Комментари хушас

20 Авăн, 2016

Чăваш Ен çĕршыв пуласлăхĕшĕн сасăларĕ!

— Ывăл паян ирех тăчĕ, «суйлава каймалла» тет. Акă, çитрĕмĕр... — çĕкленÿллĕ кăмăлпа суйлав ячĕпе саламларĕ хăйне, мăшăрне Лариса Юрьевнăна тата ывăлне Ивана Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче вырнаçнă 1802-мĕш суйлав участокĕнче кĕтсе илнĕ журналистсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ирех — суйлава!

Унта Игнатьевсен çемйи суйлав участокĕ уçăлнă хыççăнах çитрĕ. Бюллетеньсене малтанах мăшăрĕ илчĕ. Унтан комисси членне Иван хăйĕн паспортне пачĕ.

— Эсĕ миçемĕш хут суйлатăн-ха? Иккĕ­мĕш-и?

— Виççĕмĕш...

— Çук, иккĕмĕш хут кăна. Çу уйăхĕнче праймериз пулнă — вăл суйлав шутне кĕмест...

Çак йĕркесен авторĕ ашшĕпе ывăлĕн калаçăвне итленĕ вăхăтра Лариса Юрьевна бюллетеньсенче паллăсем туса вĕсене урнăна яма та ĕлкĕрнĕ. Республикăри «пĕрремĕш ледие» суйлав комиссийĕн председателĕ Дмитрий Алексеев чечек çыххи парнелесе саламларĕ.

«Хамăн хăвата кăштах сире те парам-ха» тесе суйлав комиссийĕн членĕсене алă тытса тав тунă хыççăн Михаил Игнатьев та «чаршав хыçне» кĕрсе тухрĕ /унта вăрах тăмарĕ — камшăн сасăласси пирки иккĕленсе тăманни куçкĕрет/, бюллетеньсене тĕплĕ хуçлатса урнăна ячĕ. Хуçлатни пирки шÿтлерех комментари те пачĕ: камшăн сасăлани ан курăнтăр — паян агитацилеме юрамасть вĕт. Журналистсенчен хăшĕсем хайхи хутсем витĕр курăнакан ещĕке ÿкнĕ хыççăн сапаланса каймĕç-и, регион ертÿçи хăш тăваткалсенче паллăсем лартни курăнмĕ-и тесе тимлĕ пăхса тăчĕç пулас та — кăлăхах, бюллетеньсем сапаланмарĕç — чăннипех шанчăклă хуçлатнă.

Унтан Михаил Васильевич массăллă ин¬фор­ма¬ци хатĕрĕсен представителĕсем патне пычĕ. «Çемьепе гражданла тивĕçе пурнăçларăмăр, — терĕ вăл. — Паян чăннипех пысăк уяв — РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Мана ирех информаци пачĕç: мĕнпур суйлав участокĕ вăхăтра уçăлнă, пурте ĕçлеççĕ. Пирĕн тĕллев — суйлав уççăнлăхне тивĕçтересси. Эпир суйлав комиссийĕсем валли тата сасăламалли хăтлă условисем йĕркеленĕ».

Пĕр шухăшлă аппăшĕпе йăмăкĕ

Пирĕн вара тепĕр адреспа васкамалла. 2033-мĕш суйлав участокĕ, Шупашкарти 31-мĕш вăтам шкул — унта Раççей Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова сасăламалла. Транспорт хăвăрт çÿрет вĕт — часах çитрĕмĕр. Вăрах кĕтме тивмерĕ. Чăн та, хăйне евĕрлĕ самант та пулчĕ.

«Килет, килет...» — пĕлтерчĕç депутат таврашĕнчи çынсем. Фойери чÿречерен тинкеретпĕр — чăнах та, илĕртÿллĕ хĕр килет. Анчах — вăрăм сарă çÿçлĕскер. Мĕн, Аршинова çÿçне сăрланă-им? Çук, сăрламан — часах пĕтĕмпех уçăмланчĕ. Алăк уçăлчĕ те — иккĕн, сарă тата хура хĕрсем, кĕчĕç. Иккĕшĕ те Аршиновăсем иккен. «Манăн çывăх, тăван çыннăм — йăмăкăм — пурăнакан вырăнта ятарласа урăх çĕрте сасăламалли удостоверени илсе суйлава кунта килчĕ. Чăн та, çемье тулли йышпа Шупашкара çитеймерĕ — кашнин хăйĕн служба тивĕçĕсем», — паллаштарчĕ хăйĕнпе пĕртăван Сашăпа Алена Игоревна.

Тепĕр кĕтменлĕх те пулчĕ: Дума депутачĕ хăй вара Шупашкартах пропискăра иккен. «Пропискăпа килĕшÿллĕн сасăлатăп...» — «ма тĕлĕнетĕр?» тенĕн çирĕплетрĕ Дума комитечĕн вице-председателĕ. Эпĕ халь унăн адресне те пĕлетĕп — тĕп хулари Пирогов урамĕнчи çуртсенчен пĕринчи хваттерте регистрациленнĕ. Эппин, ун пирки чăнласах «хамăрăн» теме пулать. Регистрацийĕ кунтине, вăл шăпах çак участокра сасăлассине комисси председателĕ Ирина Обозова та пĕлмен иккен — уншăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Çапах çухалса каймарĕ — «паллă çынпа» сăн ÿкерттерес терĕ. Ăна кура комиссин ытти членĕ те сĕтел хушшинчен тухса Дума депутачĕ патне васкарĕ.

«Сасăларăм — хамăн суйлава турăм. Камшăн тата мĕншĕн сасăлассине вара эпĕ хамшăн тахçанах татса панă», — сасăлав вăхăтĕнче агитацилеме юраманнине тĕпе хурса партисемпе кандидатсен пайăр ячĕсене асăнмасăр пĕлтерчĕ Алена Игоревна. Тепĕр тесен, вăл камшăн тата мĕншĕн сасăласси пирки никамăн та иккĕленÿ те пулман-тăр. Пирĕншĕн вара унăн йăмăкĕ те интереслĕ — унпа та калаçса илме май пулчĕ. «Манăн çывăх çыннăм суйлава хутшăнать те — кунта килес терĕм. Эпир аппапа иксĕмĕр пĕтĕмпех пĕрле тума тăрăшатпăр. Сăмах май, Шупашкара эпĕ маларах та килкеленĕ. Кунта мана питĕ килĕшет. Кунта — килти пек...» — терĕ сăпайлăн Саша.

Черетре — туристсем

Вĕрентÿ институтĕнче РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев эпир çитиччен сасăлама та ĕлкĕрнĕ. Çапах тĕл пуласси пирки маларахах асăрхаттарса хунине кура сенатор пире унта кĕтсе илчĕ.

— Раççей пуласлăхĕшĕн сасăларăм, — терĕ вăл. — Хамăрăн çула эпир 15-16 çул каяллах палăртнă — сассăма çав çулпа малалла утассишĕн патăм. Манăн ывăл ăна кирлĕ çĕршывра пурăнтăр, çĕршыва вара манăн ывăл кирлĕ пултăр — çакна тĕпе хутăм. Пуласлăхăмăрăн, çĕршывăмăрăн кăшкарне эпир палăртнă — халĕ ăна аталантармалла. Ача пек пăхса çитĕнтермелле: хамăр пурăнакан çĕршыв экономикине çĕклемелле — çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсенчен нумайăшĕ манпа пĕр шухăшлă: вĕсем Раççей аталансах пырасса, граждансем мăнаçланмалли патшалăх пуласса ĕненеççĕ.

...Коопераци институчĕн алăкĕнчен суй­лавçăсем черетпе кĕпĕрленсе кĕнине курсан тĕлĕнтĕм те: халăх сасăлава ав еплерех хастар хутшăнать! Анчах çынсемпе калаçнă май çакăн вăрттăнлăхĕ уçăмланчĕ — кусем Шупашкарсем мар, Чăваш Ен тĕп хулин хăнисем иккен. Атăл тăрăх çула тухнă теплоход Шупашкарта чарăннă та — туристсем çакăнта сасăлава килес тенĕ. Самай йышлă — пĕр виçĕ теçетке çын пуль. «Суйлав кунĕнче çулçÿревре пулатпăр тесе сасăлава хутшăнайманни пирки пăшăрханнăччĕ, — терĕ Самар хĕрарăмĕ Галина Зусманович. — Телее, шăпах Шупашкарта чарăнтăмăр. Хула тăрăх экскурсире пулнă чухне «кунта сасăлаймастпăр-и?» тесе интереслентĕмĕр те — тавах, пĕтĕмпех йĕркелерĕç, суйлава хутшăнма ирĕк пачĕç».

Паллакан çынсене те куртăмăр. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пире хирĕç тухрĕ, «Элара» завод гендиректорĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Углов та кунта сасăланă иккен. Шупашкарти Федерацин травматологи центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев та мăшăрĕпе пĕрле çак участокра. Вăл журналистсемпе калаçма та хирĕçлемерĕ: «Паян пĕтĕм çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă кун — Патшалăх Думин йышне йĕркелетпĕр. Вăл мĕнлерех пулнинчен, унта камсем ĕçлессинчен çĕршывăн çитес пилĕк çулхи малашлăхĕ килет. Вĕсем çĕршыв Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн шанчăклă пулăшуçисем пуласса шанас килет. Тĕнчери лару-тăру ансат маррине шута илсен пушшех яваплăха туякан çынсем, патриотсем кирлĕ. Республикăра вара Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕшĕн сасăлатпăр. Пирĕн суйлав кампанийĕ питĕ кал-кал иртрĕ. Кандидатсем — суйламалăх пур, конкуренци пысăк. Çавăнпа та кашни суйлавçă хăйне килĕшекен кандидатшăн сасăлама пултарни пирки иккĕленместĕп».

Черкесовсем — виççĕн

Тăваттăмĕшĕ те пур. Пире Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулта тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ывăлĕпе пĕрле сасăласси пирки систернĕччĕ. Çийĕнчен ывăлĕ суйлава пирвайхи хут хутшăнать-мĕн. Вĕсене кĕтнĕ май çак йĕркесен авторĕ суйлав комиссийĕн председателĕпе Вера Ефремовăпа сăмах пуçарчĕ. Вăл та, комисси членĕсенчен ытларахăшĕ те Чапаев ячĕллĕ завод ĕçченĕсем иккен. Чылай çул суйлав йĕркелеççĕ. «Хăй вăхăтĕнче завод ĕçлейместчĕ вĕт — çынсем кăштах тупăш тăвас тĕллевпе унтан тарăн калушсем илсе сутатчĕç. Çавăн чухне комисси ĕçне явăçнă та — паян кунчченех... Чăн та, халĕ пирĕн завод лайăх ĕçлет — оборона саккасĕсем те чылай», — сăмахларĕ вăл. Халăх йышлах килменнишĕн те пăшăрханать: «Пĕтĕмпе пирĕн участокра 2,1 пин ытла суйлавçă. Хальлĕхе 200 çынна яхăн килнĕ — нумай мар. Иртнĕ суйлавра çак вăхăт тĕлне чылай ытларах килнĕччĕ».

Председатель сасăлав мĕнле пынине те куçран вĕçертмест — сăнасах тăрать. Акă, упăшкипе арăмĕ — çулланнă çынсем — темшĕн кулянни палăрчĕ те, комисси председателĕ тÿрех вĕсем патне васкарĕ. Мăшăр те дачăна кайма тухнă — иккĕшĕ те куçлăхĕсене илмен: бюллетеньсенче çырнине курмаççĕ. «Пирĕн лупа пур — часах илсе тухса паратăп!» — йывăрлăхран тухмалли мел сĕнчĕ вăл. Упăшкипе арăмĕ гражданла тивĕçе пурнăçланă май тав туса сывпуллашрĕç.

Тепĕр арçынна вара хирĕçлеме тиврĕ. Вăл Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнчен кунта сасăлама «открепительнăй» удостоверенипе килнĕ. Анчах икĕ документран пĕринче суйлав округне кăтартман иккен.

— Ма çырман?

— Манран ыйтатăр-и? Ку документа эп çырман вĕт, — тет арçын.

— Тĕрĕсех, удостоверени панă комиссире çырмалла пулнă, анчах вĕсем темшĕн çырман, апла тăк, каçарăр та, ку документпа сире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнтарма пултараймастпăр. Патшалăх Думин суйлавне хутшăнмалли удостоверени тĕлĕшпе вара ыйту çук — вăл йĕркеллех. Çавăнпа та сире, шел те, икĕ бюллетень кăна паратпăр.

Тепри, тен, шăв-шав çĕклетчĕ пуль, анчах ку арçын ăнланаканскер пулчĕ ахăр — апла-капла сăмах хускатмарĕ. Мĕн тăвăн, кун пекки те пулать.

Акă Леонид Черкесов та çитрĕ. Чăн та, ывăлĕпе мар — мăшăрĕпе Надежда Николаевнăпа тата хĕрĕпе Аньăпа. Ывăлĕ вара? «Чăнах та, Антон паян пирвайхи хут сасăлать. Пирĕнпе килеймерĕ — тренажер залне кайнă та... Анчах суйлава килетех — кăшт каярахпа», — ăнлантарчĕ Леонид Ильич. Хăйĕн çĕкленÿллĕ кăмăлне те сăлтавларĕ: «Паян ăмăр çанталăк пулни лайăх тесе шутлатăп. Халăх дачăна е яла ĕçлеме каймĕ — ытларахăшĕ сасăлама килĕ».

Бюллетеньсене урнăна янă хыççăн та МИХсен представителĕсем патне пыма ерçÿ тупрĕ:

— Тăнăçлăхшăн сасăларăм, Раççей, Чăваш Республикин, Шупашкар хулин çутă малашлăхĕшĕн. Михаил Васильевич Игнатьев тата Владимир Владимирович Путин командисемшĕн. Эпир паян сасăланă çынсем вĕсен командинче пуласса шанатăп.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.