Комментари хушас

7 Авăн, 2016

Пуласлăха шанчăкпа утма пулăштăр

Вăрмар тăрăхĕнчи Кавал — районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Хăй вăхăтĕнче пасар кĕрлесе тăнă унта. Суту-илÿ тума тĕрлĕ хуларан килсе çÿренĕ. Ялта Михаил Архангел чиркĕвĕ те пулнă.

Кавалта çуралса ÿснĕ В.Долгов таврапĕлÿçĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх — ăна 1757 çулта уçнă. 178 çул ларнă вăл. 1935 çулта чанĕсене антарса Вăрмар станцине леçнĕ, тепĕр çултан çуртне те салатнă. Çакă, паллах, Турра ĕненекенсен чунне ыраттарнă. Юлашки вăхăтра чиркÿсене тепĕр хут чĕртсе тăратма тытăнчĕç. Кавалсем те çак ыйтăва тахçанах хускатнă. 2012 çулта Кавал ял тăрăхĕн ун чухнехи пуçхĕ Н.Алексеева, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский, И.Таратин предприниматель тата ял халăхĕ тăрăшнипе чиркĕвĕн никĕсне хучĕç. Чиркÿ старости пулма И.Таратина çирĕплетрĕç.

Кăçалхи çурла уйăхĕнче чиркÿ тăрне куполсемпе хĕрессем хăпартса лартрĕç. Савăнăçлă çак мероприятие Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков, Чăваш наци конгресĕн комитет пуçлăхĕ Ю.Зорин, В.Мучуков депутат хутшăнчĕç. Леонид атте чиркÿ куполĕсемпе хĕресĕсене таса шывпа сăвапларĕ.

— Пурте пĕрле çине тăрса тăрăшсан ĕçе вĕçне çитеретĕрех. Сăваплă ĕçрен нихăшĕн те айккинче пăрăнса юлмалла мар. Чиркĕве хута яма Турă пулăштăрах сире, — терĕ пачăшкă. А.Тихонов Кавалсем пысăк ĕç тунине, ăс-хакăл чĕрĕлĕвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.

«Пĕччен сурать — типсех пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать», — теççĕ. Чăн та, чиркĕве хăпартма ял халăхĕ, тĕн çыннисем, спонсорсем, ентешĕсем, строительсем нумай вăй хунă. Тĕслĕхрен, Кавалта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен А.Туртушов тата унти учительсен коллективĕ те хăйсен тÿпине хывнă.

— Иртнĕ çул чиркĕве купаласа пĕтертĕмĕр. Кĕçех чиркÿ тавра карта тытса çавăратпăр, территорие тирпей-илем кĕртетпĕр. Çитес çул чиркĕве хута яратпăрах, — шанăçа çухатмасть чиркÿ старости И.Таратин. Çапла пултăрах!

А.ХОВАНСКИЙ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.