Тăван килте пек туйччăр
Кашни халăх хăйевĕрлĕхĕпе пуян. Вĕсен пĕрлĕхĕнче — пирĕн вăй. Тĕпрен илсен, культура тĕлĕшĕпе çыхăнтарса, йĕркелесе, пурнăçласа пыратпăр халăхсен хушшинчи хутшăнусене, çыхăнусене. Республикăра ку енĕпе тĕрлĕ майпа — фестивальсемпе, конференцисемпе, «çавра сĕтелсемпе» тата ыттипе те — усă куратпăр. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче вара
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен съезчĕ иртĕ. Ун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче йышăну кăларнă, Аслă Пухăва хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ. Паян шăпах асăннă комитет членĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçипе
Лев КУРАКОВ академикпа съезд çинчен калаçăпăр.
— Чăваш Енре халăхсем туслă пурăнаççĕ, вĕсен хушшинче тăнăçлăх хуçаланать. Çав вăхăтрах республика миграци юхăмĕсемпе пуянлансах тăрать, регион урлă пысăк çулсем иртеççĕ. Кунта 128 халăх тата сакăр этника ушкăнĕн çыннисем пурăнаççĕ. Республикăри 16 халăх çынни 34 наци культура автономине, обществине чăмăртаннă.
Чăваш Енри халăхсен Аслă Пухăвне ирттерес тени мĕнпе çыхăннă тата унăн тĕп тĕллевĕсем мĕнлерех-ши, Лев Пантелеймонович?
— Республикăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн çыннисем, вĕсен культура еткерлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕхĕ, çитĕнĕвĕ. Патшалăх политикинче те çынна, уйрăмах çамрăксене, аталантарса пырасси, тивĕçлĕ воспитани парасси тĕп вырăнта тăрать. Тĕп тĕллев — Чăваш Енре пурăнакан кашни халăх çынни хăйне тăван килĕнче пек туйтăр, тăван чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине хисеплетĕр, малалла аталантартăр.
Туслăхран хакли, вăйли нимĕн те çук. Ăна ылтăн, алмаз пек тытса пăхма май килмĕ, анчах та пĕлтерĕшĕ енĕпе вăл ытти пурлăх çăлкуçĕнчен те, тĕрлĕ инвестицирен те пуян. Пирĕн çавăн пекех толерантлă, тăван Чăваш Ене, çĕршыва юратакансене пăхса ÿстерме тăрăшмалла.
Республикăра халăхсен хушшинчи хутшăнусем енĕпе пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланать. Чăваш халăхĕн характерĕнчен — çураçулăхĕнчен, тараватлăхĕнчен, ăшпиллĕхĕнчен тата ыттинчен те — килет пуль çакă. Хăй вăхăтĕнче Çутта кăларуçă Иван Яковлев тăван халăха панă халалĕнче çапла каланă: «...Вырăс патшалăхне шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ...» Патриархăн халалне чуна хывнă чăвашсем ытти халăх тĕлĕшĕпе те тимлĕ, сапăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿремеççĕ. Çав пахалăхсем илĕртеççĕ те, туртаççĕ те мигрантсене Чăваш Ене. Съездра Иван Яковлев сăмахĕсене тĕп вырăна хурасса шанас килет.
— Республика, çĕршыв ертÿçисем патриотизм вăйне çĕклес ыйтупа нумай ĕçленĕ, ĕçлеççĕ те. Раççей Президенчĕн Владимир Путин шухăшĕпе, патриотизм — наци идейи. Унран хăватлăраххи урăх нимĕн те çук. Ăна аталантарса, çул парса пымалла кăна.
— Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Патриотизм юхăмĕ республикăра та хăватлă. Çакă пире хавхалантарать. Ун никĕсĕнче — çемьене, халăха, республикăна, çĕршыва юратни. Çакна тĕпе хурса кăçал Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче пысăк конференци ирттертĕмĕр, унта çĕршывăн культурăпа патриот стратегине хатĕрлемеллине палăртрăмăр. Çак ĕçре пире республика ертÿçи Михаил Игнатьев хавхалантарса, пулăшса пырать. Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан халăхсен съездне ирттерес шухăш та унăн сĕнĕвĕпе çуралнă.
Аслă Пухура республикăри вун-вун халăх представителĕсен культурипе чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускататпăр. Çавăн пекех Чăваш Республикин халăхĕсен Ассамблейине йĕркелес ыйту та пур.
Пирĕн тăрăхра вăл е ку халăхăн наци культура пĕрлĕхĕсем, обществисем пур. Ку — питĕ лайăх. Вĕсем хăйсен тĕллевĕсене малалла пурнăçа кĕртсе пырĕç, вĕсен ыйтăвĕсене çаксенчен лайăх никам та пĕлмест. Ассамблея вара халăхсене пĕр чăмăра пĕрлештерме, пĕтĕçтерме кирлĕ. Сиксе тухнă çивĕч ыйтусене татса пама пулăшмалла унăн.
— Раççей шайĕнче те, кÿршĕллĕ республикăсенче те унашкал орган пур. Сăмахран, Тутарстан халăхĕсен Ассамблейи вырнаçнă çуртра та пулса курма тивнĕччĕ. Хăтлă, пур енĕпе те тивĕçтерекен çурт. Эпир те унашкалли пирки питĕ ĕмĕтленетпĕр те...
— Ĕçе пуçăничченех çурт çинчен калаçни вырăнлах мар. Чи малтан хамăрăн пуçарупа ĕçе кăтартмалла, унтан пулăшакансем те тупăнĕç. Хамăр республикăран кăна та мар.
— Съезд ирттересси — истори пĕлтерĕшлĕ пулăм. Халăхсен Аслă Пухăвне пуçтарасси — тата та яваплă ĕç. Анчах та вăл суйлав умĕн пулни хăш-пĕриншĕн кирлĕ мар çĕртенех сăмах тапратмалли сăлтав пулса тăчĕ.
— Съезд суйлав тапхăрĕпе пĕр вăхăталла иртни унпа пачах çыхăнман. Наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем палăртнă çак куна. Аслă Пухура калаçу суйлав пирки пулмĕ, кашни халăхăн хăйĕн çивĕч, тарăн ыйтăвĕсем пур.
— Эсир, Лев Пантелеймонович, йĕркелÿ комитечĕн членĕ пулнă май, хăш ыйтусене чи çивĕччисен ретне кĕртнĕ пулăттăр?
— Республикăри пур халăх та пĕр тан праваллă. Кашни халăх мĕн чухлĕ вăйлă, республика çавăн чухлĕ хăватлă пулĕ. Эпĕ, Мускавра нумай пулнă май, унта Чăваш Ене хисепленине, Шупашкара килĕштернине куратăп. Мĕн тери савăнтарать çакă. Чăвашсем пирки кăна мар , республикăри ытти халăх çинчен те ырă çак сăмахсем. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн культури, традицийĕ. Çаксене пурне те тĕпе хурса тимлĕ ĕçлемелле.
Пирĕн тĕллевсем тата та пысăкрах: республикăри туслăха çирĕплетесси кăна мар, эпир Раççейре пурăнатпăр, апла — пĕтĕм халăхпа çывăх, туслă пулмалла, регионсен социаллă, экономика çыхăнăвĕсене çÿллĕ шая çĕклеме.
— Съезд халăхăн патриотлăх туйăмне çĕклеме тивĕçлĕ. Çапла пултăр тесен мĕнле майсемпе усă курма сĕнетĕр?
— Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче республикăра пур çĕрте те — ача сачĕсенчен пуçласа институтсем таранах — халăхсен туслăхĕ, пĕрлĕхĕ, патриотлăхĕ çинчен калаçусем, ятарлă лекцисем йĕркелеме сĕнетĕп. Çапла туни залри съезд ĕçне пĕтĕм республикăна сарăлма май парĕ.
Халăхсен форумĕ никама та кÿрентерес тĕллевлĕ мар, унăн республикăна çĕклес, туслăха çирĕплетес шухăш кăна. Халăхсен Аслă Пухăвĕнче лайăх, кирлĕ, тарăн шухăшсем пуласса шансах тăратăп. Влаç органĕсем вĕсене шута илсе пурнăçа кĕртсе пырсан эпир ăслă-тăнлă, малалла тата хăвăртрах аталанакан халăх пулăпăр.
Надежда СМИРНОВА калаçнă