Комментари хушас

20 Авăн, 2016

Карантин тапхăрĕ вĕçленнĕ

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче Африка мурне тупса палăртнăран карантина хупасси çинчен маларах кăларнă хушăва пăрахăçланă.

Хăрушлăха лекнĕ иккĕмĕш лаптăка пĕчĕклетнĕ. Унта Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Шăмăршă районĕсем, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисем кĕреççĕ.

Африка мурне пĕтерессишĕн тата ăна республикăра сарăлма парас мар тесе планра çирĕплетнĕ ĕçсене пурне те тунă. Тĕллеве пурнăçлама ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен Пăрачкав районне — 3 млн, Улатăрсене 2,2 млн тенкĕ уйăрнă. Çунтарнă сыснасемпе аш хуçисен тăкакне саплаштарма 19,934 млн тенкĕ парса компенсациленĕ.

Ветеринари-санитари йĕркипе килĕшÿллĕн хăрушлăхри пĕрремĕшпе иккĕмĕш лаптăксенче сыснасене пĕр çĕртен тепĕрне турттарассипе, ăна халăхран туянассипе, ашне сутассипе чару упранса юлать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.