Техĕмлĕх курăкĕсем
Лаванда — çак курăка ытарма çук илемлĕ сенкер çеçкишĕн, ырă шăршишĕн, сиплĕхĕшĕн хаклаççĕ. Вăл Вăтаçĕр тинĕсĕ тăрăхĕнче сăрт¬лă-туллă вырăнта, хĕ¬веллĕ çĕрте ирĕклĕ çитĕнет. Культурăлланă сортсене çĕр чăмăрĕн мĕнпур пайĕнче, Антарктидăсăр пуçне, çитĕнтереççĕ. Ирĕкре лаванда тĕм пек ÿсет, 10 çула яхăн «пурăнать». Пирĕн тăрăхра лавандăна пĕр çул ÿсекен курăк пек, çуркунне килте калчалантарса, çитĕнтерме пулать. Ăна килте савăтсенче те çитĕнтерме аван.
Лавандăна пыл хурчĕсем юратаççĕ — пыл курăкĕ шутланать. Унăн чечекне пуçтарса парфюмерире, косметологире, медицинăра, кулинарире, апат-çимĕç промышленноçĕнче усă кураççĕ. Халăх медицининче унпа ырă шăршăллă, сиплĕ ваннă хатĕрлесе кĕреççĕ, сиплĕ чей валли типĕтеççĕ. Типĕтнĕ курăка пÿлĕме, кĕпе-тумтир шкапĕсене ырă шăршă кĕртме пĕчĕк пир хутаçсене тултарса хураççĕ. Çак курăкран эфир çăвĕ, тĕрлĕрен отварсемпе настойкăсем хатĕрлеççĕ. Нерв тытăмне лăплантарма, ыратнине ирттерме, юн пусăмне йĕркелеме, вата хăвалама усă кураççĕ.
Эмел шур курăкĕ /шалфей/. Шалфей латинларан сыватакан, сиплекен пĕлтерĕшпе куçать. Чăвашла ячĕ те çак курăка сипленме усă курнине пĕлтерет. Вăл юн çаврăнăш тытăмĕшĕн аван, юна тасатать, сурансене сиплет, шăнса пăсăлсан, грипран, нумай чиртен пулăшать.
Ăна апат-çимĕçе техĕмлетме те усă кураççĕ. Аш-пăш, пулă тăварланă, маринадланă чухне шалфей хушаççĕ, салат, яшка, пахчаçимĕç апачĕсем хатĕрленĕ çĕрте шалфей çулçине хушни техĕмлĕх кĕртет.
Шалфей ирĕкре тĕмленсе ÿсет. Раççейре ятарласа кăларнă Кубанец, Патриарший Семко сортсене çитĕнтереççĕ. Пĕр вырăнта 4-5 çула яхăн çитĕнет, пулăхлă, çăмăл тăпрана килĕштерет. Пирĕн тăрăхра килти хуçалăхра ăна пĕр çул ÿсекен курăк пек, çуркунне калча туса çитĕнтерме пулать. Техĕмлĕх валли курăка çеçке тин çеç çурма пуçланă тапхăрта пуçтарса типĕтмелле. Унра эфир çăвĕсем, тĕрлĕрен витаминсемпе микроэлементсем пур.
Ревень — çак курăка пирĕн патăмăрта тахçантанпах çитĕнтереççĕ. Вăл çуркунне чи малтан шăтса тухса пахчаçăна витаминлă апатпа тивĕçтерет. Ревень çулçин тунине 60 см яхăн çитĕнсен касаççĕ, унпа кукăль пĕçереççĕ, компот вĕретеççĕ, салата хушаççĕ. Унра усăллă веществосем помидортан, хăяртан, купăстаран та нумайраххине çирĕплетеççĕ ăсчахсем.
Çамрăк çулçă тунине типĕтсе хатĕрлеме пулать. Типĕтнĕ ревене борща, аш-какай апатне хушаççĕ. Ревень тунине тураса шăнтса хума та меллĕ. Морозильникре çулталăка яхăн упрама юрать. Типĕтсе вĕтетнĕ ревене ытти техĕмлĕхсем пекех хут хутаçра е кĕленче савăтра упрамалла.