Комментари хушас

3 Авăн, 2016

Ачасене ăс пухма: педагогсене ĕçлеме хăтлă пултăр

Йăлана кĕнĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕнче урока йыхравласа шăнкăрав янăрарĕ. 14,7 пин ытла ача кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Чăваш Енри 468 шкулта 130 пин ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ăс пухĕ. Пĕтĕмĕшле вара республикăра 999 вĕренÿ организацийĕ ачасемпе çамрăксене хапăл. Вĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 200 пине яхăн шкул ачипе студент ăс пухĕ.

Пĕлÿ кунне халалланă уявсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çитрĕ. Пĕрремĕш курсра кунта кăçал 2,3 пин çамрăк вĕренĕ. Вĕсенчен 200 ытларахăшĕ — ют çĕршывран килнĕскерсем.

Икĕ кун маларах, çурлан 29-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ ЧПУн 7-мĕш общежитине юсас ĕç еплерех пынипе вырăна тухса паллашнăччĕ, студентсем еплерех условисенче пурăннипе кăсăкланнăччĕ.

Михаил Васильевич кĕç¬нерникунах И.Я.Яковлев ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем валли Чăваш патшалăх филармонийĕнче йĕркеленĕ уява та хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ педагогика университечĕ 86 çулта 52 пин ытла специалист хатĕрленине, вĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Ен мухтавĕ пулса тăнине палăртнă. Ачасене — вĕренме, педагогсене ĕçлеме хăтлă пултăр тесе нумай ĕçленине каланă.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кунта 1215 студента йышăннă. Вĕсенчен 928-шне — бюджет вырăнĕсене.

Комсомольски районĕнчи Элпуçри вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн вара уяв çурлан 31-мĕшĕнчех пуçланнă: унта çĕнĕ шкул уçăлнă. Хаваслă мероприятие Михаил Игнатьев та хутшăннă, ачасем çак шкула хаваспа, уçă кăмăлпа килессе, вĕсене кунта хăтлă пуласса шаннине палăртнă.

Çĕнĕ çурт 165 шкул ачипе шкул çулне çитмен 40 шăпăрлана йышăнма хатĕр. Кăçал вара кунта 105 арçын ачапа хĕрача ăс пухĕ. 16-шĕ — Элпуç, Явăш, Хирти Выçли, Хирти Мăрат ялĕсенчен пĕрремĕш класа килнĕскерсем.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.