Комментари хушас

7 Авăн, 2016

Яваплă старшинан ырă тĕслĕхĕ

Пирĕн çарпа флот кирек хăçан та йывăрлăхсене çĕнтерсе тăван çĕр сыхлавĕнче çирĕп тăнă. Халĕ те вĕсем Раççей интересĕсене хÿтĕлеççĕ, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ, террористсене Тăван çĕршыв патнелле куçса пырасран чарса тăраççĕ.

Григорий 1942 çулта Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче йышлă хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ йывăр вăхăтра килнĕрен тĕрлĕ ĕçе хутшăнма тивнĕ, колхоз уй-хирĕнче ир пуçласа каçченех вăй хунă: çавапа утă çулнă, типĕтсе пуçтарнă, çурлапа тырă вырнă, кайран кĕлтесене лашапа турттарса авăн çапнă...

Г.Лаврентьев вĕренсе пĕтерсен 1956 çулхи çулла юнашарти Анаткас Апаш ялĕнче кĕтÿ кĕтнĕ. Тепĕр çулла вара, 1957 çулта, аякра — Владимир облаçĕнчи Вязниково районĕнче. Нимĕн те тăваймăн: нуша таçта та илсе çитерет. «Ун чухне çав тăрăхсенче халăх пирĕн патринчен самай лайăхрах пурăнатчĕ. Унта тĕпленнĕ çынсен укçа ĕçлесе илме майĕ те пулнă: кашни ялта тенĕ пекех вак тавар туса кăларакан фабрикăсем тата ытти хушма промысласем пулнă. Ун чухнех чылайăшĕ мотоциклпа чупатчĕ, пирĕн патра вара велосипедлă çын та сайраччĕ. Выльăх хуçисем пире лайăх пăхатчĕç: сĕтел çинчен аш-пăш, сĕт-çу, хăйма, çăмарта татăлман. Пĕр çу каçа эпĕ, хыткан ача, самаях ÿт хушрăм, кăштах ÿсрĕм те. Пĕр самант çеç япăхчĕ: ытла та ир, 3 сехетрех, тăрса кĕтÿ кĕтме тухмаллаччĕ.

1959 çулта эпĕ юлташсемпе комсомол путевкипе Казахстана кайрăм, — аса илет Григорий Лаврентьевич, — унта тракторист-машиниста вĕренсе тухрăм, кайран вара çерем уçнă çĕре хутшăнма лекрĕ. Сухаланă та, акнă та, вăхăт çитсен тыррине те вырнă — паллах, комбайнпа. Ун чухне Чăвашра алăпах тырă выратчĕç те, патшалăх пĕтĕм техникăна çерем уçнă çĕрте усă курма янă. Комбайнпа ĕçленĕ май яланах малтисен йышĕнче пыраттăм, чылай çул вăй хураканнисенчен те ирттереттĕм. Ÿркенес йăла çукран бригадăра тырă çапса тĕшĕлес енĕпе мана çитекен çукчĕ. Анчах пăртак вăхăт иртсен мана «ваттисем» вырăна лартрĕç. Чипер ĕçленĕ çĕртех комбайн хыттăн кĕмсĕртетрĕ те чарăнса ларчĕ. Эпĕ пыракан рете комбайн умне такам «ырă сунса» пысăк тимĕр пăрахнă. Вырма çĕнтерÿçи урăх пулаймарăм, чылай вăхăт ман комбайна юсавра лартма лекрĕ».

Тăван тăрăха таврăнсан Григорий Лаврентьев Шупашкарта ĕçе вырнаçнă. 1961 çулхи чÿк уйăхĕнче хĕсмете Тинĕс-çар флотне лекнĕ, 4 çул тăнă унта. Ленинград хулинче карантинта пулнă, унтан чăваш каччине Кронштадри вĕренÿ отрядне янă. Çакăнта вăл электромеханикăн ятарлă шкулĕнче 9 уйăх вĕренсе моторист специальноçне алла илнĕ. Службăна Мурманск облаçĕнчи Полярный хулинче дизель шывай кимминче малалла тăснă. Мотористсен командин старшини пулнă. Кирек епле ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçлама хăнăхнă çар çыннишĕн нумай лаша вăйĕллĕ дизель генераторĕпе тата тĕрлĕ ытти механизмпа ĕçлесси, вĕсене юсасси пысăк йывăрлăх пулман. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ятарлă комисси 1-мĕш класлă моторист квалификацине панă /гражданла специальноçĕпе 5-мĕш разрядпа танлашнă/. Шывай киммин командирĕ панă характеристикăра Г.Л.Лаврентьев дисциплинăна пăхăнакан яваплă старшина пулнине, вăл хăйĕн специальноçне /моторист/ юратнине, шанса панă техникăпа усă курас тĕлĕшпе пысăк опыт пухнине, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнине палăртнă.

Григорий Лаврентьевича «Инçетри походшăн» жетон парса чысланă. Çак награда морякшăн уйрăмах хаклă. Вăл çăмăллăн килмен, ăна вăрттăн походра ятарлă задани пурнăçланăшăн тивĕçнĕ. Ун пирки халĕ те питĕ сахал çын пĕлет.

Шывай киммипе Григорий Лаврентьевич 1965 çулхи авăн уйăхĕччен ишет. Хĕсметрен таврăнсан малтан Шупашкарти РТИ заводра тепловоз машинисчĕн пулăшуçинче, кайран пĕр улшăнмасăр «Дорисăн» УМ-2 организацийĕнче крановщикре ĕçлет. Пенсие тухсан та темиçе çул унтах тăрăшать.

Халĕ тивĕçлĕ канура, ывăлĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать.

Александр МАКАРОВ.

Муркаш районĕ,

Исетерккĕ ялĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.