕ. Сашăн ашшĕ никама систермесĕр çак самантсене телефонпа ÿкернĕ пулнă. Урока нимĕн улăштармасăр конкурса тăратма видеоматериал пурри хистерĕ. Хĕрачана хăй ăсталанă пукане питĕ килĕшнĕ, ăна вăл çывăрнă чухне юнашар хунă. Класа та илсе килнĕ ăна. Пурин кăмăлне те кайнăран ыттисемпе те çав пуканене янтăлама тиврĕ вара. Ăсталăх класне, паллах, Саша ертсе пычĕ.

Хăй те — вĕренекен

— Ман тĕле çĕнĕлĕхсемпе сăнавсем тăтăшах тупăнса пыраççĕ. Темиçе çул каялла эпĕ Занков меслечĕпе вĕрентессине алла илме Мускава ятарлă курса кайнăччĕ. Ку енĕпе районта тьютер пулма тиврĕ. Ун хыççăн «Малашлăхлă пуçламăш шкул» программăпа пĕлÿ илтĕм. Ку енĕпе республикăри педагогика вулавĕсене пирĕн шкулта ирттересси йăлана кĕчĕ. Юлашки икĕ çул Федерацин патшалăх тĕп стандарчĕсемпе ĕçлеме хăнăхатпăр. Пĕр сăмахпа, вăхăтпа тан утас тесен професси пĕлĕвне ÿстерсех пымалла. Пĕлÿ шайĕ чи малтанах çитĕнÿ тума мар, хамăра çирĕп туйма кирлĕ, — шухăшне уçать Галина Васильевна.

Опытне пуянлатсах пыракан учитель вĕренÿ ĕç-хĕлне çĕнĕ меслетсем кĕртнине çирĕплетсе унăн ĕçтешĕ Наталья Ефимова, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, çапла каларĕ:

— Галина Васильевна кĕçĕн класри ачасене вăтам звенона çăмăллăн куçма пулăшас тесе тĕрлĕ меслетпе усă курать. Пĕррехинче вăл мана хăй ертсе пыракан иккĕмĕш классемпе кружок йĕркелеме сĕнчĕ. «Хĕвелçаврăнăшра» виçĕ çул сăмах илемне туйма хăнăхтартăм вĕсене. Пиллĕкмĕшне çитрĕç те — вĕсене пĕлÿ пама раснах çăмăлраххине сисрĕм. Пуçламăш звенора пĕлÿ паракан вăйлă учитель ĕçĕ ачасем ÿссе пынăçемĕн вĕсене ытти вĕрентекен хавхалантарса пыма ÿркенмесен кăна хăйĕн чăн «çимĕçне» парать.

Аслă ăрури çынсене хисеплеме, çут çанталăка упрама, Тăван çĕршыва юратма — ачасене ламран лама куçса пыракан çакнашкал тĕп хаклăхсене ăша хывтарасси вулама, çырма, шутлама вĕрентессипе танах /е ытларах та/ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса педагог ăсталăхне куллен туптать Галина Никифорова. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнăран ача чухне вырăсла калаçса ÿснĕскер ялти шкулта ĕçлеме тытăнсан чăваш чĕлхине ятарласа вĕреннĕ. Пурăна-киле чăвашла сăвă çырма та, юрă хайлама та пуçланă — чунĕ çапла ыйтнă. Хĕрне çавăн пек чун пуянлăхĕ парнеленĕшĕн Василий Петровичпа Валентина Андреевна Петровсене тав тумалла. Мĕн акатăн, çавă шăтать теççĕ — Петровсен йăхĕнче ырра вĕрентесси арифметика прогрессийĕпе сарăлса пытăрах эппин.

Ирина ИВАНОВА

Пурăн, ял шкулĕ!

Нумаях пулмасть Чăваш Енре пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съездне шкул хутлăхĕнчен аякра тăракан çынсем те анлă сÿтсе явасса чылайăшĕ кĕтменччĕ-тĕр. Раççей ертÿлĕхĕнчи сумлă хăнасем республикăна килнине хăнăхрăмăр пулас та — визитсем хыççăн улшăну таврашĕ пулни-пулманнине сăнасах та тăмастпăр-и? Апла-и, капла-и — ял учителĕсен Аслă пухăвĕ вĕренÿ тытăмĕнчи чылай çивĕч ыйтăва çĕкленĕрен, пушшех те — нумайăшне Раççей вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева хăй пуçарнăран — вĕсем тавра калаçу тĕлпулу хыççăнах пăчланмасси куçкĕрет.

Паян эпир съездра хускатнă хăшпĕр ыйту тавра тĕплĕнрех калаçăпăр, делегат-педагогсен шухăш-кăмăлĕпе паллашăпăр.

Статусĕпе — расна

Чи малтанах — съезда ятарласа ял шкулĕсенче ĕçлекен педагогсене пухни пирки. Пĕлÿ парасси хулара та, ялта та пĕр пекех пахалăхлă пулмалла тесе тĕллев лартатпăр пулсан хула тата ял вĕрентекенĕсене уйăрни тĕрĕсех-ши тесе иккĕленет-тĕр хăшĕ-пĕри. Çĕршыври 25 пин шкул — ялта, вĕсенче Раççей вĕренекенĕсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ пĕлÿ илет. Ял шкулĕн вара истори кирек хăш тапхăрĕнче те хăйĕн çивĕч ыйтăвĕсем, хулари вĕрентекенсем шухăшласа та илейми кăткăслăхсем — пулнă, пур, пулĕç те. Çапах та темĕнле йывăрлăха та — çĕнтермелле. Çакна тума кашни харпăр хăй пĕлнĕ пек тапаçланнинчен пĕрле канашласа ĕçе кÿлĕнни — лайăхрах.

Съезда хутшăннисенчен кашни тенĕ пекех ял шкулĕнче тăрăшакан педагогăн статусĕ раснараххине, вăл яланах общество пурнăçĕн авăрĕнче çаврăннине, вĕренÿ организацийĕ хăй вара яла пĕтĕмĕшле пĕрлештерекен социокультура центрĕ пулнине палăртрĕ. Çак шухăшпа килĕшмесĕр май çук — ялсенчи кирек мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулăм та шкул хутшăнмасăр, вĕрентекен витĕмĕсĕр иртмест. Субботник йĕркелемелле-и е ăмăрту ирттермелле, уяв тĕлне концерт хатĕрлемелле-и е пĕр-пĕр мероприятире ăсталăх класĕпе паллаштармалла — ял тăрăхĕн администрацийĕн пĕрремĕш пулăшуçисем – вĕренекенсемпе учительсем. Шкулта вулавăш, медицина пÿлĕмĕ, спортзал пур тăк — вĕсемпе ачасемсĕр пуçне вĕренÿ организацийĕн ĕçченĕсем кăна мар, ялта пурăнакансенчен кашниех усă курма пултарать. Çавăнпа социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центра та, культура вучахне те çаврăнать шкул.

Шел, асăннă учреждение финанспа тивĕçтересси вара — унăн чăн пурнăçри функцийĕсене кура мар. Демографи хăйнеевĕр условийĕсенче ĕçленĕ вăхăтра шкулсен пĕлтерĕшĕ пушшех нумай енлĕ пулса кайнăран съездра Раççей вĕренÿ министрĕ уçăмлăн палăртрĕ — çитес вăхăтра кунашкал учрежденисене укçапа тивĕçтерессине тĕрлĕ ведомствăсен хутшăнса никĕслемелле.

Демографи тенĕрен, паян Раççейре сахал комплектлă 12 пин шкул шутланнине асăнчĕ çĕнĕ министр. Танлаштарма тепĕр факта илсе кăтартар: çĕршывăмăрти пысăк хуласен хăшпĕр шкулĕсенче пĕрремĕшсем кăна — 14, 25 е тата 43 /!/ класс таран. Икĕ сменăпа кăна мар, виççĕпе ĕçлекен шкулсем те пур! Кунашкал условисенче ача тимлĕ вĕренеесси, хушма занятисене кашни çÿреесси пирки кирек камăн пуçĕнче те иккĕленÿ çуралать.

Лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе пуçарнă хăшпĕр утăм пур. Чи курăмли — ытлашши тулса кайнă шкулсене «пушатас» тĕлĕшпе. Съездра кун çинчен Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов тĕплĕ каларĕ. Федераци программипе килĕшÿллĕн 2025 çулччен 500 шкул çĕнĕрен тума е реконструкцилеме палăртнă. Сăмах май, кăçал Пĕлÿ кунĕнче Раççейри вĕренекенсем пурĕ 92 çĕнĕ шкул алăкне уçса кĕнĕ. Вячеслав Алексеевич асăннă пĕлÿ çурчĕсенче кашни вак-тĕвек хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтернине, Анăçри çĕршывсенче те унашкал шкулсем сайра пулнине палăртрĕ.

Пуçламăшĕсен пуçламăшĕ

Çапах та пĕчĕк йышлă шкулсем патнех таврăнар-ха. Пытарма кирлĕ мар: Раççейри тĕрлĕ регионри пекех пирĕн республикăра та юлашки çулсенче кун пеккисем чылай хупăнчĕç. «Шкул автобусĕ» программа хута кайнине кура пуçланнă реформа ку. Пĕр енчен, тĕрĕс те пек: сахал ача çÿрекен шкула тытса тăни — тăкаклă кăна. Ачасене урăх ялти шкула автобуспа çÿретме пулать тĕк — мĕншĕн пăшăрханас? Анчах... патак та икĕ вĕçлĕ: шкул хупăнни педагогсем — ĕçсĕр, ял социаллă объектсенчен чи пĕлтерĕшлисĕр юласси патне çитерет. Çамрăксем пурăнма юлас тесе çунманран ахаль те хавшакланакан ял çапла — тата та вăйсăрланать.

Тĕрлĕ района ĕçлĕ çулçÿреве тухсан çивĕч çак ыйтăва сирме вырăнти çынсем пулăшу ыйтни пайтах пулнă. Шел, массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмĕпе ку е вăл шкула сыхласа хăварнă тĕслĕхе вара — аса илейместĕп. Малашне кунашкал ыйту пулас тăк — калем ăстисен таянмалли аргументсем пур. Съездра сахал йышлă шкулсене пуçламăш шкул статусĕнче те пулин хăвармаллах тесе çирĕппĕн каларĕç. Вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева сăмахĕ пуринчен те вирлĕ янăрарĕ: «Пуçламăш шкул — тĕп никĕс. Йăлтах — пĕлÿ те, воспитани те — шкул тапхăрĕн чи кĕçĕн ÿсĕмĕнче туптанма тытăнать. Çав никĕсе ачан урăх ниçта та мар — хăй çуралнă хутлăхра ăша хывмалла».

Сахал йышлă шкулсем хушшинче те çĕршыв политикишĕн тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ миссие пурнăçлаканнисем пуррине съездăн анлă ларăвĕнче Брянск облаçĕнчен килнĕ Валентина Климова каласа кăтартнă тĕслĕхпе çирĕплетес килет. Сенное ятлă пысăк мар поселокри шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен педагогăн доклачĕ илемлĕ фильма аса илтерчĕ пулин те чăн пурнăçа сăнларĕ. Колхозсем аркансан ĕçсĕр юлнă чылай çын ялтан тухса кайнă. Юлнă çемьесенче те арçынсем пысăк хуласене çÿреме тытăннă. 2007 çулта поселокри шкула 16 ача кăна вĕренме килсен вĕрентекенсем шухăша путнă: яла пĕтесрен епле çăлмалла? Педагогсем ача çурчĕсенче пурăнакан, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене хăйсен çуначĕ айне илме шут тытнă. Валентина Ивановна каланă тăрăх, шкулта çапла 23 ача хушăннă. Вĕсем пурте шкулти ĕçченсен çемйисенче пурăннă. Паллах, çитĕннисене те, ачасене хăйсене те çăмăл пулман — йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ. Никам та пĕр пепкене те каялла интерната тавăрман. Ют çемьере çутă кун курнăскерсене çĕнĕ вырăнта килйыш ăшшине туйма вĕрентнипе пĕрлех обществăшăн ырă ĕçсем тума та хăнăхтарнă — вĕренекенсен «Поиск» шырав отрядне йĕркеленĕ. Халĕ акă çав ачасенчен хăшĕ-пĕри çемье çавăрма, ача ашшĕ е амăшĕ пулма та ĕлкĕрнĕ иккен.

Шкулпа çемьен уйрăлми çыхăнăвне кăтартакан, сарлака çĕршывăн çĕрĕ çинче пысăк йышлă шкулсемпе танах «ăс-тăнпа йĕркеленнисем» те вырăн тупма тивĕçлине çирĕплетекен çак историе итлесе пĕтерсен съезда хутшăннисем ура çине тăрса алă çупрĕç. Чылайăшĕ куççульпе тулнă куçне шăлчĕ.

Асăннă тĕслĕх вĕрентекен чăннипех тĕлĕнмелле професси пулнине, унпа чунсăр çынсем ĕçлеме тивĕçлĕ маррине яр уççăн кăтартать. Ольга Юрьевна съездра калаçнă чухне питĕ тĕрĕс палăртрĕ: «Пирĕн обществăра ыттисенчен уйрăмрах тăракан виçĕ професси пур: пачăшкă, тухтăр, педагог. Вĕсем халăхшăн пурăнаççĕ». Министр вĕренÿ тытăмĕнче кăмăл-сипет кодексĕ яланах тĕпре пулмаллине аса илтерни юлашки вăхăтра ачасене пĕлÿ паракан хутлăхра та самай сарăлнă коррупципе ытти тасамарлăх çывăх малашлăхра сирĕлме пуçласса шанăç кÿрет.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.