Комментари хушас

15 Авăн, 2016

Илемлĕ вăхăтсене хĕлле те аса илĕп

Яланах çĕннине пĕлме ăнтăлакан Даниил Архипов çуллахи куна уй¬рăмах кăмăллать.

— Илемлĕ катасем, улăхсемпе ылтăн тулă ÿсекен уй-хирсем, кайăк юррисем кама илĕртмĕç-ши? Çапла, кунсем иртрĕç, чи лайăххисем... Илемлĕ вăхăтсене хĕлле те аса илĕп-ха, — тет вăл час-часах кĕрхи кунсем çитнишĕн кăшт пăшăрханса.

Кăçал Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕн саккăрмĕш класне куçнă арçын ача çар çынни пулас тĕллевлĕ. Ахальтен мар вăл пушă вăхăтра çар техникисене ÿкерме кăмăллать. Хăш чухне шухăш авăрне путса темчченех шурă хут çине ÿкерет те ÿкерет... Çапах та пĕрремĕш хут алла кăранташ тытни те асрах-ха. Ача сăнне ниепле те хут лаптăкĕнче кирлĕ пек вырнаçтараймарĕ, вăраххăн-вăраххăн хăйĕн çитменлĕхĕ¬сене асăрхаса илчĕ те питĕ вырăнлă вырнаçтарчĕ. Кăнтăрларан каçчен ниçта тухмасăр тăрăшнă хыççăн çав сăна туса пĕтерчĕ. Килтисем ырларĕç. Малашне те хастарлăхпа палăрма ырă сунни çав тери хавхалантарчĕ ăна.

— Мĕнле матур ача эсĕ! Хăв ăстине хăв та чухлаймастăн ахăртнех. Эсĕ ÿкерÿ ăсталăхĕшĕн çуралнă иккен, ачам. Санăн тем тесен те ку енĕпе вĕренмеллех, — терĕ амăшĕ ÿкерчĕк çинчен куçне илеймесĕр.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Ĕнтĕ ĕçĕсем те иртнĕ вăхăтрисемпе танлаш¬тарсан ăнăçлăрах, кăмăллăрах пулса тухаççĕ.

...Эх, кăçал та каникула мĕн тери усăл¬лă ирттерчĕ Даниил. Тус-юлташĕпе тăтăш футболла, волейболла вылярĕ, шыва кĕме çÿрерĕ. Вăрмана çырла-кăмпана кайма вăхăт та тупрĕ хаваслă ушкăн.

— Мăйăр та тăраничченех çирĕмĕр, вăр¬ман кучченеçне те чылай хатĕрлерĕмĕр. Унсăр пуçне çут çанталăк илемĕпе ки¬лентĕмĕр, чуна савăк кăмăл парне¬лерĕмĕр. Тата, паллах, килте аслисене пулăшма та манмарăмăр. Ара, çуллахи вăхăтра пахчара мĕн тери нумай ĕç-çке! — мăнаçланать арçын ача.

...Паян та хавас кăмăлпа утрĕ пĕлÿ çуртне Даниил. Акă шкул пахчи. Ăна кар¬та тытса çавăрнă. Унта кĕмелли калинк¬ке те пур. Садра тем тĕрлĕ йывăç ÿсет. Çак йывăçсене лартнă ачасем шкултан тахçанах вĕренсе тухнă.

— Ах, ытла чуна çĕклентерет-çке тĕнче илемĕ! Тавралла йывăç пулмасан çак хит- релĕх пулас та çук, — тесе класалла вас- карĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Канаш районĕ,

Ăвăспÿрт Кипеч.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.