Комментари хушас

6 Авăн, 2016

Елчĕксен хастарлăхĕ ан иксĕлтĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче пулчĕ

Малтанах Лаш Таяпари таса Турă Амăшне асăнса лартнă чиркĕве уçма хутшăнчĕ. Шупашкар тата Чăваш епархийĕн управляющийĕ Варнава Митрополит ăна сăвапларĕ тата литурги ирттерчĕ. Михаил Васильевич чиркĕве пухăннисене пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламларĕ, ăна тума пулăшнăшăн тав турĕ.

— Елчĕксем яланах ĕçченлĕхпе, хастарлăхпа палăрнă. Муниципалитет территорийĕнче усă курман çĕр пачах та çук. Эсир ачасене ĕçпе пиçĕхтерсе, ырă йăла-йĕркене хăнăхтарса çитĕнтеретĕр. Ниме меслечĕпе чиркÿ турăр. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнать, вĕсем чиркÿсемпе мечĕтсем çĕклесе чун-чĕмлĕх чĕртеççĕ. Кунта эпĕ телейлĕ те ырă чунлă çынсене куратăп. Çамрăксем, ачасем йышлăн килнĕ. Ырăлăхпа пултарулăх хевти республикăна малалла та ăнăçлă аталантарма хушма вăй парасса шанатăп, — терĕ М.Игнатьев.

Аслă Елчĕкре тин çеç хута янă асфальтланă çул пахалăхĕпе паллашрĕ. Ăна тума республика тата вырăнти бюджетсем 6,6 млн тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. “Ялта та çынсем хулари пекех хăтлă пурăнччăр, çамрăксем юлччăр, экономикăпа ял хуçалăхне аталантарччăр тесе ял урамĕсене лайăх çулсем саратпăр”, — палăртрĕ Михаил Васильевич. Ял старости Елизавета Ахмерова çĕнĕ çула хута янă урамра пурăнакан мĕнпур çын ячĕпе республика Пуçлăхне, район ертÿлĕхне тав турĕ.

— Резина атăпа çÿренĕ вăхăт текех манăçа юлтăр, — терĕ вăл кăмăллăн.

Михаил Игнатьев район тата администраци ертÿçисемпе Петр Скворцовпа, Николай Миллинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕ, муниципалитетăн çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк хак пачĕ, вырмари çитĕнÿпе саламларĕ. Елчĕксем кăçал нихçанхинчен тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ — кашни гектартан вăтамран 28 центнер. Тырă калăпăшĕпе те вĕсене пĕр район та çитеймест — 60140 тонна! Районта ишĕлме патне çитнĕ çуртсенчи çынсене пурăнма юрăхлă хăтлă вырăнпа тивĕçтерес тата нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттерес ыйтусем татăлнă. Пур шкулта та ăшă санузелсем ĕçлеççĕ.

Николай Миллин чăвашла тап-таса калаçни пурне те килĕшрĕ, çав вăхăтрах тĕлĕнтерчĕ те. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, финанс тата транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕсем Светлана Енилинăпа Михаил Резников тата канашлăва хутшăннă ытти хăнаран хăшĕ-пĕри Николай Петрович пек чăвашла таса калаçма хăтланса пăхрĕç, анчах пĕр-ик предложенирен мала иртеймерĕç — вара вырăслах пуплерĕç.

— Пирĕн тĕллев — халăхăн пурнăç шайне, çавăн пекех демографи лару-тăрăвне çулсерен лайăхлатса пырасси, — палăртрĕ Н.Миллин. — Предприятисемпе организацисене çамрăк специалистсене илĕртме пысăк тимлĕх уйăратпăр. “Земство тухтăрĕ” программăпа килĕшÿллĕн сывату учрежденийĕсене 10 врач килчĕ. Çак уйăхра тата иккĕ хушăнмалла.

2016 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче районта ял хуçалăх тата тĕрлĕ тытăмри организацисенче, общество апатланăвĕнче тавар çаврăнăшĕ ÿснĕ. Шел те, экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Виталий Емельянов палăртнă тăрăх — 19 организаципе предприниматель рабочисене пĕлтĕртенпе ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен те сахалрах тÿлеççĕ.

Михаил Игнатьев Виталий Емельянова кашнине хушаматран асăнма ыйтрĕ, журналистсене массăллă информаци хатĕрĕсенче уççăн пĕлтерме хушрĕ. Вĕсем: Г.Иванова, И.Падуев, Н.Герасимова, Н.Хушкина. Б.Тихомиров, П.Дудкин, Р.Багаутдинов, “Престиж” производство-коммерци фирми” ООО /учредителĕ А.Григорьева/, А.Николаев, В.Дубинов, С.Прокопьев, И.Егорова, “Правовая консультация” ООО /учредителĕ С.Федоров/, “Кристалл” суту-илÿ çурчĕ /учредителĕ Г.Иванова/, “Нива” агрофирма /учредителĕсем А.Васильев, Л.Веселина/, “Альянс” /учредителĕсем И.Ефимова, В.Яковлев/, “Победа” /А.Алексеев, В.Алексеев/, “Яльчикское” ДПМК” ООО /А.Иванов/ тата “Продторг” /С.Чернова/. Предпринимательсем ĕç укçине конвертпа тÿленĕрен район бюджечĕн тупăш пайне налук сахалрах кĕрет. Михаил Васильевич малашне вĕсенчен çирĕпрех ыйтасса пĕлтерчĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республикăра Африка мурĕн çулне пÿлме мероприятисем ирттернине, социаллă сфера учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçланине, бизнеса аталантарма, инвестици валли лайăх условисем, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем туса хунине палăртрĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.