Кĕркунне йывaç мĕнле лартмалла?
Улма-çырла тĕмĕсемпе йывăçĕсене лартмалли вăхăт çитрĕ. Кĕркунне йывăç лартассине çуркуннехинчен кăшт урăхларах йĕркелемелле. Тĕрĕс, меле пĕлсе лартнă йывăç лайăх аталанать, хăвăртрах çимĕç пама пуçлать.
Халĕ лартмалли хунавсене савăтсенче ÿстерсе сутасси йăлана кĕчĕ. Кунашкал контейнерсенчи ÿсен-тăрана çуркунне те, çулла та, кĕркунне те лартма юрать. Çулла лартнă хунав аталаннине сăнаса тăмалла. Тĕрĕссипе, кашни ÿсен-тăран хăйнеевĕрлĕ. Вĕсене пăхасси, лартасси, ĕрчетесси, çимĕç илесси те тĕрлĕрен. Çак ĕçсен йĕркине тĕрĕс йĕркелесен пахча савăнăç кÿрĕ, ăна тата хăтлăрах, илĕртÿллĕрех тăвас кăмăл пулĕ. Йывăçа çитĕнтересси лартнинчен пуçланать. Çак ĕç вара самаях яваплă.
Кĕркунне лартнă чухне шута илмелли самантсем: ÿсен-тăран куçарса лартнине лайăх тÿсекеннисен йышĕнчен-и? Хĕлле шăнса пĕтме пултаракан йывăç мар-и? «Ачашраххисене кĕркунне лартмасан аванрах. Урăх тăрăхран, ăшă енчен кÿрсе килнĕ улма-çырла хунавĕсене те кĕркунне лартмалла мар.
Контейнерсенче вăрах ларнă хунав та кĕркунне лартма юрăхлах мар. Вăл çуллахи вăхăтра лайăх аталанайманнипе ирĕке куçарсан çĕнĕрен ÿсме пикенме пултарать. Контейнерти çÿллĕ хунавсене туянма ан васкăр.
Кĕркунне лартмалли йывăç-тĕм хĕле хатĕрленсе ÿсме пăрахнăскер, çулçисем сарăхма е тăкăнма пуçланăскер пулмалла. Пирĕн тăрăхра йывăç лартас тапхăр юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Лартнă хунавăн çĕр шăнтиччен тымарсене аталантарма вăхăт пулмалла. Шăтăка, тăпрана, лартмалли вырăна тĕрĕс хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ. Кĕркунне лартакан хунава азот, кали, кальци кирлĕ мар. Тăпрана лайăх çĕрмен тислĕкпе хутăштарма та юрамасть. Фосфорлă удобренипе, лайăх çĕрнĕ тислĕкпе пулăхлатма юрать. Калипе, азотпа, кальципе çамрăк йывăçа çуркунне апатлантармалла.
Çамрăк вулла кăшлакан чĕрчунсем тапăнма пултараççĕ, çуркунне вара хĕвел пĕçертме пултарать. Ăна кивĕ капрон чăлхапа е михĕ таткипе чĕркесе çыхмалла. Вулла шуратмасан лайăхрах. Хунавăн çемçе хуппи сывлăш çаврăнăшне йĕркелеме кирлĕ. Шуратни çамрăк хунава сывлаттармасть. Тымар шăнасран малтанхи çулсенче йывăç йĕри-тавра улăм е хыр-чăрăш лăсси, е пăчкă кĕрпи хурса хăвармалла. Хĕлле юр айне пуласран, çилпе авăнса сиенленесрен хунав çумне шалча çапмалла, йывăçа çирĕплетсе çыхмалла. Ку, юрпа хупланнă çамрăк вулла асăрхамасăр хуçасран та хÿтĕлет.
Лартмалли вырăна епле хатĕрлемелле? Икĕ йывăç хушши 4 метртан кая пулмалла мар. Унсăрăн çитĕнсен вĕсем пĕр-пĕрне кансĕрлĕç. Слива-чие тĕмĕсене те улмуççипе çывăх лартмалла мар. Лартмалли шăтăка йывăç е тĕм мĕн пысăкăшне кура хатĕрлемелле. Ăна йывăçа лартиччен 2-4 эрне маларах алтмалла. Çын çÿллĕш çитĕннĕ хунав валли 1 метр тарăнăш, 1 метр сарлакăш шăтăк алтмалла. Пĕчĕкреххи валли шăтăка пĕчĕкрех чавмалла. Кăларнă тăпрана лайăх çĕрнĕ тислĕкпе, фосфорлă удобренипе хутăштармалла. Маларах чавнă тăпра уçăлса сывлăшпа пуянланать. Пулăхлатнă тăпрана шăтăка конус пек тултармалла, ун çине уçă тымарлă пулсан тымарĕсене пур еннелле те сарса хурса хунава лартмалла, çиелтен хатĕрленĕ тăпрапа сапмалла. Шăтăкри тăпрана таптаса пусарма юрамасть. Кăпка тăпрара тымар хăвăртрах аталанса майлашăнĕ, сивĕ киличчен хĕле хатĕрленĕ.
Улма-çырла йывăççине лартнă чухне чылайăшĕ тăвакан йăнăш — хунав тымарланнă тĕле çĕре тарăнрах лартни. Вулă тымарланнă тĕле /корневая шейка/ тăпрапа ытлашши витме кирлĕ мар. Вулă тăпра ăшне 4-5 см тарăнрах ансан йывăç хăвăрт аталанаймĕ, çимĕç те часах параймĕ. Чылайăшĕ тымара тарăнрах лартсан йывăç çирĕпрех ларать, тымар та лайăхрах аталанать тесе шухăшлать пулин те агротехника йĕрки вара вулă тымарланнă тĕле тăпрана антарса хуплама юраманнине çирĕплетет.
Хунава лартнă хыççăн йĕри-тавра кăштах пусăрăнтармалла, шăвармалла. Тăпра йĕпеннипе пусăрăнсан юлнă тăпрапа çиелтен кăштах сапмалла. Ытлашши купалама юрамасть. Юлнă тăпрана пахчана салатмалла. Маларах асăнтăмăр, çанталăк шăнтнă майăн йывăç йĕри-тавра тымара хÿтĕлемешкĕн витмелле.