Комментари хушас

16 Авăн, 2016

Хула стоматологийĕн кĕрхи парнисем

Ĕмĕтсем тата вĕсене пурнăçласси пирки «Хулан стоматологи поликлиники» АУ тĕп врачĕпе, «Чăваш Республикинчи Медицина ассоциацийĕ» ОО канашĕн председателĕпе В.Н.ВИКТОРОВПА калаçатпăр. Хула стоматологийĕн кĕрхи парнисем

— Владимир Николаевич, юлашки вăхăтра Хула стоматологийĕ пирки массăллă информаци хатĕрĕсем урлă час-часах илтетпĕр. Эсир яланах малти фронтра: спортра та, бал ташшисенче те, чи кирли — ĕçре те...

— Пирĕн коллектив тĕрлĕ енлĕ талантлă. Çакă вара — палăртнине пурнăçламалли тата тепĕр хатĕр. Эпир нумай ĕмĕтленетпĕр, тата нумайрах планлатпăр. Умри тĕллевсене вара ĕçчен командăпа туслă тата пĕрле çине тăрса ĕçлесе пурнăçлатпăр. Хула пурнăçĕнчи пулас улшăнусене курса тăрасси, пациент кăмăлне шута илесси, республикăн сывлăх сыхлавĕн системин аталанăвне вăхăтра улшăнусем кĕртесси — акă пирĕн çирĕп позици. Çак кĕркунне те ăна улăштармăпăр.

— Хула стоматологийĕ Шупашкар çыннисене авăн уйăхĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе савăнтарĕ?

— Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне тĕп хулари шкул ачисене харăсах Хула стоматологийĕн пилĕк шкул стоматологийĕн пÿлĕмне парнелерĕмĕр — вĕсене 2, 9, 12, 14 тата 18-мĕш шкулсенче уçнă. Пĕрлехи стандартпа çĕнĕ йышши оборудованипе, медицина материалĕсемпе, инфекци енĕпе хăрушсăрлăха туллин тивĕçтерекен системăпа тивĕçтернĕ пÿлĕмсем Патшалăх гарантийĕсен программипе /ОМС полисĕпе тата ашшĕ-амăшĕ çырса ирĕк панă хыççăн/ тÿлевсĕр стоматологи пулăшăвĕ кÿреççĕ.

Шкулти стоматолог тĕллевĕ — вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех ачасене вĕренÿ процесĕнчен уйăрмасăр диспансер сăнавĕ ирттересси, планпа пăхнă профилактика ĕçне пурнăçласси. Шкулти каникулсен вăхăтĕнче унти пÿлĕмсене çывăхри садиксенчи ачасем те пыраççĕ. Çакă ашшĕ-амăшне вăхăт перекетлеме май парать, пире республикăн тĕп хулинчи ачасен стоматологипе çыхăннă сывлăхне çуллен сăнаса тăма пулăшать.

— Анчах шурă халатлисем патне ашшĕ-амăшĕсĕр пынă чухне ачасем врачсенчен, больницăсенчен, уйрăмах стоматологи пÿлĕмĕсенчен хăраççĕ-çке.

— Шкул стоматологийĕ паян ачасен стоматологи службин аталанăвĕн никĕсĕ шутланать. Медиксем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, ачасен çăварĕнчи чирсем — шăл кариесĕ тата пародонт чирĕсем — аталанассин 80% вĕсем хăйсене мĕнле тыткалассинчен килет, урăхла каласан çакна витĕм кÿме пулать. Шкулти стоматолог пÿлĕмĕсен тĕп тĕллевĕ — пациентсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, врача шанма вĕрентесси, ачапа ĕçлессине ансат тата ыраттарман манипуляцисем çине куçарасси.

«Ыратать — сиплетпĕр» меле эпир тĕпрен хирĕç. Хăрушлăха хакласси, кариесăн малтанхи палăрăмĕсене асăрхасси, чир шала каяссине сирсе ярасси — ачапа врач çак тапхăрта паллашаççĕ, тухтăр пĕчĕкскере шăлсене тĕрĕс тасатма, тĕрĕс апатланма, çулталăкра икĕ хут тĕрĕсленмешкĕн килме вĕрентет. Паллах, çакнашкал çирĕп çыхăну йĕркеленнĕ май ача хăрасси те иртет. Енчен те ача çăварне пирвайхи хут тĕрĕсленĕ чухнех чылай шăла кариес тивни е вăл шала кайни палăрсан сиплев хыççăн ача Сывă шăлсен шкулне çырăнать, ăна çулталăкра 3-4 хут тĕрĕслеççĕ.

— Владимир Николаевич, халĕ нумай çын физкультурăпа, спортпа туслашать. Спортсменсем шăлсен сывлăхĕшĕн мышцăсен хăвачĕшĕн, спортри çитĕнÿсемшĕн çуннă пекех тăрăшаççĕ-и?

— Спортпа профессионалсен шайĕнче çывăхланнă ачасене стоматологи пулăшăвĕ кÿресси пирĕн çĕршывра кирлĕ пек аталанайман- ха. Çав вăхăтрах çамрăксен çак ушкăнĕн çăварти чирсем аталанас хăрушлăх спортпа туслă мар тантăшĕсеннинчен пысăкрах. Ку йĕркелÿпе, психофизикăпа çыхăннă чылай сăлтавпа никĕсленнĕ. Шăлсен, çăвар сывлăхĕ спортсменăн пĕтĕм организмне, иммунитетне, вăй-хăватне, спортри кăтартусене витĕм кÿрет.

Çавăнпа та çамрăк спортсменсен комплекслă медицина сăнавне стоматологи сыпăкне те кĕртни спортсменшăн хăйĕншĕн те, республикăн спорт статусĕшĕн те усăллă. Эпир çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçларăмăр, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине çÿрекенсене те Хула стоматологийĕнчен парне кÿтĕмĕр. Чапаев урамĕ, 14 çурт, 1 корпус — çак адреспа çĕнĕ стоматологи пÿлĕмĕ ĕçлеме пуçларĕ.

— Пирĕн хулари тепĕр туртăм — ача çураласси ÿсни, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви анлăланни. «Садовый» микрорайон пысăк хăвăртлăхпа сарăлса аталанать, унта çамрăк çемьесен шучĕ пысăк. Çавнашкал районсенче медицина пулăшăвĕ çынсем пурăнакан вырăнсене, транспорт «развязкисене» май пур таран çывăхрах пулмалла. Сирĕн поликлиника хăйĕн аталанăвĕнче çакна шута илет-и?

— Паллах. Çывăх вăхăтра «Богданкăра» — Б.Хмельницкий урамĕнчи 123А çуртра — пирĕн çĕнĕ 8-мĕш поликлиника савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ, ĕçлеме тытăнĕ. 14 врач-стоматолог эрнере 6 кун куллен 50 ачана тата çитĕннĕ 70 çынна терапи, хирурги, ача стоматологийĕн пÿлĕмĕсенче йышăнма хатĕр пулĕ. Унта врач- специалистсем те — ортодонт, ортопед — йышăну йĕркелĕç. Инструментсене централизациленĕ майпа стерилизацилесси, нимĕçсен клининг системи /тасатнă-çунă чух витрепе усă курмаççĕ/, черетĕн электрон управленийĕ — тухăçлă производство технологийĕсен çакнашкал арсеналĕпе кашни клиника /патшалăхăн маррисем те/ мухтанаймасть. Çак списока малалла тăсма пулать: шанчăклă та паха стоматологи материалĕсем, медицина персоналĕн пысăк квалификацийĕ, çавăн пекех пахалăхăн шалти тĕрĕслевĕн Хула стоматологийĕ федераци шайĕнче сертификациленĕ системи.

— Аталану хăвăртлăхĕ, ăнăçусем сире, сирĕн пациентсене кăна савăнтармаççĕ, республика хăнисене те тĕлĕнтереççĕ пуль.

— Аса илтерем: «Хулан стоматологи поликлиники» АУ — Пахалăх марки конкурс лауреачĕ, «Чăваш Республикин Пахалăх марки» хрусталь палла çĕнсе илнĕ. Вĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пирĕн клиникăна сывлăх сыхлавĕн сферинчи паха пулăшу ĕçĕсемшĕн панă. Пулăшу ĕçĕсен шайне, инфратытăм анлăланнине, çĕнĕ технологисемпе материалсене ĕçе кĕртнине Чăваш Енре кăна мар, çÿллĕрех шайра та тивĕçлипе хаклаççĕ. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче пирĕн Алькеш поселокĕнчи çĕнĕ 7-мĕш поликлиникăра Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.И.Скворцова пулчĕ, поликлиника федераци шайĕнчи тĕслĕх медицина учрежденийĕ пулнине палăртрĕ.

Çак кунсенче вара Хулан стоматологи поликлиникине «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн чи лайăх учрежденийĕсем» наци конкурсĕн малтанхи списокне кĕртни /Раççейри, çав шутра федерацин Атăлçи округĕнчи пысăк хуласенчи анлă социологи тĕпчевĕн кăтартăвĕсем тăрăх/ çинчен хыпар илтĕмĕр. Конкурс лауреачĕ пуласса /ку енĕпе пирĕн пĕтĕм шанăç пур/, республикăн çĕршыври чи ăнăçлă тата кал-кал аталанакан регионсенчен пĕрин статусне черетлĕ хут çирĕплетессе шанатпăр.

К.ЗУБОВА калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.