Комментари хушас

15 Авăн, 2016

Астăвăма лайăхлатма

1. Тимлĕ пулăр. Пирĕнтен чылайăшĕ кирлĕ пек туйăнакан информацие çеç ăса хывать, ыттине вара хăлхана чикмест. Пуç мимине аталантарас тесен питĕ нумай пĕлмелле. Ансат хăнăхтару. Сĕтел çине 10 тĕрлĕ япала хурăр. 10 таран шутланă май кашнине тимлĕн сăнама тăрăшăр. Унтан çурăмпа çаврăнăр та çав япаласене сăнласа парăр.

2. Вулăр. Телевизор пăхнă чухне пуç ĕçлемест. Вуланă вăхăтра вара моторлă тата курăмлă астăвăм, пуç мимин ятарлă пайĕсем ĕçлесе каяççĕ.

3. Çывăрса тăранăр. Ыйхă вăхăтĕнче пуç мими кун каçа мĕн пулса иртнине тишкерет, хăшне асра хăвармаллине татса парать. Анчах асра тытăр: çывăрма пулăшакан ятарлă эмел е антидепрес¬сант ĕçни йĕркеллĕ ыйхă кÿмест.

4. Пуçа кантарăр. Манăçтарасси — пирĕн пуç мимин усăллă енĕ теме пулать. Вăл пире ытлашши информаципе туласран çăлать. Çавăнпа мĕн пĕлнине пĕтĕмпех пуçра тытаймасан ятарлă тетрадь пуçласа унта çырса пыма юрать.

5. Юрлăр. Хорпа юрлани савăнăçпа киленÿ кăна кÿмест, вăл тата астăвăма аталантарса çирĕплетет.

6. Куç хупса çÿрĕр. Хăвăрăн яланхи ĕçсене /тумланасси, че¬чек шăварасси, вĕренÿ сĕтелне пуçтарасси/ куç хупса пурнăçлăр. Лоуренс Катц çак хăнăхтарусене нейробика е пуç мимин фитнесĕ тет. Пуç мимин клеткисем мĕн чухлĕ хастартарах, вăл çавăн чухлĕ ытларах нейтрофин кăларать, ку вара мимешĕн усăллă.

7. Физкультурăпа туслă пулăр. Тĕрлĕрен хускану тăвакан, спортпа туслă ачан пуç мими лайăхрах ĕçлет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.