Комментари хушас

6 Авăн, 2016

Çутта кăларуçăн çывăх тăхăмĕ

Филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн филологи факультечĕн чикĕ леш енчи литературин историйĕн кафедра пуçлăхĕ

Василий Михайлович Толмачев çак кунсенче 59-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ.

Çавна май ăна тăванĕсем, студентсем, преподавательсем, культура, искусство, ăслăлăх ĕçченĕсем ăшшăн саламларĕç. Паллă çыншăн эпир те, чăвашсем, ют мар. Вăл — тăван халăха çутта кăларнă Иван Яковлевăн тăхăмĕ.

Ăсчахăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: 18-20-мĕш ĕмĕрсенчи культура историйĕпе теорийĕ, вырăс тата хĕвеланăç символизмне танлаштаруллă майпа тĕпчесси, АПШан 1890-1940 çулсенчи литератури, вырăссен пĕрремĕш эмиграцийĕн литератури. В.М.Толмачев — хăйнеевĕрлĕ шухăшсен, чикĕ леш енчи тата Тăван çĕршыв литературоведенийĕпе çыхăннă публикацисен авторĕ. 2006-2007 çулсенче Мускав патшалăх университетĕнче чикĕ леш енче пурăнакансен хальхи вăхăтри литератури енĕпе учебник кăларнă.

Хăйĕн паллă тата чаплă тăванĕ Иван Яковлев пирки Василий Толмачев çапла шухăшлать: «Иван Яковлевич Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалĕ» чăнлăх тĕлĕшĕнчен кăмăл-сипет вăйĕпе уйрăмах палăрса тăрать. Вăл тăван халăхне ытарайми юратнине туйса илетпĕр. Çак сăмахсем хăйсен пĕлтерĕшне паян та çухатман, унтан та ытларах — вĕсене чăвашсен ячĕпе кăна мар, Раççейри вун-вун халăха чĕнсе каланăн туйăнать...»

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов паллă ăсчаха, Мускав университечĕн профессорне Василий Толмачева чăваш халăхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ЧНК Хисеп грамотипе чысланă.

Валентин СМИРНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.